Янковский Иван Филиппович
Янко́вский Ива́н Фили́ппович (ҫур. 1990 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫей актёрӗ. Вӑл Олег Янковский актёрӑн мӑнукӗ[1]. «Индиго», «Дама Пик», «Текст» фильмсенчи тата «Топи», «Слово пацана. Кровь на асфальте» сериалсенчи рольсене пула паллӑха тухнӑ[2]. «Золотой орёл» премин тӑватӑ хут лауреачӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх
1990 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче Мускавра актёрсен ҫемьинче ҫуралнӑ.
Ашшӗ — Филипп Янковский актёр, кинопродюсер тата режиссёр, амӑшӗ — Оксана Фандера актриса. Кукашшӗ — РФ халӑх артисчӗ Олег Фандера. Аслашшӗ — Олег Янковский актёр, СССР халӑх артисчӗ, асламӑшӗ — Людмила Зорина актриса, РФ тава тивӗҫлӗ артистки. Иванӑн ҫавӑн пекех кӗҫӗн йӑмӑкӗ Елизавета — Раҫҫей театрпа кино актриси — пур.
8 класс таран Иван математика шкулӗнче вӗреннӗ, спортпа туслашнӑ. Каярахпа Мускаври тӗнче киношкулӗнче вӗреннӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл тата унпа пӗр класра вӗренекенсем преподавательпе пӗрле документлӑ кино ӳкерме Африкӑна, Эрмение тата Турцие ҫитсе курнӑ.
2008 ҫулта киношкултан вӗренсе тухсан пулас актёр ГИТИСа кӗнӗ, унта актёр ӑсталӑхӗпе режиссура факультетне (Сергей Женовач патӗнче) вӗренсе пӗтернӗ.
Карьера
Кинора Иван пӗрремӗш хут 2000 ҫулта ӳкерӗннӗ, ун чухне вӑл 10 ҫулта пулнӑ, «Приходи на меня посмотреть» фильмра ангелӑн пӗчӗк рольне вылянӑ, унӑн сорежиссёрӗ унӑн аслашшӗ Олег Янковский пулнӑ. Ку актёрӑн дебют ӗҫӗ пулса тӑнӑ.
Пӗрремӗш тӗп рольне Иван 2008 ҫулта Роман Прыгуновӑн «Индиго» фантастика триллерӗнче тивӗҫнӗ. Унта ӳкерӗнме ашшӗн тусӗ Роман Прыгунов сӗннӗ.
2013 ҫултанпа — «Студия театрального искусства» театр актёрӗ. Ӑна «Мастер и Маргарита», «Самоубийца», «Записки покойника» тата ытти рольсене панӑ. Ҫавӑн пекех йыхравланӑ артист пулса Ермолова ячӗллӗ театрӑн спектаклӗсенче вылять.
2023 ҫул тӗлне Иван «Золотой орёл» премин тӑватӑ хут лауреачӗ пулса тӑнӑ: «Кинора чи лайӑх арҫын ролӗшӗн» («Дама Пик», 2017[3], «Чемпион мира», 2023[4]) тата «Иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗшӗн» («Текст», 2020[5], «Огонь», 2022[6]).
2025 ҫулта унӑн хутшӑнӑвӗпе ҫак сериалсем тухнӑ: «Аутсорс», «Москва слезам не верит. Всё только начинается», ҫавӑн пекех «Фишер» сериалӑн иккӗмӗш сезонӗ[7]. 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Иван Янковский «шурӑ хакерсем» ҫинчен каласа паракан «Хакерсем» (Хакеры) сериалта тӗп рольте вылясси, продюсер тата сценари авторӗсенчен пӗри пуласси пирки пӗлтернӗ. 2026 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне сериал производстви тапраман-ха[7].
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Санкт-Петербургра Андрей Нагель вырӑс гонщикӗ ҫинчен каласа паракан «Битва моторов» илемлӗ кинофильм ӳкерме пуҫланӑ. Иван Янковский унта тӗп рольте вылять[8]. Фильм премьерине 2026 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ[9][10].
2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Фишер» сериалӑн тӑсӑмне — «Фишер. Продолжение» ятпа — ӳкерме пуҫлани паллӑ пулнӑ, унта Иван Янковский каллех Евгений Боков следователь ролӗнче пулать[11].
Харпӑр пурнӑҫ
Руслан Байсаров хӗрӗпе Камилла Байсаровӑпа туслӑ пулнӑ. Каярахпа Иван Расул Будунов бизнесменӑн хӗрӗпе Алиса Будуновӑпа ҫыхӑнура тӑнӑ. Ҫак хутшӑнусем вӗҫленнӗ.
2014 ҫул вӗҫӗнчен пуҫласа Вера Панфилова актрисӑпа, «Алиса» рок-ушкӑн лидерӗн Константин Кинчевӑн хӗрӗпе тӗл пулнӑ. 2017 пуҫламӑшӗнче мӑшӑр уйрӑлма шутланӑ. Апла пулин те каярахпа Иванпа Вера хутшӑнусене йӗркелеме хӑтланнӑ, анчах 2020 ҫулта мӑшӑр тӗппипех арканнӑ.
2020 ҫултанпа Диана Пожарская актрисӑпа пӗрле пурӑнать. Мӑшӑр хӑйсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен официаллӑ майпа 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ҫирӗплетсе каланӑ[12], ҫав ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче вара вӗсем вӑрттӑн мӑшӑрланнӑ[13]. 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӗсен ывӑл ҫуралнӑ, ачине аслашшӗне хисеплесе Олег ят панӑ[14][1].
Пултарулӑх
Фильмографи
| Ҫул | Ячӗ | Роль | ||
|---|---|---|---|---|
| 2000 | ф | Приходи на меня посмотреть | Ваня, банан хуппине пӑрахакан арҫын ача - ангел | |
| 2008 | ф | Индиго | Андрей Каляев | |
| 2014 | ф | Янковский | Иван Янковский | |
| 2015 | ф | Тряпичный союз | Андрей | |
| 2015 | ф | Без границ | Артём | |
| 2016 | ф | Ночные стражи | Павел | |
| 2016 | ф | Дама Пик | Андрей, опера юрӑҫи | |
| 2016 | ф | Источник | Иван | |
| 2018 | ф | Завод | Вовка | |
| 2019 | ф | Текст | Пётр Хазин | |
| 2019 | ф | Союз спасения | Михаил Бестужев-Рюмин | |
| 2020 | ф | Огонь | Роман Ильин | |
| 2021 | с | Топи | Денис Титов | |
| 2021 | ф | Чемпион мира | Анатолий Карпов | |
| 2021 | ф | Не лечи меня | Илья, хирург-травматолог | |
| 2022 | с | Союз спасения. Время гнева | Михаил Бестужев-Рюмин | |
| 2022 | с | Домашнее поле | Фил Никитин | |
| 2022 | ф | Плакать нельзя | Алексей | |
| 2023 | с | Фишер | Евгений Боков | |
| 2023 | с | Плейлист волонтёра | Штапич | |
| 2023 | ф | Икария | Антон | |
| 2023 | ф | Ветер | Иван | |
| 2023 | с | Слово пацана. Кровь на асфальте | Вова | |
| 2024 | с | Аутсорс | Костя | |
| 2025 | с | Москва слезам не верит. Всё только начинается | Влад | |
| 2025 | с | Фишер | Евгений Боков | ру |
| 2026 | ф | Битва моторов | Андрей Нагель | |
| 2026 | с | Хакеры | тӗп роль | ру |
| 2026 | с | Фишер. Продолжение | Евгений Боков | ру |
| ф | Пиарщик | Миша Штапич |
Театр
«Студия театрального искусства» театр
- 2014 — «Записки покойника» (М. А. Булгаков) — Максудов Сергей Леонтьевич;
- 2015 — «Самоубийца» (Н. Р. Эрдман) — Олег Леонидович;
- 2017 — «Мастер и Маргарита» (М. А. Булгаков) — Иван Бездомный сӑвӑҫ.
Ермолова ячӗллӗ театр
- 2017 — «Утиная охота» (А. В. Вампилов) — Зилов.
Хисепӗсем
- 2014 — «Московский комсомолец» хаҫатӑн XIX театр премийӗ: «Пуҫлакансем» номинацире чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн («Записки покойника» спектакль);
- 2015 — «Кинотавр» кинофестиваль: чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн (Василий Буткевичпа, Александр Пальпа, Павел Чинарёвпа пӗрле, «Тряпичный союз» фильм);
- 2015 — Пӗтӗм тӗнчери Сахалин кинофестивалӗ: чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн (Василий Буткевичпа, Александр Пальпа, Павел Чинарёвпа пӗрле, «Тряпичный союз» фильм);
- 2017 — «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми: кинори чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн («Дама Пик» фильм )[3];
- 2017 — «Парабола» никама пӑхӑнман преми;
- 2019 — Онфлёрти Раҫҫей киновӗн кинофестивалӗ: чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн (Александр Петровпа пӗрле, «Текст» фильм);
- 2020 — «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми: кинори иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн («Текст» фильм)[5];
- 2021 — «GQ» журналӑн «Ҫулталӑк ҫынни» премийӗ: «Ҫулталӑк актёрӗ» номинацире;
- 2022 — «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми: кинори иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн («Огонь» фильм)[6];
- 2023 — «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» преми: кинори чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн («Чемпион мира» фильм)[4];
- 2023 — куракансен кӑмӑллавӗн «Театрал ҫӑлтӑрӗ» премийӗ: «Театр актёрӗн кинори чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире («Фишер» сериал);
- 2024 — «Пилот» сериалсен VI фестивалӗ: 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе «Актёр. Главный герой года» ятарлӑ приз.
- 2025 — 16-мӗш «Звезда театрала» куракансен кӑмӑлне кайнӑ преми, «Театр актёрӗн кинори чи лайӑх ролӗ» номинаци[15]
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Янковский Иван Филиппович. Глобал МСК. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Иван Филиппович Янковский. Биограф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лауреаты премии «Золотой Орел» за 2016 год. Национальная Академия Кинематографических Искусств и Наук России. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лауреаты премии «Золотой Орел» за 2022 год. Национальная Академия Кинематографических Искусств и Наук России. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лауреаты премии «Золотой Орел» за 2019 год. Национальная Академия Кинематографических Искусств и Наук России. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Лауреаты премии «Золотой Орел» за 2021 год. Национальная Академия Кинематографических Искусств и Наук России. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Сериал «Хакеры», 2026 год: что известно о новом сериале с Иваном Янковским. Lenta.RU. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ В России начали снимать художественный фильм про гонщика на Руссо-Балте. news.drom.ru (6 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Вышел трейлер фильма "Битва моторов" с Юрой Борисовым и Иваном Янковским. Российская газета (16 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Трейлер фильма «Битва моторов» с Янковским и Борисовым появился в сети. Комсомольская правда (15 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Иван Янковский вернулся к роли Бокова: что ждет зрителей в триллере «Фишер. Продолжение». Национальная Медиа Группа (15 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Звезда «Отеля Элеона» Диана Пожарская подтвердила роман с Иваном Янковским, опубликовав совместные снимки. Вокруг.tv (2 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Жена Янковского показала фигуру в платье с облегающим верхом. Газета.Ru (18 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Марина Совина. Иван Янковский впервые стал отцом. Lenta.ru (30 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Юлия Пересильд стала лауреатом премии «Звезда театрала». informpskov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.