Трофимов Сергей Вячеславович

Трофи́мов Серге́й Вячесла́вович (ҫур. 1966 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн юрăçи, музыканчӗ, сӑвӑҫи.

Пурнӑҫӗ

Сергей Трофимов хăй çинчен:

«Шансон маншăн — Вертинский, Галич, Высоцкий, Визбор, Аркадий Северный. Шансон — официаллă мусăк истеблишменчĕпе çыхăнманни»

Сăвăç тата композитор евĕр Сергей Трофимов Светлана Владимирскаяпа, Вахтангом Кикабидзепе, Лаймой Вайкулепе, Лада Дэнспа, Александр Маршалпа, Каролинăпа («Мама, все о’кей» тата «Королева» альбомсем), «Рондо» ушкăнпа (альбом «Грешной души печаль»), Алла Горбачевăпа (альбом «Голос»), «Ласковый май» ушкăнпа, Николай Носковпа, Елена Пануровăпа тата урăх поп-юрăçсемпе ĕçлет.

Сергей Трофимов «Трофим» ятпа 1994 ҫулта палӑрма пуҫланӑ, ун чухне вӑл «Вот и все, сказал мудрец и в воду канул» ҫырса Степан Разина кӑтартнӑ, вӑлах унăн продюсерĕ пулса тӑнӑ. Уйăх хушшинче темиçе юрă («Бьюсь как рыба», «Про рекламу», «В такую тьму», «Василий», «Братва», «Минеты», «Алкаш») хайланӑ, каярах вĕсем «Аристократия помойки» альбома кӗнӗ.

1994 çулта Сергей Трофимов Александр Ивановпа «Грешной души печаль» альбома хайлама тытăнаççĕ, ăна вĕсем 1997 çулта кăлараççĕ. Альбом чылай çыннăн кăмăлне каять. «Боже, какой пустяк», «Я постелю тебе под ноги небо», «Ночь», «Ты мой свет (но я тебе не верю)» юрăсем яланлăхах хальхи чи паха рок-композицисен йышне кĕрсе юлаççĕ. Вăл малашне те Александр Ивановпа пĕрле ĕçлет. «Когда вырастут крылья» (2000) альбомĕнче Иванов Трофимов çырнă «Моя неласковая Русь» юррине юрлать.

Вырăс шансон жанрĕнче ĕçлекенсенчен Сергей Трофимова телекуравпа пĕрремĕш кăтарттаççĕ. 1998 çулта вăл «Музыка рингĕ» программăра Михаил Кругпа ӑмӑртнӑ.

2004 çулта Сергей Трофимов хăйĕн юлташĕсемпе тата хăйĕн официаллă сайчĕн канашлăвне хутшăнакансемпе пĕрле пĕрремĕш коммерцисĕр (малашне кашни çулах иртекен) «Сергей Трофимов собирает друзей» фестиваль йӗркеленӗ. Ăна Чулхула облаҫӗнчи Навашино хулинче ирттереҫҫӗ.

Дмитрий Широков, программа директорĕ, «Русского радио-2»:

«Трофим — один из немногих, кто может писать в разных жанрах — и это всегда интересно».

Пултарулăхри ĕçĕ-хĕлĕ

Сергей Трофимов — композитор‚ поэт‚ автор-исполнитель‚ музыкант тата шоумен. Сергей Трофимов чылай тапхăр нумай Раҫҫей юрăçисемпе, музыканчӗсемпе ӗҫленӗ, проектсене ертсе пынӑ.

19731983 çç. Гнесинсем ячĕллĕ институт çумĕнчи Мускаври арçын ачасен патшалăх хор капеллинче юрланă.

Мускаври патшалăх культура институтĕнче тата Мускаври патшалăх консерваторийӗнче (теорипе композици кафедри) вӗреннӗ.

1985 ç.: Мускаври тӗнче шайӗнчи XII çамрăксемпестудентсен фестивалĕн дипломанчӗ.

1986 ç.: Мускаври ресторанра ӗҫленӗ.

1987—1991 çç.: концерт ĕçлевĕнче рок-бард евĕр юрланă, Эроплан ушкăнпа «Такая ранняя весна» альбом çырнă (альбома кăларман)

1991—1993 çç.: чиркӳре службӑра тӑнӑ (юрлав регенчĕ подьячий)

1992—1993 çç.: Светлана Владимирская юрăçăн альбомӗ.

1993 ç.: Мăнкун уявĕнче Мускавра юрланă.

1994 ç.: «Трофим» псевдонимпа музыка ӗҫӗпе аппаланма пуçланӑ, ун чухне Сергей «Вот и всё, сказал мудрец и в воду канул» юрăна хайланă

1994 ç.: «Грешной души печаль» альбом кӑларнӑ, юрлаканĕ Александр Иванов.

1995 ç.: Каролина юрăçăн «Мама, всё о’кей» альбомĕ, Светлана Алмазовăн «В десяточку» альбомӗ.

1996 ç.: Алла Горбачевăн «Голос» альбомĕ, çав вăхăтрах Сергей пач урăхла мусăк жанрĕнче — поп-музыкӑра ӗҫленӗ.

1998 ç.: Каролинăн «Королева» иккĕмĕш альбомĕ, соло (анчах авторăн мар) «Вести из колючего далека» альбомĕнче.

1999 ç.: соавтор музыки к кинофильму «Ночной перекресток» США. Чӳкĕн 24-мĕшĕнче Михаил Кругпа пĕрле «Музыка рингне» хутшӑннӑ.

2000 ç.: Раççей хулисенче, Мускаври каçхи клубсенче ӗҫленӗ; Горький ячĕллĕ ЭК соло концерчĕ, Чечен Республикине кайса килнӗ, Раççей ГУИН попечителĕсен канаш ертӳçин çумӗ пулса тӑнӑ.

2001 ç.: Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, «Шансон года-2001» пĕрремĕш лауреачĕ, «Кивĕ кафе» палăртура.

2005 ç.: Çыравçăсен вăрçă-илемлĕ студийĕ йĕркеленĕ А. В. Суворов генералиссимус ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри литература премийӗн лауреачӗ.

2006 ç.: Кремльти патшалăх керменĕнче 10 пултарулăхне халалланă концерт пуçтарăннă, хутшăнакансем: А.Розенбаум, А.Маршал, М.Распутина, В.Маркин, Т.Овсиенко, Азиза, А.Иванов тата "Рондо", «Отпетые мошенники», «Cool & Jazzy» ушкăнсем).

2009 ç.: (Федерацин Хăрушсăрлăх Хĕсмечĕн ĕçĕ-пуçĕ пирки чи паха литературăпа ӳнер ĕçĕсемшĕн) «Кем мы были для Отчизны» композицине кăтартнăшăн ФСБ премине тивӗҫнӗ.

2025 ҫулта Пиллӗкмӗш каналта «Они потрясли мир» ярӑмра Сергей Трофимов ҫинчен документаллӑ фильм тухнӑ, унта юрӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ[1].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Сергей Трофимов иккӗмӗш хӗрарӑмпа мӑшӑрлӑ пурӑнать, унӑн виҫӗ ывӑл-хӗр пур[2].

  • Пӗрремӗш арӑмӗ — Наталья Герасимова.
    • Ҫак мӑшӑрлуран Анна хӗр ҫуралнӑ (ҫур. 1988).
  • Иккӗмӗш арӑмӗ — Анастасия Никишина.
    • Ҫак мӑшӑрлуран ҫуралнӑ ачасем:
      • Иван ывӑл (ҫур. 2003);
      • Елизавета хӗр (ҫур. 2008), ашшӗ хыҫҫӑн музыка енӗпе аппаланма пуҫланӑ[3].

Дискографи

Альбомсем

  • 1993: Такая ранняя весна (не издан)
  • 1995: Аристократия помойки 1
  • 1996: Аристократия помойки 2
  • 1996: Эх, я бы жил
  • 1998: Аристократия помойки 3: Девальвация
  • 1998: Вести из колючего далека
  • 2000: Я рождаюсь вновь
  • 2000: Война и мир
  • 2001: Аристократия помойки 4
  • 2002: Бард-Авангард
  • 2004: Ветер в голове
  • 2005: Альбом в подарок (кăларман)
  • 2005: Ностальгия
  • 2007: Следующая остановка
  • 2009: Я живу в России
  • 2010: Все не важно

Сборники

  • 1999: Легенды русского шансона
  • 2000: Избранное
  • 2001: Снегири. Лучшие песни
  • 2003: По самому краю
  • 2003: Я скучаю по тебе (новое и лучшее)
  • 2004: Трофим. МР3-сборник. Часть 1 и 2
  • 2006: 10-летию творческой деятельности посвещается
  • 2009: Коллекционное издание. Лучшие песни. Сергей Трофимов. МР3-сборник

Концертсем

  • 2001: За наших дам! (живая серия. кăларăм 6)
  • 2004: Посвящение Петербургу
  • 2006: 10 çул пултарулăх ĕçе халалласа

Паллăрах юррисем

  • «Блюз-спецназ»,
  • «Боже, какой пустяк»,
  • «Бьюсь как рыба»,
  • «С добрым утром»,
  • «Снегири»,
  • «Эх, дал бы кто взаймы»,
  • «Я скучаю по тебе»,
  • «Весенний блюз»,
  • «Ветер в голове»,
  • «Дальнобойная»,
  • «Красное, черное, ноль»,
  • «Московская песня»,
  • «Мурка»,
  • «Колыбельная для России».
  • «Город Сочи»,
  • «Я живу в России»,
  • «Корпоративная тусовка»,
  • «Город в пробках»,
  • «Не покидай меня»
  • «Аты-баты»
  • «Да здравствует футбол»
  • «Титаник»
  • «Налоговый инспектор»

Ӑнлантарусем

  1. ^ Документальный фильм про Сергея Трофимова выйдет на Пятом канале. InterMedia (28 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ gazeta.ru, 7 июня 2023. Сергей Трофимов рассказал о методах воспитания детей
  3. ^ Дети Сергея Трофимова: сын Иван и дочери Анна, Елизавета. wellnesso.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем