Авӑн, 6
Уявсем
Пулăмсем
- Пирĕн эрăччен 3761 — еврей календарĕн пĕрремĕш кунĕ
- 1522 — Европăна историри пĕрремĕш тĕнче тавра шыв çӳревĕнчен «Виктория» карап таврăнать
- 1669 — турккăсем Канди венеци карманне 21 çул хушши хупăрласа тăни (капăрл.) вĕçленет
- 1847 — Генри Дэвид Торо Уолден пĕви хĕрринчи шалашĕнчен Эмерсон çуртне куçать
- 1918 — «Чухăнсен сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
- 1952 — Женевăра Пĕтĕм тĕнчери автор правин конвенцийĕ çине алă пуснă
- 1955 — Стамбулра грек сахалрахăшне хирĕçле пăтăрмахсем сиксе тухнă
- 1991 — СССР Эстонин, Латвин тата Литван ирĕклĕхне йышăнать
- 1991 — Ленинграда историри Санкт-Петербург ятне тавăрнă
Çуралнă
- 1908 — Льюис Эссен, Британи физикĕ, кварц тата атомлă сехете шутласа кăлараканĕ.
- 1954 — Тарханов Александр Федорович, футболист, тренер.
Вилнĕ
- 1966 — Ҫемен Элкер, чăваш сăвăçи, çыравçи.
- 1998 — Акира Куросава, япун кинорежиссёрĕ.