Кӑрлач, 13
| Раштав — Кăрлач — Нарăс | ||||||
| Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
| 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | |
| 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 |
| 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 |
| 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 |
| 28 | 29 | 30 | 31 | |||
| Эрне кунĕсен ячĕсене 2008 çул валли кăтартнă | ||||||
Уявсем
Раҫҫей Федерацийӗ — Раҫҫей пичечӗн кунӗ
Швеци Сӑваплӑ Кнуд кунӗ
Литва Ирӗклӗхе хӳтӗлекенсене асӑнмалли кун (1991)
Инди Лори фестиваль
Пулса иртнĕ
- 1510 — Псковра III Василий хушӑвӗпе вече чанне антарнӑ. Псков республики пӗтнӗ кун.
- 1703 — Мускавра «Ведомости» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. Ку Раҫҫейри пӗрремӗш хаҫат пулнӑ; 1992 ҫулта ҫак пулӑма хисеп туса Раҫҫей пичечӗн кунне уявлама йышӑннӑ.
- 1840 — Нью-Йоркран Стонингтона ишнӗ май «Лексингтон» урапаллӑ пӑрахут ҫинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ, пушара пула 140 ҫын вилнӗ.
- 1858 — Раҫҫейри пӗрремӗш почта марки хута кӗнӗ.
- 1915 — Италири Авеццано патӗнче ҫӗр чӗтреннӗ, 30 пин ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
- 1967 — Тогора хӗҫпӑшалпа усӑ курса патшалӑх влаҫне улӑштарнӑ.
- 1977 — Алма-Атара Ту-104А самолёт персе аннӑ, 90 ҫын вилнӗ.
- 2006 — Краснодар Енĕнче Краснодартан Минерал Шывĕсене каякан пуйăс ПАЗ автобуса çапса кайнă. 21 çун вилнĕ, 5 çынна пульницăна ăсатнă.
- 2006 — АПШ самолёчĕсем Пакистанра вырнаçнă Дамадола ялне аркатнă. 17 çын вилнĕ, вĕсем шучĕнче ачасемпе хĕрарăмсем.
Çуралнă
- 1906 — Долгов Василий Архипович, литература критикĕ, прозаик, сăвăç.
Вилнĕ
- 1599 — Эдмунд Спенсер, акăлчан сăвăçи.
- 2003 — Федотов Михаил Романович, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.