Кузьмин Афиноген Иванович
Кузьмин Афиноген Иванович (1928 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ, Ирçе (ял), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2016 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ, Мускав) — чӑваш прозаикӗ, литература тӗпчевҫи, критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1963), Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1999), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2003), Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2009)[1].
Пурнӑҫӗ
1928 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Етӗрне районӗнчи Пӗрремӗш Ирҫе (халӗ Ирҫе ялӗн шутне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ[1][2]. Етӗрнери педагогика училищине (1946), И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн вырӑс чӗлхипе литература факультетне (1950) тата Мускаври патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑна (1956) вӗренсе пӗтернӗ[1][3]. 1950–1963 ҫулсенче Пӑрачкаври педагогика училищин вӗрентекенӗ, Чӑваш чӗлхи, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑх тӗпчев институчӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ[1][4]. 1963 ҫултанпа — Камчаткӑри педагогика институчӗн вырӑс чӗлхипе литература кафедрин аслӑ преподавателӗ, 1967 ҫултанпа вара Магаданри педагогика институтӗнче ӗҫленӗ[1][2]. Камчатка облаҫӗнчи радиокалаҫу тата телекурав комитечӗн редакторӗ пулса вӑй хунӑ[1]. 1989 ҫултанпа — М. А. Шолохов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх уҫӑ педагогика университетӗнче ӗҫленӗ[1][4]. 2016 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ[2][4].
Пултарулӑхӗпе ӑслӑлӑхри ӗҫӗ-хӗлӗ
А. И. Кузьмин литературӑри ӗҫ-хӗлне 1960-мӗш ҫулсенче пуҫланӑ[1]. Вӑл прозаик тата критик-литературовед пек паллӑ[1]. «Художественная проза Семёна Эльгера» кӗнекен, халӑх пултарулӑхӗн проблемисем пирки ҫырнӑ статьясем, чӑваш ҫыравҫисен (В. Краснов-Аслин, Ф. Павловӑн, И. Тӑхтин, Л. Агаковӑн, П. Хусанкайӑн, Ҫ. Элкерӗн, Я. Ухсайӑн тата ыттисен те)[1], ҫавӑн пекех Инҫет Ҫурҫӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен ҫыравҫисен (В. Сангин, Г. Ходжерӑн тата ыттисен те) пултарулӑхне халалланӑ критикӑлла тата ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ[1][2]. И. Е. Тӑхтин (1960), Е. В. Еллиевӑн (1962) хайлавӗсен пуххисене, Ф. П. Павловӑн ҫырнисен пуххине (1962) пухса хатӗрлекенӗ[1][2]. Темиҫе калавпа повеҫ, ҫав шутра «Прощальный сплав», «Зовущие тропы», «Крутые волны», «Холодные звёзды» хайлавсен авторӗ[1][3]. Нумай ҫул хушши вырӑс фольклорне, ҫавӑн пекех Колыма тата Чукотка халӑхӗсен фольклорне тӗпчекен ӑслӑлӑх экспедицийӗсене ертсе пынӑ[1][3]. Кашни ҫулах паракан Шолохов премине парас енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ пулнӑ[1][4]. 2008 ҫулта «Раҫҫей халӑхӗсен культура пуянлӑхӗ» ярӑмпа пичетленсе тухнӑ «Чуваши» ансат ӑслӑлӑх кӑларӑмӑн проекчӗн авторӗ, ӑна пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ пулнӑ[4][5]. 1999 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулса тӑнӑ[1][2].
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2003 ҫул);
- Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданӗ (2009 ҫул)[1][2].
Тӗп кӑларӑмӗсем
- Кузьмин А. И. Художественная проза С. В. Эльгера / А. И. Кузьмин. — Шупашкар, 1961. — 135 с.[1];
- Кузьмин А. И. Художественная проза народного поэта Чувашии С. В. Эльгера : автореф. дис. на соиск. учен. степ. канд. фил. наук / А. И. Кузьмин ; науч. рук. К. Л. Зелинский. — М., 1961. — 20 с.[1];
- Чуваши : [тексты для изучения чувашской культуры] / [авт. проекта, сост.-ред. А. И. Кузьмин]. — Шупашкар : Чувашия, 2008. — 470, [2] с., [4] л. цв. ил. : ил, карты, портр . — (Культурное наследие народов России)[1];
- Чӑвашсем / [А. И. Кузьмин пухса хатӗрленӗ]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2018. — 653, [2] с. : портр., ӳкерчӗксем ; 21 см. — (Раҫҫей халӑхӗсен культура пуянлӑхӗ). — Загл. на колофоне : Чуваши[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21 Кузьмин, Афиноген Иванович (писатель; 10.07.1928-31.08.2016). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Кузьмин Афиноген Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Кузьмин А. Ядринский муниципальный округ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Скончался прозаик, критик-литературовед Кузьмин А.И. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.
- ^ Мамин сундук. Знамя труда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.