Ефремов Михаил Олегович
Михаи́л Оле́гович Ефре́мов (1963 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Мускавра çур.) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995)[1].
Пурнӑҫӗ
1963 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Мускавра театрпа ҫыхӑннӑ ҫынсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Олега Ефремов (1927—2000) ектёр, амӑшӗ — «Современник» театрӗн актриси Алла Покровская (1937—2019).
Пӑтӑрмахсем
2020 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Мускавра паллӑ актёр Михаил Ефремов хутшӑннипе ДТП пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн Jeep Grand Cherokee ҫинче тӗл пулнӑ тӑрӑха тухса фургонпа ҫапӑннӑ, ҫавна пула фургон водителӗ Сергей Захаров вилнӗ. Ефремова тытса чарнӑ, каярах ӳсӗр пулнӑ май ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Суд ӑна 8 ҫул ирӗклӗхсӗр хӑварма тата штраф тӳлеттерме палӑртнӑ. Ку тӗслӗхе обществӑра тата МИХсенче анлӑ сӳтсе явнӑ.
Ефремов колонирен 2025 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче тухнӑ[2].
Ҫемйи
Михаил Олегович Ефремов — мухтавлă чăваш ҫутта кӑлараканӗн Иван Яковлевич Яковлевăн (1848-1930) тӳрӗ тăхăмĕ. Ак çак йĕрпе пырать кăк тымарĕ: И.Я.Яковлев — Л.И.Некрасова — А.А.Некрасова — А.Б.Покровская — М.О.Ефремов. Актёр пĕрре çеç мар авланнă. Ултӑ ача ашшĕ[3] (Паллах, улттăшĕ те И.Я.Яковлевăн тÿрĕ тăхăмĕсем пулаççĕ).
- Пĕрремĕш арăм — Елена Гольянова (1964 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче çур.), актриса.
- Иккĕмĕш арăм (çырăнмасăр пурăннă) — Ася (Асия) Воробьёва (Бикмухаметова), филолог, редактор. МПУ филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă. «Современник» театрта литература редакторĕ пулса ĕçленĕ[4]. Асияпа Михаил нихçан та мăшăрланман. Асия Никитăна çуратсан, Михаил хăй те, унăн чаплă ашшĕ Олег Ефремов та, амăшĕ те тӳрех Никитăна пирĕн тесе йышăннă[5].
- авланмасăр çуратнă ывăл — Никита Ефремов (1988 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнче çур.), «Современник» театрĕн актёрĕ[5].
- Виççĕмĕш арăм — Евгения Добровольская (1964 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çур.), актриса, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2005). Михаилпа Евгения 1989 çулта мăшăрланнă[5].
- Ывăл — Николай Ефремов (1991 çулта çур.), актёр, «Белая гвардия» телесериалта вылянă.
- Тăваттăмĕш арăм — Ксения Качалина (1971 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче çур.), актриса.
- Хĕр — Анна-Мария (2000 çулхи юпан 14-мĕшĕнче çур.).
- Пиллĕкĕмĕш арăм — Софья Кругликова, сасă режиссёрĕ. 1996 çулта Гнесинсем ячĕллĕ Раççей мусăк академинче (сасă режиссури кафедри) вĕренсе тухнă . 2005 çултанпа Мускаври Хальхи ӳнер институчĕн мусăк факультетĕнче вĕрентет[6].
- Хĕр — Вера.
- Хĕр — Надежда.
- Ывăл — Борис.
Ӑнлантарусем
- ^ Указ президента Российской Федерации от 17 марта 1995 года № 284 «О присвоении почётных званий Российской Федерации творческим работникам» // graph.document.kremlin.ru 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Михаил Ефремов выйдет из колонии 9 апреля. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Первый канал. Программа «Пусть говорят» «Михаил Ефремов: вечно молодой...». К 50-летнему юбилею актёра (Видео — эфир 21 ноября 2013 года) // 1tv.ru
- ^ Вокруг ТВ. Люди за кадром. Никита Ефремов. // vokrug.tv
- ^ 1, 2, 3 Тайна внебрачного сына Михаила Ефремова. // kp.ru (2007 çулхи авăнăн 13-мĕшĕ)
- ^ Кругликова Софья Николаевна на сайте Института современного искусства // isi-vuz.ru 2010 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
Каҫӑсем
- Михаил Ефремов(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Михаил Ефремов «Родоводра». Йӑх-несӗн йывӑҫҫи
- Интервью еженедельнику «Собеседник» (март 2011)
- Последние упоминания о Михаиле Ефремове в СМИ — Инфоротор 2011 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблон:Nashfilm
- Сайт кинокомедии «Святое дело» с участием Михаила Ефремова 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Интервью журналу Rolling Stone
- Интервью Дмитрию Быкову на сайте «Собеседника» (июль 2008) 2009 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- О Михаиле Ефремове на сайте журнала «Сеанс»
- Михаил Ефремов в «Школе злословия»