Петров Александр Андреевич

Петров Александр Андреевич (ҫур. 1989 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ, Переславль-Залесский[d], Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей театрпа кино актёрӗ. Икӗ хут «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми лауреачӗ: «Кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн» («Текст», 2020) тата «Телекураври чи лайӑх арҫын ролӗ» («Sпарта», 2019)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1989 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Ярославль облаҫӗнчи Переславль-Залесский(выр.)чăв. хулинче ҫуралнӑ. РАН ИПС(выр.)чăв. ҫумӗнчи Переславль университечӗн экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнче «КВН» команда йышне кӗнӗ, студентсен канашӗн пайташӗ пулнӑ, В. А. Иваненко ертсе пыракан «Антреприза» театр-студире вылянӑ[2].

Похвиҫнӗ хулинчи (Самар облаҫӗ) театр фестивалӗнче мастер-классенче ГИТИС вӗрентекенӗсемпе, ҫав шутра Леонид Хейфецпа(выр.)чăв., паллашнӑ, ун хыҫҫӑн экономика факультетне иккӗмӗш курсра хӑварса РАТИ-ГИТИС-а вӗренме кӗнӗ, 2012 ҫулта вӗренсе тухнӑ[2].

Карьера

Кинора пуҫласа 2010 ҫулта «Голоса» сериалти эпизодлӑ рольте ӳкерӗннӗ. 2012 ҫулта «Пока цветёт папоротник» фэнтези сериалӗнче тӗп сӑнара калӑпланӑ[3][4].

undefined

2012—2013 ҫулсенче Мускаври Et Cetera театрта ӗҫленӗ[5].

2013 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Олег Меньшиков ертсе пыракан Ермолова ячӗллӗ театр(выр.)чăв. труппине йышӑннӑ[6].

2019 ҫулта Art Pictures Studio тата «Водород» кинокомпанисемпе эксклюзивлӑ контракт алӑ пуснӑ[7], ун тӑрӑх икӗ ҫул хушшинче ҫак студисен проекчӗсенче кӑна ӳкерӗнме юранӑ[8].

2023 ҫулта Роман Поланскин(выр.)чăв. «Дворец» фильмӗ тухнӑ[9][10], Петров унта Антон вырӑс бандитне вылянӑ[11].

2024 ҫулта актёр «Сто лет тому вперёд» фильмра Весельчак У космос пирачӗн ролӗнче ӳкерӗннӗ[12].

2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Александр Петров СТС(выр.)чăв. каналта «Форт. Возвращение легенды» шоуна ертсе пыракан пуласси паллӑ пулнӑ[13].

Харпӑр пурнӑҫ

2015 ҫултанпа Ирина Старшенбаум(выр.)чăв. актрисӑпа (1992 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ) тӗлпулнӑ, 2017 ҫулта вӗсем ҫураҫни пирки пӗлтернӗ[14][15], анчах 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче уйрӑласси пирки пӗлтернӗ.

2020 ҫултанпа Стася Милославская(выр.)чăв. (1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ) актрисӑпа ҫыхӑнура тӑнӑ, унпа «Стрельцов» фильма ӳкернӗ чухне паллашнӑ[16]. Милославскаяран уйрӑлнӑ хыпар Петровпа ҫӗнӗ суйланӑ Виктория хӗрӗн туйӗ кунӗнче паллӑ пулнӑ[17].

Александр каланӑ тӑрӑх, Виктори актёрӑн саккунлӑ мӑшӑрӗ — халӑх умне тухма кӑмӑлламан ҫын[17]. Мӑшӑр ӑнсӑртран, урамра паллашнӑ. 2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче мӑшӑрӑн ывӑл ҫурални паллӑ пулнӑ[18][19].

Пултарулӑх

Театрти рольсем

Драматургипе режиссура центрӗ

  • «Развалины» (Юрий Клавдиев(выр.)чăв. пьеси тӑрӑх, Кирилл Вытоптов режиссёр) — Савоська, Развалинан аслӑ ывӑлӗ.

Et Cetera

Мускаври М. Н. Ермолова ячӗллӗ драма театрӗ

  • «Гамлет» (Уильям Шекспир трагедийӗпе, Валерий Саркисов режиссёр) — Гамлет[20].

Мускаври А. С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
2010 ф Не ври мне Кирилл Филатов
2010 ф Голоса (12 тата 13-мӗш серисем) Лёха, трейсер
2012 ф Август. Восьмого Яшка, командир танка
2012 ф Пока цветёт папоротник Кирилл Андреев, журналист
2013 ф Летние каникулы Петя Лютиков
2013 ф Марьина роща]] (9-мӗш сери. «Карточки») Игорь Спиридонов
2013 ф Петрович (3-мӗш фильм. «Волк») Денис Волковский
2013 ф Второе дыхание Илья
2013 ф Привычка расставаться Денис
2013 ф Ёлки 3 Славик
2013 ф Любовь в большом городе 3 Артём Исаев-младший
2013 ф Обнимая небо Иван Котов
2013 ф Без права на выбор Лёха
2013 ф ЖЖ парень в бейсболке
2013 ф Холодильник Макс
2014 ф Форт Росс: В поисках приключений Крюков, купец
2015 ф Счастье — это... Артём
2015 ф Раскоп ӳкерӗннӗ
2015-2017 ф Закон каменных джунглей Вадим Рослин (Вадик-Пулемёт)
2015 ф Фарца Андрей
2015 ф Угонщик Кирилл
2015 ф Метод (телесериал) Женя
2015 ф Неуловимые: Последний герой Фанатик
2016 ф Волки и овцы: бееезумное превращение Серый (сасӑ ҫырнӑ)
2016-2018 ф Полицейский с Рублёвки (сериал) Григорий Измайлов
2016 ф Подарок Веры Антон
2016 ф Мата Хари (телесериал) Матьё Ниво, вор и убийца
2016 ф Пьяная фирма Григорий Штучный в молодости
2017 ф Вы все меня бесите Марк
2017 ф Лавстори (фильм) Сева
2017 ф Зима (фильм) Макс
2017 ф Притяжение (фильм, 2017) Артём Ткачёв
2017 ф Затмение (фильм, 2017) Алекс
2017 ф Гоголь. Начало Николай Васильевич Гоголь
2017 ф Напарник (фильм, 2017) Хромов в теле младенца (захват движения)
2018 ф Лёд (фильм, 2018) Саша Горин
2018 ф Sпарта Барковский
2018 ф Гоголь. Вий Николай Васильевич Гоголь
2018 ф День до Рома
2018 ф Гоголь. Страшная месть Николай Васильевич Гоголь
2018 ф Звоните ДиКаприо! Егор Румянцев, актёр
2018 ф Полицейский с Рублёвки. Новогодний беспредел Гриша Измайлов
2018 ф Т-34 (фильм) Ивушкин
2019 ф Гоголь (телесериал) Николай Васильевич Гоголь
2019 ф Беловодье. Тайна затерянной страны Кирилл Андреев
2019 ф Анна (фильм, 2019) Пётр
2019 ф Герой (фильм, 2019) Андрей
2019 ф Текст (фильм) Илья Горюнов
2020 ф Вторжение (фильм, 2019) Артём Ткачёв
2020 ф Лёд 2 Саша Горин
2020 ф Стрельцов (фильм) Эдуард Стрельцов
2020 ф Метод (телесериал) Женя
2021 ф Человек божий (фильм, 2021) Костас
2022 ф Надвое Саня
2022 ф Декабрь (фильм, 2022) Сергей Есенин
2022 ф Дворец Сӑнар ятне палӑртман
2023 ф Точка отрыва (фильм, 2023) Сӑнар ятне палӑртман
2023 ф Непослушная Матвей
2024 ф Сто лет тому вперёд (фильм) Весельчак У
2024 ф Василий (фильм) Вася/Коля[22]
2025 ф Кракен (фильм) Виктор Воронин
2025 ф Почтарь (фильм) Почтарь
2025 ф Камбэк Компот
2025 ф Последний хранитель Беловодья Кирилл Андреев
2025 ф Горыныч (фильм) Сӑнар ятне палӑртман
2026 ф Буратино (фильм Кот Базилио

Видеоклипсенчи рольсем

  • 2016 — «Breaking The Stones» (Ocean Jet, OST «#Зановородиться»)[23];
  • 2019 — «Страшно так жить» (Баста, OST «Текст»)[24];
  • 2020 — «Liquid Lunch» (Caro Emerald, ERICA Bi — Cover).

Хаклавсем

Сергей Майоров, «Пока цветёт папоротник» фильмӑн тӗп продюсерӗ:

Саша Петров — питӗ пултаруллӑ каччӑ, классика артисчӗн хӑйне евӗрлӗ неврастеника тӗсӗ. Ун пеккисем Смоктуновский, Борисов, Кайдановский пулнӑ. Халь ҫавнашкаллисем Борис Плотников, Евгений Миронов шутланаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ГИТИС-ран вӗренсе тухнӑ, ӑна ӗнтӗ тулли метрлӑ фильмсене ярса илнӗ[25].

Илья Куликов, сценарист:

Вӑл ҫамрӑк, ӑна ыттисем пек пӗлмеҫҫӗ, анчах ман шутпа — вӑл халӗ чи маттур актёр. Вӑл хӑйӗн ролӗн авторӗ — вӑл сана яланах итлет, анчах яланах хӑйӗнчен мӗн те пулин хушса хурать. Вӑл площадкӑна килсен ӗҫлеме хатӗр, камера чӗртсен хӑй пулма пӑрахать, сценарире ҫырнӑ ҫын пулса тӑрать. Тӗлӗнмелле асамлӑх ку, анчах вӑл пур[26].

Хисепӗсем тата номинацисем

undefined
  • 2017 — «ОK!» журналӑн «Ҫӑлтӑрсенчен» пысӑкрах» парни («Тӗп герой. Кино» номинацире)[27];
  • 2018 — дебютсен наци кинофестивалӗ «Движение» (тӗп конкурс «Движение. Вперёд») — актёрсен чи лайӑх тандемӗ (Андрей Бурковскийпе(выр.)чăв. пӗрле, «Звоните ДиКаприо!» сериал)[28];
  • 2018 — «GQ» журналӑн «Ҫулталӑк ҫынни» премийӗ: «Ҫулталӑк актёрӗ» парне тата S. T. Dupont церемони партнёрӗнчен «L’art de vivre» парне[29];
  • 2019 — кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парнин номинацийӗ («Гоголь. Вий» фильмшӑн);
  • 2019 — кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парнин номинацийӗ («Лёд» фильмшӑн);
  • 2019 —телекураври чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми(выр.)чăв. («Sпарта» сериалшӑн);
  • 2019 — Онфлёрти Раҫҫей кино кинофестивалӗ: кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн преми (Иван Янковскипе пӗрле, «Текст» фильмшӑн)[30];
  • 2019 — «Кинорепортёр» журналӑн «Ҫулталӑкри пулӑм» парни: «Ҫулталӑк актёрӗ» парне («Текст» фильмшӑн)[31];
  • 2020 — кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парни («Текст» фильмшӑн)[32];
  • 2020 — кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парнин номинацийӗ («Т-34» фильмшӑн);
  • 2020 — телекураври чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парнин номинацийӗ («Звоните ДиКаприо!» сериалшӑн);
  • 2021 — кинори чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» парнин номинацийӗ («Стрельцов» фильмшӑн).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лауреаты премии Золотой орел - 2019 (выр.). kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Александр Петров. СвободнаяПресса. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  3. ^ Кирилл. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ Кондратьева Т. Александр Петров: «Я тоже верю в колдунов!» , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ // Комсомольская правда. — 7 октября 2012 года
  5. ^ Кравчук О. Юность Петрова , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ // Vogue. — 4 ноября 2012 года
  6. ^ Биография Александра Петрова. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  7. ^ Актёр Александр Петров заключил эксклюзивный контракт с Art Pictures Studio и «Водородом». Коммерсантъ (14 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Александра Петрова не будет в кинопродолжении «Полицейского с Рублёвки». Актёр сообщил, что его пути с создателями картины разошлись. Бюллетень кинопрокатчика (14 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  9. ^ Nick Vivarelli, Nick Vivarelli. Roman Polanski Always Thrived in France, But Now Even His Adopted Country is Turning On Him (EXCLUSIVE)(паллӑ мар). Variety (22 ҫӑвӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ.
  10. ^ Киноитоги недели: Петров у Полански, возвращение Оби-Вана, скандал со Спейси. Российская газета. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
  11. ^ Дворец (2023) / актёры и роли. kino-teatr.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  12. ^ Сто лет тому вперёд (2024). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  13. ^ Александр Петров станет ведущим шоу «Форт. Возвращение легенды» на СТС (2025-09-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  14. ^ Федор Бондарчук был против романа Петрова и Старшенбаум (выр.), Собеседник.ру. 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  15. ^ Петров женится на Старшенбаум,но они расстались до этого, Дни ру. 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  16. ^ Кто та 24-летняя «разлучница», которая влюбила в себя Александра Петрова (выр.). Пятый канал. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
  17. ^ 1, 2 Ипполитова А. Актер Александр Петров женился. Gazeta.ru (15 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  18. ^ Актер Александр Петров впервые стал отцом (2025-04-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  19. ^ Александр Петров стал отцом (2025-04-08). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  20. ^ ГАМЛЕТ. ПРЕМЬЕРА! Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ.
  21. ^ Вишнёвый сад. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ.
  22. ^ Какие фильмы вышли в прокат на этой неделе? Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  23. ^ Александр Петров и Ирина Старшенбаум снялись в музыкальном клипе. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  24. ^ Александр Петров снялся в клипе Басты «Страшно так жить»
  25. ^ Сергей Майоров, СТС: «Пока цветёт папоротник» заставит зрителя застыть у экрана!» , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнчи копийӗ 21 сентября 2012
  26. ^ «И тут в омоновский щит врубился топор». Как быть фанатом ЦСКА и стать звездой телесериалов , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчи копийӗ 23 января 2015
  27. ^ Премия ОK! AWARDS «Больше чем звезды». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  28. ^ Кинофестиваль «Движение»-2018 назвал победителей. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  29. ^ Премия «GQ Человек года». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  30. ^ 27-й Фестиваль российского кино в Онфлёре. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  31. ^ Андрей Кончаловский за фильм «Грех» получил награду «Мастер-класс года». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  32. ^ Три Петрова, «Дылда» и Тарантино: Все номинанты на «Золотого Орла». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ.