Борисов Юрий Александрович

Борисов Юрий Александрович (1992 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ, Реутов, Мускав облаҫӗ, Раҫҫей; ытларах Юра Борисов ятпа паллӑ) — Раҫҫей киноактёрӗ[1]. Ҫавӑн пекех театрти спектакльсенче темиҫе роль вылянӑ[2]. Борисова Раҫҫейри актёрӗсенчен чи малтан американсен чаплӑ кинопремисене — «Ылтӑн глобуса» тата «Оскара» — тивӗҫнӗ[3].

«Ылтӑн ҫулҫӑ» (2013)[4] тата «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» (2021)[5] премисен лауреачӗ. GQ журнал версийӗ тӑрӑх «Ҫулталӑк актёрӗ» (2020)[6].

2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Анора» фильмра иккӗмӗш планри сӑнара вылянӑшӑн «Оскар» премие илме номинациленӗ[7].

Кун-ҫулӗ

1992 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи Реутовра ҫуралнӑ[1]. Борисов — актёр амӑшӗн хушамачӗ. Ашшӗн хушамачӗ лайӑх илтӗнмен — Сивуха — ҫавна май вӑл ӑна каярах улӑштарнӑ[8]. Юрӑн ашшӗ физкультурӑпа труд учителӗ пулса ӗҫленӗ, каярах электрик тата сантехник пулса тӑрмашнӑ. Амӑшӗ риелторта ӗҫленӗ[8]. 90-мӗш ҫулсенче Юра Борисовӑн ашшӗпе амӑшӗ Черкизово пасарӗнче чечек сутнӑ[8]. Шкулта вӗреннӗ чухне пултарулӑх кружокне ҫӳренӗ, анчах та ку ӗҫе тимлӗн явӑҫман пулнӑ[8].

16 ҫулта М. С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине (В. М. Бейлиспа В. Н. Иванов курсӗ)[4] вӗренме кӗнӗ те (2013 ҫулта вӗренсе тухнӑ) ҫав ҫулах «Ылтӑн ҫулҫӑ» премийӗн «Чи лайӑх арҫын ролӗ» категоринче Щепкин ячӗллӗ училищӗре лартнӑ «Зойка хваттерӗ» спектакльте Аметистовӑн сӑнарне вылянӑшӑн лауреат пулса тӑнӑ[9].

Кинора 2010 ҫулта ӳкерӗнме пуҫланӑ. «У каждого своя война» (2010), «В зоне риска» (2012), «Мотыльки» (2013) сериалсенче тӗп рольсене вылянӑ[1].

2013—2014 ҫулсенче Мускаври «Сатирикон» театрта ӗҫленӗ[4][10].

2015 ҫулта Сергей Тюленина «Молодая гвардия» телесериалта вылянӑ, ҫаплах «Дорога на Берлинка» фильмра тӗп рольне вылянӑ[11]. Шӑпах ҫак ӗҫ хыҫҫӑн Борисов палӑрнӑ та.

2017 ҫулта Юрий Борисов «Отчий берег» сериалта[1][12], 2018 ҫулта — «Семь пар нечистых»[13] тата «Т-34» фильмсенче ӳкерӗннӗ. «Бык» (2019 ҫул) фильмра[14] тӗп сӑнара вылянӑшӑн ӑна «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» премийӗн кинори чи лайӑх арҫын ролӗ» категоринче номинациленӗ[15]. Ҫавӑн пекех Юра Борисов ҫак сӑнара калӑпланишӗн «Кинорепортёр» журналӑн «Ҫулталӑкри пулӑм» премине («Ҫулталӑкра палӑрни» категоринче) тивӗҫнӗ[16]. 2019 ҫул Юрийшӗн питӗ тухӑҫлӑ пулнӑ, вӑл «Союз спасения» тата «Вторжение» фильмсенче иккӗмӗш шайри рольсене вылянӑ[1][17].

2021 ҫулта Юрий Борисов «Калашников» фильмра (проката 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑ) тӗп сӑнара калӑпланӑшӑн «Ылтӑн ӑмӑрткайӑк» премие тивӗҫнӗ[18][1]. Ҫӗршыври кинокритиксем картинӑна хавхаланса йышӑннӑ[19][20][21][22].

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Борисов мистификацие хутшӑннӑ. Виктор Пелевин ҫыравҫӑ евӗр гримланнӑскер Мускавра автограф-сесси ирттернӗ. Сергей Минаев ҫыравҫӑ тунӑ сӑнӳкерчӗк МИХсем тӑрӑх саланнӑ хыҫҫӑн ҫак пулӑм тӗп хыпарсен йышне лекнӗ. МИХсенче «Тӗлӗнтермӗш Пелевин Раҫҫее таврӑннӑ» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Малалла Минаев Пелевин сӑнарне калӑпланӑ Борисов сӑнӳкерчӗкне Esquire журналӑн юпа уйӑхӗнчи номерӗн хуплашки ҫинче вырнаҫтарнӑ[23].

2023 ҫулта Михаил Булгаковӑн «Мастерпа Маргарита» романне экранизациленӗ май Бегемот кушака сасӑланӑ[1], ҫавӑн пекех «Кентавр» триллерта тӗп сӑнара вылянӑ[24].

undefined

2024 ҫулта иккӗмӗш планри роле «Анора» фильмра вылянӑ[25]. Каннри 77-мӗш кинофестивальте картина «Ылтӑн пальма туратне» тивӗҫнӗ. Юрий Борисова ҫак фильмри рольшӗн «Ылтӑн глобус»[26] (илеймен) тата «Оскар» премине[7] илме тӑратнӑ. Rolling Stone журнал версийӗпе «Анора» фильм 2024 ҫулхи чи лайӑх ҫирӗм фильм хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ[27].

2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Анора» фильмри рольшӗн ӑна BAFTA[28] премине илме, АПШ киноактёрӗсен Гильди премине илме[29], Ванкуверти кинокритиксен кружокӗн премине илме тӑратнӑ[30].

undefined

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче «Анора» фильмри рольшӗн «Оскар» премие илме номинациленӗ[31]. «Оскар» тата «Ылтӑн глобус» премие илме номинацие тӑма тивӗҫнӗ пӗрремӗш Раҫҫей актёрӗ пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне Борисов — СССР арканнӑ хыҫҫӑн Америка киноакадемийӗн премине илме тӑратнӑ пӗрремӗш Раҫҫей артисчӗ. Юра Борисовпа пӗрле иккӗмӗш планри чи лайӑх арҫын ролӗшӗн «Оскара» илме Гай Пирс, Эдвард Нортон, Киран Калкин тата Джереми Стронг номинациленме тивӗҫнӗ[7].

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Эмир Кустурица «Кустендорф» фестивальте Юра Борисов унӑн «Преступленипе явап тытнине» эпӗ мӗнле ӳкертӗм» ҫӗнӗ фильмӗнче пӗр сӑнара вылясси пирки пӗлтернӗ[32].

2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Санкт-Петербургра «Моторсен кӗрешӗвӗ» илемлӗ кинофильм ӳкерме пуҫланӑ. Фильм сюжечӗ 1911–1912 ҫулсенче пулнӑ чӑн пулӑмсем ҫинче никӗсленнӗ: вырӑс гонщикӗ тата «Автомобиль» журнал издателӗ Андрей Нагель штурман Дмитрий Бондаревпа пӗрле Руссо-Балт 24/55 болидпа Монакона ралли ӑмӑртӑвне хутшӑнма кайнӑ. Тӗп рольсенчен пӗрине — «штурман» рольне — Юра Борисов вылять[33].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Variety журнал пӗлтернӗ тӑрӑх, Борисов United Talent Agency пысӑк Голливуд агентствипе килӗшӳ алӑ пуснӑ[34]. Ку агентство Джонни Депп, Харрисон Форд, Тимоти Шаламе тата Арнольд Шварценеггер пек артистсен ятне чапа кӑларас енӗпе ӗҫлет[35].

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Борисов Dennis фильмра тӗп сӑнара вылясси пӗлтернӗ — ку Эмили Мортимер актрисӑн режиссер шайӗнче пӗрремӗш ӗҫӗ пулать[36]. Ку проекта A24 тата Fruit Tree студисем хатӗрлеҫҫӗ, Борисовпа пӗрле Ирланди актриси Элисон Оливер ӳкерӗнет. Фильм 1990 ҫулсенчи Мускав атмосферинче вырӑс поэчӗпе Британи студентки хушшинчи романтикӑллӑ ҫыхӑну ҫинчен каласа парать[37].

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Америкӑри кинематографи ӑслӑлӑхӗсемпе ӳнер академийӗ вырӑс актерне Юрий Борисова хӑйӗн йышне йыхравланӑ. 534 кино ӗҫченӗсенчен тӑракан списока ҫавӑн пекех «Анора» фильмпа унпа пӗрле ӗҫленӗ Майки Мэдисон тата Карен Карагулян та кӗнӗ. Борисов ҫак фильмри иккӗмӗш планри рольшӑн «Оскар» тата «Ылтӑн глобус» премисене илме номинациленнӗ. Йыхрава йышӑнсан, академи членӗсен пӗтӗмӗшле хисепӗ 11 120 ҫын таран ҫитет[38].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Variety пӗлтернӗ тӑрӑх, Борисова «Искусственный» (Artificial) фильмра пӗр сӑнара вылямашкӑн ҫирӗплетнӗ, ку картина OpenAI никӗслевҫине Сэм Альтмана ӗҫрен кӑларса каялла таврӑннин историйӗ ҫинчен каласа парать[39]. Проектпа Amazon MGM ӗҫлет[40].

Харпӑр пурнӑҫӗ

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Роль
2010 ф Поединки: Испытание смертью Ҫамрӑк Алексей Козлов
2011 с Смех и грех Алексей
2011 с У каждого своя война Роберт Крохин
2012 с В зоне риска Денис Тавардин
2012 с Метод Фрейда Сергей, хурах
2012 ф Перелом Евгений
2013 ф Мама-детектив Слава Кузин, стажёр
2013 с Мотыльки Павел Державин
2013 с Погружение Дмитрий
2014 с Прощай, любимая! Кибиров, оперативник
2014 с Кивӗ пӑшал сапёр
2014 с Уходящая натура Игорь Звонарёв
2015 с Выстрел Паша Крутов
2015 ф Дорога на Берлин Сергей Огарков
2015 с Молодая гвардия Сергей Тюленин
2015-2017 с Закон каменных джунглей Влад Зимовцев, «Зима»
2017 ф Невод Ромыч
2017 с Отчий берег Степан Морозов
2018-2023 с Ольга Лев Заевский
2018 ф Порт Ромыч
2018 ф Семь пар нечистых Сбоев
2018 ф Хрусталь Алик
2019 ф Т-34 Серафим Ионов
2019 ф Бык Антон Быков
2019 ф Аванпост Максим Касаткин лейтенант
2019 ф Союз спасения Антон Арбузов
2019 ф Вторжение Иван Коробанов
2020 ф Калашников Михаил Калашников
2020 ф Фея главарь банды
2020-2024 с Мир! Дружба! Жвачка! Александр Волков (Алик-афганец)
2020 ф Кӗмӗл тӑркӑч Алекс
2021 ф Кто-нибудь видел мою девчонку? Сергей
2021 ф Красный призрак шӑнтнӑскер
2021 ф Петровы в гриппе Саша
2021 ф Герда Олег
2021 ф Купе номер шесть Лёша
2021 ф Волконогов капитан тарнӑ Волконогов капитан
2021 ф Анне, эп килте палламан ҫын
2021 ф Имитатор Сергей
2021 ф Подельники Пётр
2022 ф Эпидеми (иккӗмӗш сезон) Женя
2022 ф Ничего особенного Лёха
2022 ф Лиза тата асамлӑ макет Иван
2023 ф Кентавр Саша, таксист
2023 ф Год рождения Сопля
2023 ф Отпуск в октябре ӳкернӗ вырӑнти актёр
2024 ф Ҫичӗ ҫул каялла Глот
2024 ф Мастерпа Маргарита Кот Бегемот (сасӑпа калани)
2024 ф Анора Игорь
2024 с Урок Антон
2024 с Вырӑс революцийӗн хроники Сӑнар ятне кӑтартман
2024 с Анна К Константин Лёвин
2025 ф Пророк. Александр Пушкин историйӗ Пушкин
2024 ф Ҫулла вӗҫленӗ Кеша

Сасӑпа каланисем

  • 2023 — «Мастерпа Маргарита» (Бегемот кушак)

Театрти сӑнарсем

Кӗҫӗн театр
  • Юнкер — «Хура юр», М. А. Булгаковӑн «Шурӑ гварди» романпа «Дни Турбиных» пьесипе (реж. Евгения Дмитриева)[4]
«На Страстном» театр центрӗ
  • Митя Лавров — «С любимыми не разрывайтесь», А. М. Володин (реж. Вероника Родионова)[4]
Сатирикон
  • Людовико — «Отелло», У. Шекспир (реж. Юрий Бутусов)[44]
  • Балтазар — «Ромеопа Джульетта», У. Шекспир (реж. Константин Райкин)[45]

Музыка клипӗсем

  • 2020 — «Останьсяк» (Feduk)

Наградӑсемпе номинацисем

Ҫул Награда Категори Ӗҫ Пӗтӗмлетӳ
2013 Ылтӑн ҫулҫӑ Чи лайӑх арҫын ролӗ «Зойка хваттерӗ» Çĕнтерӳ
2020 Ылтӑн ӑмӑрткайӑк Кинори чи лайӑх арҫын ролӗ «Вӑкӑр» Номинаци
2020 Мускаври тӗнче кинофестивалӗ Chopard Talent Awards «Вӑкӑр» Çĕнтерӳ
2020 Ҫулталӑк пулӑмӗ Ҫулталӑкра палӑрни Çĕнтерӳ
2020 GQ журнал премийӗ Ҫулталӑк актёрӗ Çĕнтерӳ
2021 Ылтӑн ӑмӑрткайӑк Кинори чи лайӑх арҫын ролӗ «Калашников» Çĕнтерӳ
2021 Ника Иккӗмӗш рольти чи лайӑх арҫын ролӗ «Кӗмӗл тӑркӑч» Номинаци
2021 Европа киноакадемийӗн премийӗ Чи лайӑх актёр «Улттӑмӗш номерлӗ купе» Номинаци
2021 Сан-Паулури тӗнче кинофестивалӗ Чи лайӑх актёр «Улттӑмӗш номерлӗ купе» Çĕнтерӳ
2021 Вальядолидри тӗнче кинофестивалӗ Чи лайӑх актёр «Улттӑмӗш номерлӗ купе» Çĕнтерӳ
2021 Ылтӑн единорог Чи лайӑх актёр «Волконогов капитан тарнӑ» Çĕнтерӳ
2022 Шурӑ слон Чи лайӑх тӗп арҫын ролӗ «Волконогов капитан тарнӑ» Çĕнтерӳ
2022 Ылтӑн ӑмӑрткайӑк Кинори чи лайӑх арҫын ролӗ «Волконогов капитан тарнӑ» Номинаци
2022 Юсси Чи лайӑх актёр «Улттӑмӗш номерлӗ купе» Номинаци
2022 Ника Чи лайӑх арҫын ролӗ «Волконогов капитан тарнӑ» Номинаци
2022 Раҫҫейӗн кино тӗпчевҫисемпе кино критикӗсен гильдийӗ Чи лайӑх арҫын ролӗ «Улттӑмӗш номерлӗ купе» Номинаци
2022 Раҫҫейӗн кино тӗпчевҫисемпе кино критикӗсен гильдийӗ Чи лайӑх арҫын ролӗ «Волконогов капитан тарнӑ» Çĕнтерӳ
2024 Astra Film Awards Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль «Анора» Номинаци
2024 Ылтӑн глобус Иккӗмӗш планри чи лайӑх актёр «Анора» Номинаци
2025 Оскар Иккӗмӗш планри чи лайӑх актёр «Анора» Номинаци

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Юра Борисов. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ Кто такой Юра Борисов, которого номинировали на «Оскар»? (23.01.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Что известно о Юре Борисове - первом российском актере, номинированном на "Оскар" (23.01.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Юра Борисов. Кино-театр.ру. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  5. ^ Юра Борисов — Награды. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  6. ^ Премия «Человек года — 2020» по версии журнала GQ. РИА Новости Медиабанк. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Юру Борисова номинировали на «Оскар». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4 Юра Борисов биография, фото, карьера, личная жизнь. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  9. ^ Театральная премия «Золотой Лист 2013». Премия Золотой лист (30 ҫӑвӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
  10. ^ За что мы любим Юру Борисова и как простой парень из Реутова стал номинантом на «Оскар» (2025-01-23). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  11. ^ Ухов Е. Рецензия на фильм «Дорога на Берлин». Film.ru (12 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  12. ^ Фильмы и сериалы с Юрой Борисовым: 16 интересных картин. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  13. ^ Никулин Н. На экраны вышла экранизация повести Каверина «Семь пар нечистых». Известия (8 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  14. ^ Павлючик Л. То ли лошадь, то ли бык… Труд (23 ҫурлан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
  15. ^ Объявлены номинанты на премию «Золотой орел – 2019». Интерфакс (22 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
  16. ^ Альперина С. Андрей Кончаловский за фильм «Грех» получил награду «Мастер-класс года». Российская газета (5 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
  17. ^ Субботина М. «Такого уровня графики у нас ещё не было»: кинокритик оценил «Вторжение». Пятый канал (10 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  18. ^ Юрий Борисов получил «Золотого орла» за лучшую мужскую роль (2021-01-22). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  19. ^ Фильм о Михаиле Калашникове выйдет в прокат 20 февраля. Интерфакс (30 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  20. ^ Альперина С. Фильм о Михаиле Калашникове выйдет на российские киноэкраны в феврале. Российская газета (1 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  21. ^ В Ижевске прошла премьера фильма, посвящённого Михаилу Калашникову. ТАСС (15 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  22. ^ Корсаков Д. Ваше слово, товарищ Калашников. Комсомольская правда (20 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  23. ^ Рассказываем, кто раздавал автографы под видом Виктора Пелевина. Это герой обложки Esquire, актёр Юра Борисов. Esquire (26 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
  24. ^ «Кентавр»: Юра Борисов на «Драйве». Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  25. ^ Да кто такой ваш Юра Борисов? Почему весь мир влюбился в актера с каменным лицом и заурядной внешностью (24.01.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  26. ^ Юрия Борисова номинировали на премию «Золотой глобус». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  27. ^ «Анора» вошла в топ фильмов года по версии Rolling Stone. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
  28. ^ Юра Борисов и Марк Эйдельштейн вошли в лонг-лист кинопремии BAFTA (03.01.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗ.
  29. ^ Юру Борисова номинировали на премию Гильдии киноактеров США. РБК (8 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.
  30. ^ Актёра Борисова номинировали на премию Ванкуверского кружка кинокритиков (2025-01-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  31. ^ Появилось видео, как Юра Борисов празднует номинацию на "Оскар". Сплетник.ру (24 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  32. ^ Юра Борисов сыграет в фильме Кустурицы по мотивам романа Достоевского. iz.ru (25 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  33. ^ В России начали снимать художественный фильм про гонщика на Руссо-Балте. news.drom.ru (6 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  34. ^ СМИ узнали о контракте Юры Борисова с крупнейшим голливудским агентством UTA (2025-04-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  35. ^ Российский актёр Юрий Борисов купил квартиру за 150 млн в Москве. Зачем, если уезжает в Голливуд? (15 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  36. ^ Юра Борисов снимется в еще одном зарубежном фильме. Кого он сыграет (2025-06-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  37. ^ Юра Борисов получил главную роль в британском фильме про 90-е. otr-online.ru (10 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  38. ^ Американская киноакадемия пригласила Юру Борисова вступить в свой состав. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  39. ^ Ritman, Alex. ‘Anora’ Breakout Yura Borisov Confirmed for Luca Guadagnino’s ‘Artificial’ at Amazon MGM (2025-07-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  40. ^ Юру Борисова утвердили на роль в фильме про OpenAI (2025-09-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  41. ^ Анна Шевчук. Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  42. ^ Анна Шевчук. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  43. ^ Юрий Борисов о жене Анне, жизни на полной скорости и своей роли во «Вторжении» Фёдора Бондарчука. Hello! Russia (4 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  44. ^ В «Сатириконе» состоялась премьера «Отелло». Сатирикон (23 юпан 2013). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 29-мӗшӗ.
  45. ^ Дебют. Сатирикон (23 юпан 2013). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ.

Каҫӑсем