Паль Александр Владимирович

Паль Алекса́ндр Влади́мирович (ҫур. 1988 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Челепи) — Раҫҫей театрпа кино тата дубляж актёрӗ. 2015 ҫулхи «Кинотавр» кинофестивалӗн чи лайӑх арҫын ролӗшӗн («Тряпичный союз» фильм) лауреачӗ[1]. 2021 ҫулхи «Ника» преми лауреачӗ чи лайӑх арҫын ролӗшӗн («Глубже!» фильм)[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1988 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Челепи хулинче ҫуралнӑ. Сталин репрессийӗсене пула Урал тӑрӑхне куҫарса кайнӑ Атӑлҫи нимӗҫӗсен тӑхӑмӗ[3]. Малтанласа актёр пулма планламан[4]. 2012 ҫулта ГИТИСра режиссёр факультетне вӗренсе пӗтернӗ, специальноҫӗ «Актёр ӳнерӗ» (Леонид Хейфец курсӗ).

Карьера

Мускав ҫамрӑксен театрӗн(выр.)чăв. тата Владимир Маяковский ячӗллӗ театрӑн(выр.)чăв. спектаклӗсенче вылянӑ.

Александр Пальӑн пӗрремӗш курӑмлӑ киноӗҫӗ «Горько!» камитри роль пулса тӑнӑ. Тӗп сӑнар пулмасан та Паль кинокритиксемпе журналистсене кӑсӑклантарса яма пултарнӑ[5][6].

Ҫакӑн хыҫҫӑн экрансем ҫине «Всё и сразу» камит тухнӑ, унта Паль тӗп рольсенчен пӗрне вылянӑ. 2014 ҫулта Нечаянно» кӗске метражкӑра ӳкерӗннӗ, вӑл кӗске метражлӑ чи паха фильмшӑн «Кинотавр»(выр.)чăв. кинофестивалӗн призне тивӗҫнӗ. Ҫак кӗске метражка «Новые русские» альманаха кӗнӗ, унӑн йышӗнче кинотеатрсенче кӑтартнӑ.

2015 ҫулта Александр Паль хутшӑннипе темиҫе фильм тухнӑ: «Парень с нашего кладбища», «Без границ», «Хардкор» и «Страна чудес». 2015 ҫулта Михаил Местецкин «Тряпичный союз» фильмӗнчи рольшӗн Василий Буткевич, Павел Чинарёв тата Иван Янковский актёрсемпе пӗрле «Кинотавр» кинофестивальте «Чи лайӑх арҫын ролӗшӗн» приза тивӗҫнӗ[7].

Мускаври Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте(выр.)чăв. 2016 ҫулхи чи пултаруллӑ та малашлӑхлӑ ҫамрӑк актёр тесе «Chopard Talent Award» ятарлӑ премипе чысланӑ[8].

2021 ҫулта «Глубже!» фильмри чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Ника» премие тивӗҫнӗ[2].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Яндекс Маркет» реклама кампанийӗнче ӳкерӗннӗ. Рекламщиксем унан хушамачӗпе «вылянӑ»: Паль — суя япала, паллӑ фирма таварӗсем — оригиналсем[9].

Шухӑшӗсем

Актёр митингсене хутшӑннӑшӑн икӗ хутчен тытса чарнӑ: 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Алексей Навальный блогер йӗркеленӗ коррупци митингӗнче тата 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Мускавра ирӗклӗ суйлавшӑн протест акцийӗнче. Хӑйӗн автозаксенче тунӑ сӑнӳкерчӗкне актёр Инстаграмри тата Фейсбукри страницисенче вырнаҫтарнӑ[10].

Пӑтӑрмах

2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшенче Александр Пальпа ЦСКА экс-хоккеисчӗ Кевин Антипов хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ, Пальпа унан юлташӗсене спортсмена хӗненӗ тесе айӑпланӑ. Анчах кайран ӗҫе хупнӑ, Антипов хӑй ӳксе аманнӑ тесе пӗлтернӗ[11][12].

Харпӑр пурнӑҫ

2012 ҫултанпа Олег Янковскин мӑнукӗпе Елизавета Янковскаяпа хутшӑнусенче тӑнӑ[13].

2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 34 ҫулхи Софья Райзман артисткӑна качча тухма ыйтнӑ. «Гуляй, Вася», «Стрим», «Физрук» фильмсен ҫӑлтӑрӗ килӗшнине пӗлтернӗ[14].

Пултарулӑх

Фильмографи

Ҫул Ят Сӑнар
2013 ф Пельмени клубри ташӑҫӑ
2013 ф Всё и сразу Дэн
2013 ф Горько! Лёха, Ромӑн пиччӗшӗ
2014 ф Горько! 2 Лёха, Ромӑн пиччӗшӗ
2014 кор Нечаянно Серёжа
2014 ф Ёлки 1914 Иван
2015 ф Новые русские[15] Серёжа
2015 ф Парень с нашего кладбища Коля
2015 ф Без границ Горелов, чикӗ хуралӗн лейтенанчӗ
2015 ф Страна чудес ППCник Саня
2015 ф Хардкор огнемётлӑ наёмник
2015 ф Тряпичный союз Попов
2016 ф Слава ӳкерӗннӗ
2016 кор Добрый день ӳкерӗннӗ
2016 кор Утро ӳкерӗннӗ
2016 ф Ледокол Кукушкин
2016 ф Хороший мальчик Станислав Ильич
2016 ф Петербург. Только по любви

(новелла «Утро»)

Александр Братов
2017 ф Жизнь впереди Геннадий
2017 с Вы все меня бесите Вова
2017 ф Про любовь. Только для взрослых диджей Виктор
2017 с Налёт Фёдор Вачевский
2017 с Детки ӳкерӗннӗ
2017 кор Электрический ток ӳкерӗннӗ
2018 кор Олеся Корфф
2018 кор Нет ӳкерӗннӗ
2019 с Толя-робот Толя
2019 ф Верность Сергей
2019 с БИХЭППИ Евгений Даев «Евген»
2020 ф Чего хочет Слава? Михаил
2020 с Казанова Сӑнар ятне кӑтартман
2020 ф Глубже! Роман
2021 ф Никто Тедди Кузнецов
2021 ф Дело следователь
2021 ф День мёртвых ывӑлӗ
2022 ф Бансу Бансу

Клипсем

  • Василий Зоркий — «Спи» — 2012;
  • Муся Тотибадзе — «Радио» — 2015;
  • Ленинград — «Вояж» — 2017 (хурах)[16];
  • Race to space/R.A.I. — «Freefall [Reincarnation]» — 2017;
  • Сергей Шнуров — Pardon я влюблён;
  • Сергей Шнуров — Ты искала меня;
  • Biting Elbows — Heartache;
  • Biting Elbows — Control;
  • Муся Тотибадзе — «Не забуду тебя» —  2022.

Хисепӗсем тата номинацисем

  • 2015 — «Sakhalin International Film Festivale» — «Чи лайӑх актёр» номинацире преми («Тряпичный союз»);
  • 2015 — «Кинотавр» — чи лайӑх арҫын ролӗшӗн преми («Тряпичный союз»);
  • 2016 — Пӗтӗм тӗнчери Мускав кинофестивалӗ — «Chopard Talent Award» преми «Чи пултаруллӑ та малашлӑхлӑ ҫамрӑк актёр» номинацире;
  • 2020 — «Ника» — «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн» номинаци («Верность»);
  • 2021 — «Ника» — «Чи лайӑх арҫын сӑнарӗшӗн» преми («Глубже!»).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Приз «Кинотавра» за лучшую мужскую роль разделили четыре актёра, Кино-Театр.РУ (2015-06-15). 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Названы лучшие актеры премии «Ника». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
  3. ^ Даша Шмелькина. Александр Паль: «Мне говорили: „Куда ты суёшься? В Москве куплено всё“», Interview Russia (2014-02-21). 2018 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  4. ^ Михаил Рузманов. Сверхновые: Александр Паль и Юлия Александрова (выр.), The Hollywood Reporter Russia (2014-10-23). 2015 ҫулхи акан 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  5. ^ Александр Паль, звезда фильма «Горько!» об амплуа комедийного актёра, новых ролях в кино и герое поколения, Собака.ru (2015-04-10). 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  6. ^ Лиза Мелина, Анна Вельмакина. Александр Паль: «Я работаю не для того, чтобы в меня тыкали пальцем» (выр.), Buro 24/7 (2015-06-09). 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  7. ^ Анна Лалетина. Россия на Берлинале: космонавтам такое нравится. Интерфакс (17 нарӑсӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
  8. ^ Дарья Екамасова и Александр Паль признаны самыми талантливыми. Актёры стали лауреатами специальной премии Chopard Talent Award в рамках ММКФ-2016. WomanHit.ru (30 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
  9. ^ Оригиналь: Александр Паль стал лицом остроумной рекламной кампании "Яндекс Маркета" (2025-04-03). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  10. ^ Александр Паль был задержан на протестной акции за свободные выборы , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнчи копийӗ, Кино-театр.ру, 3 августа 2019 года
  11. ^ Был пьян и агрессивен: Александр Паль назвал причину драки с хоккеистом - 7Дней.ру (выр.). 7Дней.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  12. ^ Куда пропал Александр Паль: Правда о взлетах и падениях актера одного хита. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  13. ^ Личная жизнь Александра Паля: Елизавета Янковская. wellnesso.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
  14. ^ В СМИ рассекретили личность невесты Александра Паля. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  15. ^ Фильма темиҫе кӗске кометражлӑ фильма, ҫав шутра «Нечаянно» та пур, пӗрлештерсе тунӑ.
  16. ^ Новый клип «Ленинграда»: Александр Паль ограбил банк и сжёг девушку. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.