Хĕрлĕ ĕмĕлке (фильм, 2021)

Хĕрлĕ ĕмĕлке (выр. Красный призрак) — АБС киностудире Андрей Богатырёв режиссёр 2021 çулта ӳнерленĕ драма-фильмĕ.

Сюжет

1941 çул, раштав уйăхĕ. Вязьма патĕнчи хупăрлануран («Вязьма хуранĕ») тухакан совет салтакĕсен пĕчĕк ушкăнĕ Вермахтăн нумайрах йышлă партизансене пĕтерекен ягд-командине хирĕç тăма тивет. Çавăн чухне хĕллехи вăрманта «çурма çын/çурма ĕмĕлке» çӳрет, вăл тăшмана вилĕм пекех хăрушла чĕтретет. Ăна никам та тĕл пулман, анчах та хăйĕн хыççăн яланах тăшман вилисен куписене хăварать.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин çулĕсенче ăна пурĕ те «хĕрлĕ ĕмĕлке» тенĕ. Унăн пирки фронтăн пирĕн енче те, леш енче те халапсем каланă.[1]

Рольсенче

Актёр Сӑнар
Юрий Борисов шăнтнăскер шăнтнăскер
Полина Чернышова Вера Вера
Владимир Гостюхин асатте асатте
Вячеслав Шихалеев аслă лейтенант аслă лейтенант
Павел Абраменков сержант сержант
Олег Васильков командир командир
Алексей Шевченков Хĕрлĕ ĕмĕлке Хĕрлĕ ĕмĕлке
Вольфганг Черни Браун гауптштурмфюрер Браун
Михаил Горевой актёр актёр
Юрий Маслак Оттo унтер-офицер Оттo
Андрей Курганов Бруно Бруно
Олег Клёнов Кох Кох
Антон Успенский Йохан салтак Йохан
Юрий Уткин Штайгер Штайгер
Ольга Сташкевич хĕрлĕ çарçă хĕрлĕ çарçă
Михаил Мелин Гюнтер касăри Гюнтер
Андрей Мясников Шмидт унтер-офицер Шмидт
Пауль Орлянский Кляйн Кляйн

Чыслани

  • 2021 — Мускаври Пӗтӗм тӗнчери "Пурӑнӑпӑр" кинофестивалӗн чи лайӑх режиссурăшăн (А. Богатырев) призӗ.

Асăрхавсем

  1. ^ Красный призрак, 2019. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.

Каçăсем