Тула

Тула, — Раççейри Тула облаҫӗн администрацийӗ вырнаҫнă хула. Мускавран 193 çухрăмра ларать. Упа юханшывĕ юнашар юхса выртать.

Кун-çулĕ

Хулана пĕрремĕш хут Никăн çул çырăвĕсенче 1146 çулта асăннă. Хула хир хĕрринче, тĕрлĕ тĕслĕ вăрă-хурахсем алхасакан вырăнта никĕсленнĕ. Хулара тĕрлĕ алăста ĕçĕсем аталаннă: кунта тимĕр те шăратнă, чул та кăларнă, йывăç та каснă.

Хула хĕç-пăшал тăвас енĕпе чапа тухнă. Тулă ăстисем пирки сас-хура таçта çитичченех сарăлнă. Сăмах май каласан Тулă кремльне те, хăй хулине те тăшмансем пĕрре те тытса илеймен. Халĕ те хулара металлурги промăçлăхĕ вăйлă аталаннă. Хулара металурги енĕпе ĕçлекен 2 пысăк йĕркелӳ тата 24 вăтам йĕркелӳ пур.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Каçăсем