Интерфакс

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Тĕнче хыпар ушкăнĕ«Интерфа́кс» (акăл. Interfax Information Services Group) — Раççейĕн паллă, пĕрремĕш патшалăхăн мар хыпар агентстви.

Ушкăн тытăмĕнче

  • отраçль хыпар агентствисем:

«Интерфакс-АВН», «Интерфакс-АГИ», «Интерфакс-АКИ», «Интерфакс-АНИ», «Интерфакс-АФИ», «Интерфакс-Дилинг», «Интерфакс-Телеком»

  • регион хыпар агентствисем:

«Интерфакс-Центр», «Интерфакс-Северо-Запад», «Интерфакс-Поволжье», «Интерфакс-Юг», «Интерфакс-Урал», «Интерфакс-Сибирь», «Интерфакс - Дальний Восток», çаплах «Интерфакс-Запад», «Интерфакс-Казахстан», «Интерфакс-Азербайджан», «Интерфакс-Китай».

Кун-çулĕ

Агентствăна 1989 çулта никĕсленĕ. Вăл СССР-ăн патшалăхăн мар агентстви пулнă. Паян «Интерфакс» Раççейĕн виçĕ пысăк агентствинчен пĕри шутланать.

«Интерфакс» тĕнче бизнес рейтинг лидерĕпе —Moody's Investors Service агентствипе пĕрле — «Moody's Interfax Rating Agency» туса хунă, вăл раççей рейтинг пасарĕнче малта пыраканĕ шутланать[1].

2004 çул вĕçĕнче «Интерфакс» тĕнчери пысăк Experian кредит бюровĕпе пĕрле «Экспириан Интерфакс» бюровне туса хурать, вăл халĕ Раççейĕн малти виçĕ кредит бюровĕ шутĕнче[1].

«Интерфакс» хаклă хутсен пасарĕнче ĕçлекен пин раççей компани валли эффективлă хыпар тупса парать. Финанс пасарĕсен федераци хĕсмечĕн полномочиллĕ агентство пулнă май «Интерфакс» витĕр çулсерен 100 пин ытла эмитентсен оперативла пĕлтерĕвĕ тухать[1][www.e-disclosure.ru].

«Финмаркет» хыпар агентствин 90% акцине туяннă. «Газеты.Ru» информаципе, компание сутас ĕçе 2006 çултах тапратнă, çакна валли бизнес хаклавне ирттернĕ. Çак хаклавăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе, «Финмаркет» 7 миллион АПШ долларĕ майлă таяннă. Апла пулин те «Интерфакс» та, «Финмаркет» та çак сумма икĕ хут йӳнĕрех пулна теççĕ.[2]

Тунă япаласем

  • «СПАРК» — Раççейри регистрланă юридици йĕркелĕвĕсемпе индивидуаллă пайăр усламçисен хыпар-аналитика бази [1];
  • «СКАН» — çĕнĕ хыпарсене пур енлĕ мониторингпа анализ тăваслăх системи [2] 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.;
  • «Эфир» — Windows-клиент, оперативлă режимпе çĕнĕ хыпар, акцисен, облигацисен, валютăсен хакне, çаплах индекссене тата ыттисене те пĕлме пулать [http://ideal.ru/;
  • «ifx» — çĕнĕ хыпар архивне кĕмелли веб-терминал [3].

Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2 тата 3 Группа «Интерфакс» 2010 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ «Газета.Ru», «„Интерфакс“ по дешёвке прикупил интернета». 3 апреля 2007 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

Шаблон:Раççей тата совет хыпар агентствисем