Артист кунӗ

Артист кунӗ — 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Раҫҫейре йӗркеленӗ професси уявӗ. Уява РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Владимир Машков пуҫарнипе йӗркеленӗ. Уявламалли куна актёр ӑсталӑхӗн тытӑмне йӗркелекенӗн Константин Станиславский ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ[1]. Уяв музыкантсемшӗн, юрӑҫсемшӗн, кино, театр тата цирк артисчӗсемшӗн професси уявӗ шутланать[2].

РФ Культура министерствин ҫак йышӑнӑва ҫирӗплетекен ведомствӑна нормативлӑ актне хатӗрлесе кӑлармалла[3].

Историйӗ

1917 ҫулта Раҫҫейре пӗрремӗш хут вырӑс актерӗн кунне палӑртнӑ, ӑна Вырӑс театр обществи(выр.)чăв. театра аталантарма укҫа-тенкӗ пухма тата нуша тӳсекен актерсене пулӑшма йӗркеленӗ[4].

2024 ҫулхи декабрь пуҫламӑшӗнче РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн (СТД) секретариачӗн анлӑ ларӑвӗнче Владимир Машков Артист кунне йӗркелеме сӗннӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх: «ҫак кун театр сообществинче пӗлтерӗшлӗ кун пулса тӑрӗ. Унӑн ятне ӑнсӑртран суйласа илмен, вӑл хисеплӗ ятсенчен йӗркеленет: театр, музыка, цирк, эстрада тата кино ӳнерӗ енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн паракан халӑх тата тава тивӗҫлӗ артист хисеплӗ ят»[5].

Ҫавӑн пекех Машков ҫапла майпа Раҫҫей Федерацийӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ ҫапла майпа историре ҫырӑнса юлнӑ Мария Гавриловна Савинӑпа(выр.)чăв. Театр обществин пуҫарӑвне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас шухӑшлӑ пулнине палӑртнӑ. Актер кунӗнче артистсем ҫулталӑкра пӗрре спектакль лартнӑ, унта пухнӑ укҫа-тенке Санкт-Петербургри Сцена ветеранӗсен пӗрремӗш ҫуртне тума янӑ[5].

Актерсен ытти уявӗсем

Ҫурлан 26-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе, ҫав шутра Раҫҫейре те, пӗтӗм тӗнчери актёр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява пирӗн эрӑри III ӗмӗрте пурӑннӑ авалхи рим актёрӗ Римти Генезий(выр.)чăв. ячӗпе йӗркеленӗ — ҫак ҫын сцена ҫинче актёрсене выляса кӑтартнӑ май каярахпа ҫӗнӗ тӗне кӗнӗ, ҫакӑн пирки вӑл халӑх умӗнче пӗлтернӗ (ҫавӑншӑнах ӑна айӑпласа вӗлернӗ). Каярахпа Римти Генезие канонланӑ, ӑна актерсен, музыкантсен тата эпилептиксен хӳтӗлевҫи тесе йышӑннӑ[6][7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ В России 17 января будет отмечаться День артиста. Interfax.ru (3 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  2. ^ В России 17 января будут отмечать новый праздник — День артиста. Коммерсантъ (3 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  3. ^ В России будет отмечаться День артиста (выр.). government.ru (3 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  4. ^ День русского актера. Проект 1917(паллӑ мар). project1917.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Машков предложил учредить День артиста. TACC. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  6. ^ Генесий Мим. www.pravenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
  7. ^ Catholic Encyclopedia: Genesius (англ.). www.newadvent.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.