Раҫҫей пичечӗн кунӗ

Раҫҫей пичечӗн кунне (выр. День российской печати) — массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен, журналистсен ҫулсерен кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан професси уявӗ[1].

Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн 1991 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Совет пичечӗн кунӗ вырӑнне йӗркеленӗ[2]. 1703 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Мускавра «Ведомости» ятлӑ пӗрремӗш вырӑсла хаҫат тухнӑ кунпа ҫыхӑннӑ[1], паян тухакан «Ведомости» унпа ҫыхӑнман.

Уяв канмалли кун шутланмасть[3].

Уяв кунҫулӗ

Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн 1991 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Совет пичечӗн кунӗ вырӑнне йӗркеленӗ[4]. 1703 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче) Мускавра «Ведомости о военных и иных делах, достойных знания и памяти, случившихся в Московском Государстве и во иных окрестных странах» ятлӑ пӗрремӗш вырӑсла хаҫат тухнӑ кунпа ҫыхӑннӑ, паянхи кунта ку хаҫат «Санкт-Петербургские ведомости» ятпа Санкт-Петербургра тухать, Мускавра тухакан «Ведомости» унпа ҫыхӑнман. Пӗрремӗш Петӗр патша хаҫат реформӑсем ирттерме тата Раҫҫей империйӗн хӑватне ҫирӗплетме пулӑшакан питӗ лайӑх меслет тесе шутланӑ.

Совет пичечӗн кунӗ

Пичет кӑларӑмӗсен професси уявне пӗрремӗш хут СССР-та йӗркеленӗ. РСФСР Аслӑ Канашӗн 1991 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «Совет пичечӗн кунӗ» вырӑнне (ӑна ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, большевиксен «Правда» хаҫачӗн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ кун) ҫӗнӗ ятпа уяв йӗркеленӗ[5].

Газета Правда.svg

Уяв йӑли-йӗрки

Раҫҫей пичечӗн кунӗн йӑла-йӗркисем пур, унта патшалӑхӑн официаллӑ мероприятийӗсем те, редакцисенчи уявсем те кӗреҫҫӗ[6].

Уявӑн тӗп элеменчӗ — патшалӑх тата професси наградисене парасси[7]. Федераци шайӗнче чаплӑ церемонисем иртеҫҫӗ, вӗсенче медиаиндустрин чи лайӑх ӗҫченӗсене чыслаҫҫӗ[8]. РФ Президенчӗпе правительстви МИХсем енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн премисем параҫҫӗ[9]. Журналистсене чыслас йӑлана регион шайӗнче те тытса пыраҫҫӗ: федераци субъекчӗсен пуҫлӑхӗсемпе хуласен мэрӗсем чаплӑ йышӑнусем ирттереҫҫӗ, унта наградӑсем тата хисеплӗ ятсем параҫҫӗ, тӗслӗхрен, «Тава тивӗҫлӗ журналист»[10].

Уяв тӗлне професси мероприятийӗсем: форумсем, конференцисем, ҫавра сӗтелсем тата мастер-классем йӗркелеҫҫӗ, вӗсенче медиаотрасль аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе тенденцийӗсене сӳтсе яваҫҫӗ[11]. Библиотекӑсемпе музейсенче тематикӑллӑ куравсем ирттереҫҫӗ, тӑван журналистика кун-ҫулне тата сайра тӗл пулакан периодикӑллӑ кӑларӑмсене халӑх умне кӑлараҫҫӗ[12]. Библиотекӑсенче ҫутта кӑларакан лекцисемпе журналистсемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ[11].

Редакцисемпе издательствӑсенче коллективпа мероприятисем йӗркелеҫҫӗ, унта пӗрле ӗҫлекенсем пӗр-пӗрне саламлаҫҫӗ, ертӳлӗх коллектив ҫитӗнӗвӗсене палӑртать[13][11].

Журналистсене хисеп туни

1997 ҫултан пуҫласа Раҫҫей пичечӗн кунӗнче МИХ енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн правительствин премийӗсемпе чыслакан тата ҫамрӑк журналистсен проекчӗсене пулӑшма йӗркеленӗ грантсем паракан мероприяти иртет[14][15]. 2018 ҫулта ҫавӑн пекех РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» хисеплӗ ята ҫирӗплетнӗ. Ҫаван пекех тата ытти пултарулӑх конкурсӗсенче мала тухнисене те палӑртаҫҫӗ[16].

Статистика

2009 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Раҫҫей Федерацийӗнче 33 000 ытла регистрациленӗ пичет кӑларӑмӗ пулнӑ. Вӑтамран, куллен, 20 миллион ытла экземпляр салатӑннӑ.

undefined

Роскомнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Раҫҫейре 55 163 МИХ регистрациленӗ[17].

2024—2025 ҫулсенче Раҫҫей журналисчӗн уйӑхри ӗҫ укҫин вӑтам виҫи 54—68 пин тенкӗпе танлашнӑ[18][19].

Хут МИХсене вуласси чакни

Раҫҫей ҫыннисем хут ҫинче тухакан кӑларӑмсене вулама пӑрахнин тӗп сӑлтавӗсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: электронлӑ МИХсем анлӑ сарӑлни, вӗсем тӳлевсӗр пулни (29 %), пичет хакӗсем ӳсни (18 %) тата вӑл е ку хаҫат-журнал тухма пӑрахни (11 %)[20]. 2014 ҫулта электронлӑ форматлисене кӑмӑллакан вулакансен йышӗ 34 % пулнӑ пулсан, 2022 ҫулта — 62 %[21].

ВЦИОМ 2022 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх, Раҫҫей ҫыннисен 14 % хут ҫинче тухакан прессӑна куллен вуланӑ, тепӗр 21 % маларах вуланӑ, анчах ку каярах пӑрахнӑ. Ҫурри ытла маларах та халӗ те вуламаннине (63 %) палӑртнӑ, анчах ку ушкӑнра периодика кӑларӑмӗсен электронлӑ формачӗпе паллашакан вулакансем ҫуккине пӗлтермест. Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейре хут ҫинче тухакан прессӑри информацие питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫӑлкуҫ тесе пахаллакан ушкӑн та пур: вӗсен йышне 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем кӗреҫҫӗ, Раҫҫей халӑхне пӗтӗмӗшле илес пулсан (26 %) вӗсем хаҫат-журнала икӗ хут ытларах вулаҫҫӗ, урӑхла каласан, ҫак ӳсӗмри ушкӑнти кашни тӑваттӑмӗшӗ хут ҫинчи хаҫат-журналпа куллен паллашать. Ку кӑтарту ялтисем (20 %) тата куллен телекурав пӑхакансем (33 %) хушшинче палӑрмаллах пысӑк.

Раҫҫей ҫыннисем тӑтӑшах вулакан хаҫатсен рейтингӗнче вырӑнти е район хаҫачӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑнать[21].

Уява ытти ҫӗршывсенче уявлани

Беларуҫре «Пичет кунне» ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

1994 ҫултанпа ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫулсерен Пӗтӗм тӗнчери пресса кунне палӑртаҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 13 января — День российской печати. Брянский государственный университет имени академика И.Г. Петровского. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  2. ^ День российской печати в 2025 году: история и традиции праздника. Life.ru (13 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  3. ^ День российской печати: дата, история и традиции. Кого нужно поздравлять с праздником. Конгресс-центр Якутия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  4. ^ Постановление Президиума ВС РСФСР от 28.12.1991 N 3043-1 «О Дне российской печати». КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  5. ^ День российской печати: история и традиции праздника. Life.ru (13 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  6. ^ Локальная выставка ко Дню российской печати. Национальная библиотека им. А.-З. Валиди Республики Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  7. ^ День российской печати: история, традиции и современность. Кагальницкие вести. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  8. ^ Вячеслав Володин поздравил журналистов парламентского пула с Днем российской печати. Государственная Дума. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  9. ^ Премии Правительства в области СМИ. mos.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  10. ^ Московским журналистам вручили награды в День российской печати. Информационный центр Правительства Москвы. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2, 3 День российской печати 13 января: история и традиции, кого поздравлять с этим праздником. Сиб.фм. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  12. ^ «Летописцы времени»: ко Дню российской печати. Омские муниципальные библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  13. ^ День российской печати. Тинькофф Журнал. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  14. ^ Постановление Правительства РФ от 30.06.2013 N 543. КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  15. ^ Премии Правительства в области СМИ. Правительство России. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  16. ^ Конкурсы. Союз журналистов России. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  17. ^ Как 2024 год меняет PR-отрасль и медиарынок: наблюдения экспертов. СКАН-Интерфакс. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  18. ^ Средняя зарплата журналиста в России за 2025 год. ГородРабот.ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  19. ^ Сколько зарабатывает журналист в России в 2024-2025 году. СколькоЗарабатывает.рф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  20. ^ День российской печати: дата, история и традиции (2025-01-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2 Пресса, которую мы (не) потеряли (2022-01-12). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Погорелов, В. А. / [редактор Валерий Погорелов]. — М.: Синодальная типография, 1903—1906.