Кӑрлач, 17
Уявсем
Пулăмсем
- 1772 — Кристиансборгре (капăрл.) дансен хĕрарăм патшан юратнă медикне Иоганн Струэнзене аресленĕ
- 1773 — «Resolution» карап, Джеймс Кук ертсе пынипе историре пĕрремĕш Кăнтăр поляр çаврине каçнă
- 1893 — АПШ правительстви Лилиуокалани гавай патша хĕрарăмне астулран хăтарассине хатĕрленĕ
- 1904 — Мускав пултару театрĕ Антон Чеховăн «Чие сачĕ» пьесине лартнă
- 1912 — британ çулçӳревçи Роберт Ф. Скотт Кăнтăр полюсне çитет
- 1966 — Испани тӳпинчи авиакатастрофăра тăваттă термойĕтре бомбине çухатнă
- 1991 — Перс кӳлмекĕнче тăракан нумай нацин вăйĕсем «Пушхирти çил-тăвăл» операцине пуçараççĕ
- 2002 — Ньирагонго вулкан пĕрхĕнĕвĕпе Гома хулинче 4500 çурта аркатнă
- 2006 — Тутар кӳлмекĕнче «Зейна-Мару» ятлă шхуна путнă. 12 çынран пĕрне çеç çăлма ĕлкернĕ.
- 2006 — Чулхула облаçĕн Павлово хули патĕнче «Газель» микроавтобус Ока юханшывĕ урлă каçнă чухне пăр айне анса кайнă. 6 çын сарăмсăр вилнĕ.
Çуралнă
- 1908 — Давыденко Антон Корнеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Вилнĕ
- 1982 — Шаламов Варлам Тихонович, вырăс çыравçи.
- 1988 — Алагер Василий Осипович, чăваш прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ, литература тишкерӳçи.
- 2001 — Юрьев Элли Михайлович, чăваш ӳкерçи, дизайнерĕ.