Заворотнюк Анастасия Юрьевна

Заворотню́к Анастаси́я Ю́рьевна (1971 ҫулхи акан 3-мӗшӗ, Аҫтӑрхан — 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫейри театр тата кино актриси, телеертӳҫӗ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки (2006). Унӑн «ТЭФИ» (2005) тата «Золотой Остап» (2005) премисем пур.

Актриса «Моя прекрасная няня» Раҫҫейри кулӑшла телесериалти Виктория Прутковская ролӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ[1].

Биографи

Ҫемйи

Анастасия Заворотнюк 1971 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче Астрахань хулинче пултарулӑх енӗпе тилмӗрекен ҫемьере ҫуралнӑ[2][3]. Ашшӗ — Заворотнюк Юрий Андреевич (1945—2014), режиссёр, Раҫҫей телевидени академийӗн членӗ пулнӑ. Амӑшӗ — Заворотнюк Валентина Борисовна (1943 ҫулта ҫуралнӑ), совет тата Раҫҫей театр актриси, Раҫҫейӗн халӑх артистки. Вӑл Астраханьри патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ[2]. Аслӑ пиччӗшӗ — Святослав Заворотнюк (1965—2018). Вӑл Астраханьре монтаж режиссёрӗ пулса ӗҫленӗ, 52 ҫулта вилнӗ[4][5]. Ашшӗ енчен аслашшӗпе асламашӗ казаксем пулнӑ[2].

Ачалӑхӗ

Анастасия ачаранпах театрпа кӑсӑкланнӑ тата актриса пулма ӗмӗтленнӗ. Хӗрача актёрсен ҫемйинче ӳснӗ, ҫавӑнпа вӑл час-часах сцена ҫумӗнче пулнӑ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтрах вӑл музыка тата ташӑ кружокӗсене ҫӳренӗ. Вӑл «Лотос» ташӑ ансамблӗнче ташланӑ. Шкул пӗтерсен хӗр Астраханьри патшалӑх педагогика институчӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл пӗр ҫул вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл МХАТ Школа-студине Авангард Николаевич Леонтьев курсне вӗренме кайнӑ[6].

Карьера

Анастасия Заворотнюк кинора пӗрремӗш хут 1991 ҫулта вылянӑ. Ку Тамара Павлюченко режиссёрӑн «Машенька» фильмӗ пулнӑ. Фильма Владимир Набоковӑн пӗрешкел ятлӑ романӗ тӑрӑх ӳкернӗ. Ун чухне вӑл студентка кӑна пулнӑ[7]. Актриса дипломне илсен Анастасийӑна Мускаври Олег Табаковӑн театрне («Табакерка») ӗҫлеме чӗннӗ[6][7]. Унта 10 ҫул ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл 29 спектакльте вылянӑ[2]. Чи малтанхи спектакльсенчен пӗри Владимир Машков режиссёр лартнӑ «Страсти по Бумбарашу» пулнӑ[6].

1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Заворотнюк мультфильмсене сасӑлама пуҫланӑ. Унӑн сассипе Кристофер Робин калаҫнӑ. Ку «Винни-Пух и Рождество» (1991) тата «Новые приключения Винни-Пуха» (1992—1993) анимаци фильмӗсен паттӑрӗ[8]. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче актриса Владимир Любомудров режиссёрӑн «Наследник» (2002) фильмӗнче тата Егор Дружининпа Феликс Михайлов режиссёрсен «Ночь в стиле детства» (2005) фильмӗнче ӳкерӗннӗ[7][8].

Раҫҫейри кулӑшла «Моя прекрасная няня» телесериалти Вика няня ролӗ хыҫҫӑн Заворотнюк самай палӑрнӑ[7]. Ку проекта Анастасия ӑнсӑртран лекнӗ. Ӑна Анапӑра ҫемйипе каннӑ чухне тӗрӗсленсе пӑхма чӗннӗ. Вӑл тӳрех килӗшнӗ те Мускава кайнӑ[2]. Ҫак роле актриса паӑрнӑ кӑна мар, ӑна тӳрех виҫӗ преми панӑ: «ТЭФИ», «Золотой Остап» тата «Glamour»[7].

Унтан Заворотнюк фильмсемпе сериалсенче тата 20 ытла роль вылянӑ: «Код апокалипсиса» (2007), «Гоголь. Ближайший» (2009), «Служебный роман. Наше время» (2011), «Мамы» (2012)[7][8] тата ыттисем те.

Актёр ӗҫӗсӗр пуҫне Заворотнюк кулӑшла программӑсен телеертӳҫи пулнӑ: «СТС» каналти «Хорошие песни» (2005), «Кухня для чайников» (2005), «Танцы со звёздами» (2005), «Танцы на льду» (2005). «Пӗрремӗш каналта» «Ледниковый период» программӑра Марат Башаровпа (2008), Ирина Слуцкаяпа (2009) тата Пётр Чернышёвпа (2014) пӗрле ӗҫленӗ. Телешоусенче пӗрлехи ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ: «Брачные игры» («Пӗрремӗш канал», 2010) Дмитрий Дибровпа пӗрле, «Лёд и пламень» («Пӗрремӗш канал», 2010) Марат Башаровпа мӑшӑрланса[7][8]. Актриса «Две звезды» проектӑн пӗрремӗш сезонӗнче хутшӑннӑ. Михаил Боярскийпе пӗрле вӗсем финала тухнӑ тата иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ[9].

undefined

Харкам пурнӑҫӗ

Пӗрремӗш упӑшки — Олаф Шварцкопф, нимӗҫ бизнесменӗ, ҫар лётчикӗ пулнӑскер. Вӑл Анастасияран 12 ҫул аслӑрах пулнӑ. Вӗсем Германире 1993—1994 ҫулсенче темиҫе уйӑх пӗрле пурӑннӑ, ун хыҫҫӑн Анастасия Раҫҫее таврӑннӑ[10][11][12].

Иккӗмӗш упӑшки — Дмитрий Стрюков, бизнесмен. Унӑн Мускавра автосалон пулнӑ. Ку мӑшӑрланура икӗ ача ҫуралнӑ: Анна (1996)[13] тата Майкл (2000, Америкӑн Пӗрлешӳллӗ Штачӗсенче ҫуралнӑ). Анна Нью-Йоркра продюсер пулса ӗҫленӗ, халӗ вӑл — блогер тата модель[14]. Майкл МГИМО вӗренсе пӗтернӗ[4][15].

2006 ҫулта «Моя прекрасная няня» фильма ӳкернӗ чухне актриса сериалӑн продюсерӗпе тата актёрӗпе Сергей Жигуновпа паллашнӑ. Вӗсен романӗ икӗ ҫул тӑсӑлнӑ[16].

Виҫҫӗмӗш упӑшки — Пётр Чернышёв, фигурист. Вӗсем 2008 ҫулта пӗрлешнӗ. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӗсен Мила хӗр ҫуралнӑ[17]. Мӑшӑр Ялта ҫыранӗ хӗрринче пӑр лапамне уҫнӑ. Унта пӗтӗм тӗнчери паллӑ фигуристсем хутшӑннипе пӑр ҫинчи шоусем иртнӗ[3].

Чир тата вилӗм

2019 ҫулхи ҫулла Заворотнюк хӑйӗн пултарулӑх ӗҫне чарса лартнӑ[18]. Каярахпа унӑн пуҫ мимин шыҫҫи пурри тата вӑл сипленни паллӑ пулнӑ[19]. Кун пирки Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн В. А. Энгельгардт ячӗллӗ молекула биологийӗн институчӗн директорӗ Александр Макаров пӗлтернӗ[20][21][22][23].

Вӑл 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вилнӗ[24]. Вӑл Мускаври хосписра 53 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Сӑлтавӗ — нумай вӑхӑт тӑсӑлнӑ онкологи чирӗ (пуҫ мимин глиобластомийӗ)[25]. Анастасия Заворотнюка 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври Троекуров масарӗнче пытарнӑ[26].

Фильмографи

  • 1991 — Машенька — Машенька
  • 1992 — Чайка (короткометражный)
  • 1993 — Лихая парочка — Лизка
  • 1997 — Матросская тишина (фильм-спектакль) — Таня
  • 1999 — Ещё Ван Гог (фильм-спектакль)
  • 2001 — Наследник — Настя, дочь священника
  • 2004 — 2009 — Моя прекрасная няня — Виктория Владимировна Прутковская, няня
  • 2007 — Код Апокалипсиса — Дарья / Мари
  • 2007 — Шекспиру и не снилось — Лизон
  • 2008 — Неидеальная женщина — Любаня
  • 2009 — Артефакт — Рита
  • 2009 — Гоголь. Ближайший — Александра Смирнова-Россет
  • 2010 — Аманда О — Аманда О
  • 2011 — Дом на краю — Анна
  • 2011 — Жених по объявлению — Вера Зарайская
  • 2011 — Служебный роман. Наше время — Ольга Петровна Рыжова
  • 2012 — Мамы — Надежда Эдуардовна Пушкарёва
  • 2012 — Хозяйка «Белых ночей» — Марина, хозяйка гостиницы «Белые ночи»
  • 2012 — Охота на гауляйтера — Галина Помазан
  • 2012 — 2013 — Не плачь по мне, Аргентина — Кристина
  • 2013 — Семья 3Д — Вика Дергунова
  • 2013 — Женщины на грани — Марина Станиславовна Руденко (в серии «Завещание»)
  • 2014 — Я больше не боюсь — Вера Петровна Кольцова
  • 2014 — Провокатор — Кира, начальница Антона
  • 2014 — Мамы 3 — Надежда Эдуардовна Пушкарёва
  • 2014 — Отдел — Ольга Ильина
  • 2015 — Любовь и море — Марина
  • 2015 — Чужая милая — Наталья Ивановна Капустина
  • 2017 — Проклятие спящих — Агнесса Стебницкая, доктор искусствоведения
  • 2018 — Между нами девочками. Продолжение — Полина, любовница Левандовского
  • 2021 — Каспий 24 — Полина Королёва (снят в 2017 году)
  • 2022 — Приставы — (снят в 2018 году)

Каҫӑсем

  1. ^ Энциклопедия ТАСС, 2024. Заворотнюк, Анастасия Юрьевна
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Анастасия Заворотнюк. Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Инна Фомина. Анастасия Заворотнюк: «Петя всё терпел». 7 дней (28 авӑнӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2010 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Ольга Либгардт. Отец и брат Заворотнюк умерли один за другим. Комсомольская правда (6 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  5. ^ Скоропостижно скончался брат Анастасии Заворотнюк , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнчи копийӗ, Телеканал «Астрахань 24», 8 апреля 2020
  6. ^ 1, 2, 3 Анастасия Юрьевна Заворотнюк. Актриса, телеведущая. Biographe.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Анастасия Заворотнюк. Биография. Zavorotnuck.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4 Мария Волуйская. Актриса Анастасия Заворотнюк. Досье. Аргументы и факты (12 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  9. ^ «Две звезды». Just the two of us. 24smi.org. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  10. ^ Олаф Шварцкопф. Театр одной актрисы , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнчи копийӗ, Май 2012
  11. ^ Памяти Анастасии Заворотнюк. Документальный фильм. Первый канал, 1 июня 2024
  12. ^ Анастасия Заворотнюк. В поисках любви. Документальный фильм, 2009. Режиссёр Наталья Казакова
  13. ^ Анна Заворотнюк. Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  14. ^ Инга Брудер. Дочь Заворотнюк стала моделью, а наследница Шнура - дизайнером: чем занимаются дети российских звезд. Сайт KP.RU выяснил, какие профессии выбрали дочери знаменитостей. Комсомольская правда (8 акан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  15. ^ Алина Щеглова. Сын Анастасии Заворотнюк окончил МГИМО. Кто из семьи пришёл его поддержать. Сын Анастасии Заворотнюк Майкл окончил МГИМО. Об этом рассказала в соцсетях его сестра — Анна Заворотнюк. Новый очаг (9 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
  16. ^ Алина Чернова. Новая возлюбленная Сергея Жигунова сделала пластику и стала копией Заворотнюк. Продюсер Сергей Жигунов живёт с 47-летней Викторией Ворожбит, но до сих пор не может забыть звезду «Моей прекрасной няни». Комсомольская правда (27 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
  17. ^ У Анастасии Заворотнюк и Петра Чернышёва родилась дочь: первое фото ребёнка пары. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  18. ^ Анастасия Заворотнюк и её семья просят прекратить спекуляции вокруг здоровья актрисы. ТАСС (6 юпан 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  19. ^ В окружении Заворотнюк подтвердили, что актриса проходит курс лечения. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
  20. ^ Стал известен настоящий диагноз Анастасии Заворотнюк. Семь дней (издательский дом) (14 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  21. ^ Генетики подобрали вирусы для лечения рака у Анастасии Заворотнюк. Интерфакс (14 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  22. ^ Учёные рассказали о борьбе с опухолью Анастасии Заворотнюк. ТАСС (14 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  23. ^ Совещание о развитии генетических технологий в России. Президент России (14 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
  24. ^ Умерла Анастасия Заворотнюк. РИА Новости (30 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
  25. ^ Умирала в хосписе на руках у мужа: что известно о последних днях жизни Анастасии Заворотнюк(паллӑ мар). news.rambler.ru (30 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
  26. ^ Заворотнюк похоронят на Троекуровском кладбище в Москве. РБК (30 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.