Машков Владимир Львович

Машко́в Влади́мир Льво́вич (1963 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ, Тула) — совет саманин тата Раççейӗн театрпа кино актёрĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996), Раççей халăх артисчĕ (2010)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1963 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Тулӑра ҫуралнă[2]. Ашшĕ пукане театрĕн актёрĕ пулнă, амăшĕ, юнĕпе итал хĕрарăмĕ, çав театртах режиссёр вырăнĕнче ĕçленĕ.

1960-мĕш çулсенче Машковсен çемьи Новокузнецка куçса каять, 1970-мĕшсенче — Çĕн Çĕпĕре çитеççĕ, кунта Владимир Машков Университетăн биологи факультетне вĕренме кĕрет, анчах та ĕмĕтне улăштарса, иепĕр çултан вăл Çĕн Çĕпĕрти театр училищине ăсталăха пухма кĕрет.

Студентăн характерĕ ансат пулман, çавăнпа та 1984 çулта ăна училищĕрен вăрçнăшăн кăларса янă. Çапах та Машков алă усмасть, Мускава çитет, МХАТ шкул-студине вĕренме кĕрет, Тарханов ăста лаççинче тăрăшать. Кунтан та ăна ытла кăра кăмăллă пулнăран хăваласа яраççĕ, вара вăл МХАТра декоратор ĕç вырăнне йышăнать.

Тепĕртакран, Владимир Машков Олег Табаков патĕнче вĕренет, вĕренӳ хыççăн унăн театăрĕнче ĕçлет.

Владимир Машков кинора пĕрремĕш хут 1989 çулта, «Зелёный огонь козы» фильмра курăнать, 1989 çулта вăл «Делай — раз!» тата «Любовь на острове смерти» фильмсенче вылять.

1990 çулта МХАТ шкул-студинчен (Олег Табаковăн курсĕнче вĕренсе тухать[3]).

Владимир Машковшăн 1994 çул ăнăçлă пулать — вăл раççей çамрăк режиссёрĕсемпе ĕçлет: Денис Евстигнеевăн «Лимита», Валерий Тодоровскин «Подмосковные вечера» фильмĕсене сăнарлать. Çакăн хыççăн Владимир Машков Карен Шахназаровy «Американская дочь» фильмĕнче ĕçлет.

Çавăн чухнех Владимир Машков театр режиссёрĕ пулса Олег Табаковăн театр-студин сцени çинче «Звёздный час по местному времени», «Страсти по Бумбарашу» тата «Смертельный номер» спектакльсем лартать. А. П. Чехов ячĕллĕ МХТ сценинче Владимир Львович «№ 13», «Сатириконра» — «Трёхгрошовая опера» пьесăсене хайлать.

1997 çулта Владимир Машков «Вор» фильмра тĕп рольне сăнарлать — фильма каярах Оскар номинацине тăраççĕ.

Театр «Сатирикон»

А. П. Чехов ячĕллĕ МХАТ

Фильмографи

Актёр

  1. 1989 — Зелёный огонь козы — Никита
  2. 1990 — Делай — раз! — Сержант Шипов
  3. 1990 — Ха-Би-Ассы — Ха-би-асс
  4. 1991 — Казус импровизус — Толя
  5. 1991 — Любовь на острове смерти — Стив, ăсчах-тĕпчевçĕ
  6. 1992 — Аляска, сэр! — Андрей Львов, вырăс эмигранчĕ, автогонщик, Анджей Полянский ятпа çӳрекенскер
  7. 1993 — Я — Иван, ты — Абрам — Аарон — коммунист-подпольщик
  8. 1994 — Лимита — Иван Ворошилов, провинцирен килнĕ пултаруллă программист
  9. 1994 — Подмосковные вечера — Сергей
  10. 1995 — Американская Дочь — Алексей, мускав ресторанĕнчи мусăкçă
  11. 1996 — Двадцать минут с ангелом
  12. 1997 — Сирота Казанская — ларечник Фёдор
  13. 1997 — Вор — Толян
  14. 1998 — Две луны, три солнца — Алексей
  15. 1998 — Сочинение ко Дню Победы — Лев Моргулис ывăлĕ
  16. 1999 — Мама — Николай, Полинăн ывăлĕсенчен пĕри
  17. 2000 — Русский бунт — Емельян Пугачёв
  18. 2000 — Танцы в голубой игуане
  19. 2001 — 15 минут славы (15 Minuten Ruhm, АПШ, Германи) — Милош Карлова (Milos Karlova)
  20. 2001 — Американская рапсодия (An American Rhapsody, Венгри, АПШ)
  21. 2001 — Давай сделаем это по-быстрому (The Quickie, Франци, Германи, Аслă Британи) — Олег Волков
  22. 2001 — В тылу врага (Behind Enemy Lines, АПШ) — Сaшa
  23. 2002 — Олигарх — Платон Маковский
  24. 2003 — Идиот — Парфен Рогожин, купец-миллионер
  25. 2003 — Красная Америка
  26. 2004 — Папа — Абрам Шварц
  27. 2005 — Статский советник — Козырь
  28. 2006 — Охота на пиранью — пĕрремĕш рангри капитан Кирилл Мазур
  29. 2006 — Питер FM — мужик в тапках
  30. 2007 — Ликвидация — Давид Маркович Гоцман, угрозыск подполковникĕ
  31. 2008 — Домовой — Домовой
  32. 2010 — Кандагар — второй пилот Серега
  33. 2010 — Край — Игнат
  34. 2011 — Миссия невыполнима 4 — вырăс ятарлă агенчĕ

Сценарист

  1. 2004 — Папа

Продюсер

  1. 2004 — Папа

Хисепӗсем

Темӑпа ҫыхӑннисем