Кобзон Иосиф Давыдович
Ио́сиф Давы́дович Кобзо́н (авӑн, 11, 1937, Часов Яр, Донецк облаçĕ, Украина ССР, СССР — ҫурла, 30, 2018, Мускав) — совет тата раççей эстрада юрăçи (баритон), мусăк пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, педагог. Раççей Федерацин Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин II—VII чĕнĕвĕсен депутачĕ. РФ ПД культура комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ (2011-па).
Раççей Федерацин Ĕç паттăрĕ (2016). СССР халӑх артисчӗ (1987). СССР патшалăх парнин (1984), Ленин комсомолĕн парнин (1976), РФ Правительствин парнин (2011) лауреачĕ. «Пĕрлĕ Раççей» партин пайташĕ (2003-па). ДХР Паттăрĕ (2015)[1].
Биографи
Иосиф Кобзон 1937 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Давид Кунович Кобзон тата Ида Исаевна Шойхет-Кобзон еврей çемьинче Донецк облаçĕн Часов Яр хулинче çуралнă. Амăшĕ, Ида Исаевна, Подольск кĕпернинче çуралнă, пĕчĕк чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă та 13 çултанпа ĕçе пикенме тивнĕ. Çамрăк чухне йывăçа тирпейлекен харпăкра вăй хунă, 22 çул тултарсан ПКП(б) кĕнĕ[2]. 1930 çултанпа халăх тӳре-шари пулса тăрăшнă. Юрăç каласа панипе, амăшĕ унăн пурнăçĕнче ориентир пулнă.
Вăрçă умĕнчерех Кобзонсен çемьи Львова куçса кайнă. Унтан ашшĕ фронта тухса кайнă, амăшĕ виççĕ ачапа, какамăшпе тата инвалид-шăллĕпе Узбекистана эвакуацие кайнă. Ташкент çумĕнчи Янгиюль хулине çитсе вырнаçнă.
1943 çулта Иосиф Кобзонăн ашшĕ, йывăр контузи хыççăн сипленсен демобилизацие лекнĕ. Апла пулин те тăванĕсем патне таврăнман. Урăх хĕрарăма тĕл пулнă, авланнă та Мускавра юлнă.
1944 çулта Кобзон çемьи Украинăна, Краматорска таврăннă. Унта Иосиф 6 №-лĕ вăтам шкулĕн пĕрремĕш классне вĕренме кайнă. 1946 çулта амăшĕ Моисей Моисеевич Раппопорта качча тухнă. Çапла ĕнтĕ Иосифăн тепĕр иккĕ шăллĕпе йăмăк тупăннă.
Пародисем
- Иосиф Кобзона «Большая разница»[3], «Большая разница по-украински»[4] , «Революция по-нашему»[5] тата «Один в один!» шоура пародиленĕ
- Эстрада çинче Иосиф Кобзона Владимир Винокур, Михаил Евдокимов, Максим Галкин, Игорь Христенко тата ыттисем пародиленĕ.
Дискографи
|
|
Фильмографи
- 1981 — фильм Мы, нижеподписавшиеся — камео
- 2003 — клип «Санкт-Петербург» в составе звёзд эстрады.
- 2006 — фильм Парк советского периода — камео
- 2005 — клип «Отрекаюсь от любви», дуэт с Татьяной Недельской
- 2008 — клип «Платье», с группой «Республика»
- 2009 — клип «Родные люди», дуэт с Дианой Гурцкой
- 2010 — клип «Белый свет», с группой «Республика»
- 2011 — клип «Вечерняя застольная», трио с Александром Розенбаумом и Григорием Лепсом
- 2011 — клип «День Победы»
- 2012 — клип «Последняя любовь», дуэт с Натальей Бучинской
- 2013 — клип «Вишнёвые розы», с группой «Республика»
- 2013 — клип «Душа», с группой «Республика»
- 2014 — клип «Доля женская — воля мужская».
- 2014 — Газгольдер — камео
Литература
- Кациров Е. Л. . — М.: Медиа Инфо Групп. — 534 с. — 3500 экз. — ISBN 978-5-904502-05-8.
- И. Д. Кобзон в соавторстве с Н. А. Добрюхой «Как перед богом» — М., 2006
Чысланисем
Хисеплĕ ятсем
- Чечен-Ингуш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1964);
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1973);
- Дагестан АССР халăх артисчĕ (1974);
- РСФСР халӑх артисчӗ (1980);
- СССР халӑх артисчӗ (1987);
- Украина халăх артисчĕ (1991);
- Адыгей тава тивĕçлĕ артисчĕ (1992);
- Калмăк Республикин халăх артисчĕ (2007)[6]
- Карачай-Черкес Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2008)
- Çурçĕр Осети — Алани Ресрубликин халăх артисчĕ (2008)
- Молдова Респуликин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ(2007)[7]
Асăрхавсем
- ^ Кобзону присвоили «героя ДНР»
- ^ О маме
- ^ Большая разница. Пародия на Иосифа Кобзона — Большая разница — Видеоархив — Первый канал. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
- ^ Пародия на Иосифа Кобзона
çинче
- ^ кобзон пародия
çинче
- ^ Звания — Официальный сайт Иосифа Давыдовича Кобзона. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
- ^ Кобзон Иосиф, Народный артист СССР, в Кишинёве. 2014 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
Кобзон Иосиф Давыдович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- iosif-kobzon.ru — Иосифа Кобзона официаллӑ сайчӗ
- Иосиф Кобзон. Портрет. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- Кобзон, Иосиф — Лентапедири статья. 2012 çул.
- Иосиф Давыдович Кобзон на сайте Госдумы
- «Иосиф Кобзон: Мои убийцы опоздали». Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. «Новый Взгляд»
- Иосиф Кобзон: «Паники у Лужкова не было». Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. «Труд»
- «Папаша Кобзон и его мафия». Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. Евгений Додолев.
- «Обращение Иосифа Кобзона к народу Украины». Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
- Награды Кобзона И. Д. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
- Ванденко А. «Опальный гражданин Кобзон» // «Моя газета» : хаçат. — М., 1995. — № 36. — .
- Эксклюзивное интервью с Иосифом Кобзоном для Радио Шансон
- Обращение Иосифа Кобзона к народу Украины от 5 июля 2014 г.