1928
| Çулсем |
|---|
| 1924 • 1925 • 1926 • 1927 — 1928 — 1929 • 1930 • 1931 • 1932 |
| Вунӑҫуллӑхсем |
| 1900-мĕш • 1910-мĕш — 1920-мĕш — 1930-мĕш • 1940-мĕш |
| Ĕмĕрсем |
| XIX ĕмĕр — XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр |
1928 (пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм саккӑрмӑш) ҫул (григориан календарӗпе — пуҫламӑшӗ вырсарникун ҫине лекет). Вӑл пирӗн эрӑри 1928 ҫул, 1920-мӗш ҫулсен 9 ҫулӗ. Вӑл 98 ҫул каялла вӗҫленнӗ.
Пулса иртнĕ
Кӑрлач
- Кӑрлач, 7 — У-2 («Кукурузник») самолётӑн пӗрремӗш вӗҫевӗ (Н. Н. Поликарпов конструкцийӗ).
- Кӑрлач, 15 — кӑрлач, 16 — АПШ президенчӗ Калвин Кулидж Кубӑна ӗҫпе кайса килнӗ[1].
- Кӑрлач, 23 — Латвире Петерис Юрашевскис ертсе пыракан пӗрремӗш консервативлӑ правительство йӗркеленнӗ.
- Кӑрлач, 29 — Германипе Литва Республики Мемел пирки тавлашуллӑ ыйтӑва третейски сучӗ урлӑ пӑхса тухма калаҫса татӑлнӑ.
Нарӑс
- Нарӑс, 1 — СССР тир-сӑран рабочисен пӗрлӗхӗн Пӗтӗм Союзри VIII съезчӗ ӗҫе пуҫӑннӑ[2].
- Нарӑс, 11—нарӑс, 19 — Санкт-Морицра II Хӗллехи Олимп вӑййисем иртнӗ.
- Нарӑс, 19 — Парагвайри коммунистсен партине йӗркеленӗ.
- Нарӑс, 20 — Трансиорданире Аслӑ Британи пулӑшса тӑракан хӑй тытӑмлӑх туса хунӑ.
- Нарӑс, 21 — Анандын Амар(выр.)чăв. МХР правительствине ертсе пыма пуҫланӑ.
Пуш
- Пуш, 1 — «Ҫурхи ака кампаниийӗ ҫинчен» циркулярлӑ ҫырура И. В. Сталин коллективизаци курсне вӑйлатмалли ҫинчен пӗлтернӗ.
- Пуш, 12 — АПШри Санта-Клара юханшыв ҫинче Сен-Френсис пӗви ишӗлсе аннӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн сиксе тухнӑ пӑтӑрмаха пула 600 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку АПШ историйӗнчи чи пысӑк инженери катастрофи.
- Пуш, 16 — ВАФД национализмла парти лидерне Мустаф Наххас-пашана Египет премьер-министрӗ пулма шанса параҫҫӗ.
- Пуш, 17 — Мускавра Профинтернӑн IV Конгресӗ уҫӑлнӑ.
- Пуш, 25 — Антониу Оскар ди Кармон маршала Португали президентне суйлаҫҫӗ, вӑл ҫак вырӑна 1951 ҫулччен йышӑнӗ.
- Пуш, 28 — Францире ҫар хӗсметӗнче пулмалли вӑхӑта пӗр ҫул та икӗ кун таран чакарнӑ.
Ака
- Ака, 5 — Армени КП(б) ТК пленумӗ иртнӗ. Г. А. Осепяна КП(б)А ТК пӗрремӗш секретарӗн вырӑнӗнчен пушатнӑ, ТК пӗрремӗш секретарьне А. А. Костаняна суйланӑ[3].
- Ака, 6 — Третейски суд Филиппинран инҫех мар вырнаҫнӑ Пальма утравӗсен харпӑрлӑхӗ тавра тухнӑ АПШпа Нидерландсем хушшинчи тавлашӑва пӑхса тухса ӑна Нидерланда пама йышӑну кӑларнӑ.
- Ака, 8 — ВЦИК йышӑнӑвӗпе РПЦ юридици сӑпачӗн статусӗсӗр тӑрса юлнӑ.
- Ака, 9 — Турцин Аслӑ наци пухӑвӗ Турци конституцийӗнчи ислам тӗнӗпе ҫыхӑннӑ тӳрлетӳсене йышӑннӑ май патшалӑха тӗнрен уйӑрнӑ. Ҫапла май Турцире ислам патшалӑх тӗнӗ пулма пӑрахнӑ.
- Ака, 12 — нимӗҫсен Рюссельсхайм хулинче вӑл вӑхӑтри анӑҫ техникин чи ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсенчен пӗрине — «автомобиль-ракетӑна» тӗрӗслесе пӑхнӑ.
- Ака, 14 — Голландири Гаага хулинче Пӗтӗм тӗнчери кинокуравра советсен уйрӑмӗ уҫӑлнӑ.
- Ака, 15 — Сиам патшалӑхӗн наци валютине официаллӑ бат теме пуҫланӑ.
- Ака, 18 — Прагӑра совет кинорежиссёрӗн А. П. Довженкӑн «Звенигора» фильмне кӑтартнӑ.
- Ака, 21 — Францин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Аристид Бриан вӑрҫӑ пуҫланине саккунпа килӗшсе тӑман япала пек пӗлтерекен тӗнчери килӗшӳ проектне сӗннӗ.
- Ака, 22 — Ака, 29 — Францире парламент суйлавӗ иртнӗ, пӗтӗмлетӳ хыҫҫӑн сылтӑм партисем 610 вырӑнтан 325-ӗшне йышӑннӑ.
- Ака, 27 — Португалире Антониу ди Салазар диктатор полномочиллӗ финанс министрӗ пулса тӑнӑ.
- Ака, 29 — Аслӑ Британи ультиматум тӑратнӑ хыҫҫӑн Египет Патшалӑхӗнче пухусене ирӗклӗ ирттерме ирӗк панӑ.
Ҫу
- Ҫу, 8 — Клето Гонсалес Коста-Рикин(выр.)чăв. президенчӗ пулса тӑнӑ.
- Ҫу, 12 — Италире ҫӗнӗ суйлав саккунӗпе килӗшӳллӗн сасӑ правиллӗ ҫынсен шучӗ 10-ран 3 миллион ҫурӑ ҫын таран чакнӑ.
- Ҫу, 14 — ВЦИК йышӑнӑвӗпе Вӑтам Атӑл облаҫне тата Тӗп Хура ҫӗр облаҫне туса хунӑ.
- Ҫу, 15 — «Ӑссӑр самолёт» фильмра экрансем ҫине пӗрремӗш хут Микки Маус тата Минни Маус мультфильмри паллӑ персонажсем тухнӑ.
- Ҫу, 17 — Ҫурла, 12 — IX ҫуллахи Олимп вӑййисем (Амстердам, Нидерланд) иртнӗ.
- Ҫу, 20 — Германире иртнӗ парламент суйлавӗнче социал-демократсем хӑйсен йышӗн шутне 131-рен 154 депутата ҫити ӳстерсе чи пысӑк фраци пулса тӑраҫҫӗ, апла пулин те вӗсем чи пысӑк йыш тӑваймаҫҫӗ. Центристсем 62 вырӑн йышӑнаҫҫӗ, коммунистсем — 54, Наци партийӗ — 73, Халӑх партийӗ — 45, национал-социалистсем — 12 вырӑн.
- Ҫу, 25 — утӑ, 12 — «Хӗрлӗ палата» пӑтӑрмахӗ: Арктикӑри «Италия» дирижабль арканать, экипажӑн чӗрӗ юлнӑ пайташӗсене шырани тата ҫӑлни.
- Ҫу, 29 — Азербайджан Совет Социализм Республикинче АзССР ЦИК декречӗпе кашни ачана пуҫламӑш пӗлӳ памалли ҫинчен хушу кӗртнӗ.
Ҫӗртме
- Ҫӗртме, 3 — Кострома облаҫӗнчи Вохма посёлокӗнчи совет радиопа кӑсӑкланакан Николай Шмидт Умберто Нобиле ертсе пынӑ Арктикӑра арканнӑ «Итали» Итали дирижаблӗн экипажӗнчен инкеке лекнин сигналне тӗнчере чи малтан тытнӑ.
- Ҫӗртме, 4 — Хуангутунь пӑтиӑрмахӗ — Фэнтянь кликин ертӳҫи Чжан Цзолинь(выр.)чăв. маршалӗ ҫине тапӑннӑ.
- Ҫӗртме, 8 — Китайра Гоминьдан собхниксен отрячӗсем Пекина ярса илеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах патшалӑхӑн тӗп хули Нанкин юлать.
- Ҫӗртме, 9 — Сирире Франци администрацийӗ пуҫарнипе пуҫтарнӑ Конституци ассамблейинче хутшӑнакансенчен ытларахӑшӗн шутне националистсем кӗреҫҫӗ.
- Ҫӗртме, 23 — Аслӑ Патшалӑхсене Бриан-Келлог Пакчӗ(выр.)чăв. пирки ӑнлантару хутне ярса параҫҫӗ.
- Ҫӗртме, 24 — Франци франкӗн ҫӗнӗ девальвацийӗ.
- Ҫӗртме, 27 — Польшӑра парламент суйлавӗ иртнӗ хыҫҫӑн Юзеф Пилсудский премьер-министр вырӑнне Казимир Бартель йышӑннӑ, лешӗ ҫӗнӗ правительствӑра хӳтӗлев министрӗн портфельне сыхласа хӑварнӑ.
- Ҫӗртме, 28 — Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вильгельм Маркс правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Герман Мюллер социал-демократа Германи канцлерне лартнӑ.
Утӑ
- Утӑ, 3 — Грецие пуш уйӑхӗнче таврӑннӑ Элефтериос Венизелос каллех правительствӑна ертсе пыма пуҫланӑ.
- Утӑ, 5 — Аслӑ Британире сасӑлава хутшӑнма ирӗк паракан хӗрарӑмсен ӳсӗмне 30 ҫултан 21 ҫулччен чакарнӑ.
- Утӑ, 17 — Тин ҫеҫ Мексика президентне суйланӑ Альваро Обрегона(выр.)чăв. должноҫа кӗме ӗлкӗриччен вӗлернӗ.
- Утӑ, 17 — Авӑн, 1 — Коминтернӑн VI конгресӗ иртнӗ. Коммунистла Интернационал программине йышӑннӑ, «сылтӑм элементсенчен» уйрӑлнӑ, уйрӑмах социал-демократсене хирӗҫ пыракан хӳтӗлев тактики патне тавӑрннӑ.
- Утӑ, 19 — Китай Аслӑ Патшалӑхсемпе алӑ пуснӑ «тӗрӗс мар килӗшӳсене» пӑрахӑҫланӑ.
- Утӑ, 25 — Итали Танжер статусӗ пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ, вӑл Испание ҫак регионта пысӑк полномочи панӑ.
Ҫурла
- Ҫурла, 2 — Итали патшалӑхӗпе Эфиопи империйӗ 20 ҫуллӑха туслӑх пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.
- Ҫурла, 12 — Ҫурла, 24 — Пӗтӗм Союз шайӗнчи спартакиада.
- Ҫурла, 15 — Хосе Гуджари Парагвай президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ.
- Ҫурла, 19 — Грецире иртнӗ парламент суйлавӗнче Либераллӑ партири Элефтериос Венизелос майлисем ҫӗнтернӗ.
- Ҫурла, 27 — Парижра 15 патшалӑх Бриан-Келлог Пактне алӑ пуснӑ, вӑл вӑрҫӑ пуҫлассине саккунсӑр япала пулнине палӑртнӑ, тавлашусене мирлӗ майпа татса пама чӗннӗ.
- Ҫурла, 28 — Лакхнаура(выр.)чăв. иртнӗ конференцире мӗнпур Инди партисен ҫыннисем Индие доминион статусӗпе тивӗҫтерессишӗн сасӑланӑ, апла пулин те ҫурлан 30-мӗшӗнче радикаллӑ ушкӑнсем Индин пӑхӑнманлӑхӗн лигине туса хураҫҫӗ.
Авӑн
- Авӑн, 1 — Албани хӑйне патшалӑх тесе пӗлтерет, Учредительнӑй пухура патша тесе Ахмет Зогу президента йышӑнаҫҫӗ.
- Авӑн, 6 — СССР тӗнчери хирӗҫтӑрусене мирлӗ майпа татса пама хистекен Бриан-Келлог пакчӗ ҫумне хушӑнать.
- Авӑн, 10 — Аргентинӑра депутатсен палати мӗнпур нефть концессийӗсене пӑрахӑҫлассишӗн сасӑланӑ, анчах та сенат ҫак ыйтупа йышӑну тӑвассине итлемесӗр хӑварать.
- Авӑн, 11 — Португали Кӑнтӑр Африка Пӗрлӗхӗпе Португали ҫӗрӗсем куҫса ҫӳрес тата ҫынсене тара илес енӗпе килӗшӳ алӑ пусать.
- Авӑн, 15 — Александр Флеминг пенициллин(выр.)чăв. уҫнӑ.
- Авӑн, 23 — Итали Греципе туслӑх пирки килӗшӳ тӑвать.
- Авӑн, 26 — Нацисен Лигин Ассамблейи Бриан-Келлог пактне пурнӑҫа кӗртесси ҫинчен постановлени йышӑннӑ, пакта ку вӑхт тӗлне 23 патшалӑх алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Юпа
- Юпа, 2 — Арвид Линдман Швецире консервативлӑ правительство йӗркеленӗ. Парламент суйлавӗнче социал-демократсем 40 вырӑн йышӑннӑ, либералсем — «типӗ саккун» майлисем — 28, либералсем — 4, консерваторсем — 73, Аграри партийӗ — 27, коммунистсем — 8.
- Юпа, 4 — Германире иртнӗ плебисцитра (юпан 16-мӗшӗччен) халӑх ҫӗнӗ линилле карапсем тума чарнине хирӗҫ пулнине пӗлтерет.
- Юпа, 6 — Гоминьдан лидерне Чан Кайшине Китай президентне суйланӑ.
- Юпа, 15 — «Цеппелинт графӗ» дирижабль Фридрихсхафенран Нью-Джерсие Атлантика урлӑ вӗҫса каҫнӑ.
- Юпа, 25 — Тан Янкай Китай республикин Гоминьдансен Нанкин правительствин председателӗ пулса тӑнӑ.
Чӳк
- Чӳк, 1 — Турцире латин алфавичӗпе усӑ курма пуҫланӑ[4].
- Чӳк, 6 — АПШ президент суйлавӗ. Республика партийӗн кандидачӗ Герберт Гувер ҫӗнтернӗ.
- Чӳк, 13 — АПШ тинӗс пехоти тата Франк Макком (АПШ) генерал ертсе пыракан тӗп суйлав комиссийӗ тӗрӗслесе тӑнипе Никарагура президент суйлавӗ иртнӗ.
- Чӳк, 14 — Ҫӗнӗ Зеландире иртнӗ парламент суйлавӗнче Джозеф Уорд ертсе пыракан Пӗрлешӗннӗ (либераллӑ) парти 25 вырӑн илнӗ, реформистсене — 25 вырӑн лекнӗ, лейбористсене — 19 вырӑн.
- Чӳк, 18 — Экрансем ҫине пӗрремӗш хут сасӑллӑ мультфильм тухнӑ — Вилли пӑрахут.
- Чӳк, 18 — раштав, 23 — Герберт Гувер Латин Америкин ҫӗршывӗсене ӗҫпе кайса килнӗ.
- Чӳк, 30 — Эмилио Портес Хиль Мексикӑн вӑхӑтлӑх президенчӗн вырӑнне йышӑнса тупа тунӑ.
Раштав
- Раштав, 1 — Албани парламенчӗ ҫӗнӗ конституци йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн Албани «демократиллӗ, парламентарлӑ тата авалтан пыракан монархи» тесе пӗлтернӗ.
- Раштав, 4 — Аугуст Рей Эстони республикин патшалӑх старейшини пулса тӑнӑ.
- Раштав, 6 — 1928–1929 ҫулсенчи Боливипе Парагвай хушшинчи хирӗҫӳ пуҫланнӑ.
- Раштав, 10 — Вильгельм Миклас(выр.)чăв. Михаэль Хайниш вырӑнне Австри президенчӗ пулса тӑнӑ.
- Раштав, 12 — Румынире иртнӗ парламент суйлавӗнче Национал-царанистсен партийӗ ҫӗнтернӗ.
- Раштав, 20 — Аслӑ Британи Гоминьдан юхӑмне пӑхӑнакансем йӗркеленӗ Нанкин правительствине йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.
- Раштав, 22 — Оскари Мантере Финлянди правительствине ертсе пыма пуҫланӑ.
- Раштав, 24 — Бенито Муссолини «Комплекслӑ ҫӗре мелиорацилессин программине» ҫирӗплетнӗ[5].
- Раштав, 30 — Испанири Виго хулинче «Балаидос» футбол стадионне уҫнӑ.
- Раштав, 31 — Раймонд Пуанкаре Франци премьер-министрӗн вырӑнӗнчен отставкӑна кайма хӑтланнӑ, ӗҫ ӑнӑҫман.
Ҫуралнӑ
- Аливанов Алексей Васильевич, прозаик.
- Нарӑс, 2 — Галкин Александр Алексеевич, сăвăç, прозаик, тăлмач.
- Пуш, 8 — Магуськин Борис Флегонтович, совет саманин тата Раҫҫейӗн инженер-геодезисчӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ.
- Ака, 26 — Малов Аркадий Васильевич, чăваш сăвăçи, тăлмач.
- Ҫу, 15 — Андреев Иван Андреевич, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Утӑ, 9 — Ефимов Георгий Андреевич, чăваш сăвăçи, прозаик, куçаруçă.
- Утӑ, 12 — Кузьмин Афиноген Иванович, литературовед, прозаик.
- Утӑ, 16 — Роберт Шекли, америка çыравçи.
- Ҫурла, 2 — Канаш Альберт Георгиевич, сăвăç.
- Ҫурла, 23 — Павлов Иван Павлович, чăваш чĕлхеçи.
- Авӑн, 3 — Ион Друцэ, Молдави çыравçи.
- Авӑн, 28 — Голубева Вера Ивановна, актриса, вĕрентекен
- Раштав, 12 - Чингиз Айтматов, кăркăс çыравçи
Вилнĕ
- Кӑрлач, 11 — Томас Харди(выр.)чăв., акӑлчан ҫыравҫи.
- Кӑрлач, 17 — Нагида Руфь Лацарус, нимӗҫ ҫыравҫи.
- Пуш, 13 — Рубо Франц Алексеевич(выр.)чăв., вырӑс художникӗ.
- Пуш, 24 — Вильгельм фон Урах(выр.)чăв., нимӗҫ генералӗ, 1918 ҫулта Литва патши (1854 ҫ.ҫ.).
- Ака, 7 — Богданов Александр Александрович(выр.)чăв., паллӑ совет ӑсчахӗ, политика ӗҫченӗ.
- Ака, 14 — Джованни Фальделла, Итали ҫыравҫи, журналист, юрист тата политик.
- Ака, 16 — Аксельрод Павел Борисович(выр.)чăв., Раҫҫей социал-демокрачӗ.
- Ака, 25 — Врангель Пётр Николаевич, Раҫҫей ҫарпуҫӗ.
- Ҫу, 8 — Цюрупа А. Д.
- Ҫӗртме, 3 — Ли Юаньхун(выр.)чăв., китай генералӗ тата политика ӗҫченӗ, 1916—1917 тата 192—1923 ҫулсенче Китай республикин президенчӗ пулнӑ.
- Ҫӗртме, 18 — Руаль Амундсен, Кӑнтӑр полюса лекнӗ пӗрремӗш ҫын.
- Ҫурла, 19 — Коробов Яков Иванович(выр.)чăв., сӑвӑҫ, редактор, революционер, журналист тата ҫыравҫӑ.
- Ҫурла, 24 — Аурел Баешу, румын импрессионисчӗ, ӳнерҫӗ-пейзажисчӗ тата портретисчӗ.
- Раштав, 17 — Айхенвальд Юлий Исаевич(выр.)чăв., вырӑс литература критикӗ.
- Раштав, 23 — Луиджи Кадорна, маршал, Итали ҫарпуҫӗ, Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Итали ҫарне ертсе пынӑ.
Нобель премийӗ
- Физика — Оуэн Уильямс Ричардсон(выр.)чăв. — «Термион тӗпчевӗсем енӗпе ӗҫленӗшӗн, уйрӑмах унӑн ятне панӑ саккуна уҫнӑшӑн».
- Хими — Адольф Отто Рейнгольд Виндаус(выр.)чăв.
- Медицинӑпа физиологи — Шарль Николь(выр.)чăв.
- Литература — Сигрид Унсет(выр.)чăв. — «Вӑтам ӗмӗрсенчи Скандинавине асра юлмалла сӑнласа панишӗн»
- Мирлӗх премийӗ — паман
Ӑнлантарусем
- ^ Henning, Arthur Sears. Cubans Throng to Coolidge, Chicago Daily Tribune (January 16, 1928), p. 1.
- ^ Постановления VIII Всесоюзного съезда (1-8 февраля 1928 года) — (8; 1928; Москва) — НЭБ.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 15910. // Knowbysight.info. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Этот день в истории — 1 ноября. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Л. Белоусов. Бенито Муссолини. — АСТ-Пресс, 1999. — С. 32. — 128 с. — ISBN 5-7805-0457-1.