Ирçе (ял)

Ирçе (выр. Чебаково), — Етĕрне районĕнчи ял.

Тавралăхĕ

Шупашкартан 76 км, Етĕрнерен - 35 км, чукун çул станцинчен 76 км.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 722 çын, çав шутра 347 арçын, 375 хĕрарăм пурăннă[3].

Истори

1965 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Пĕрремĕш Ирçепе (ку ял тата Сăр Ирçи пек паллă пулнă) Иккĕмĕш Ирçене (ку ял Чиркӳллĕ Ирçе пек паллă пулнă) пĕрлештерсе пĕр ял туса хунă.

Икĕ ялĕ те малтан 1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. Малтан Етĕрне вулăсĕнче шутланнă, кайран, 1926 çулхи раштавăн 18 хыççăн, Пушкăрт вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Етĕрне районне кĕртнĕ. Халĕ те çав район шутне кĕрет.

Паллă çынсем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем