Орапакасси

Орапакасси, — Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи ял. Ялта «Клолсок» ача сачĕ ĕçлет. Лавкка пур. Етӗрнерен 10 çухрăмра, Шупашкартан 76 çухрăмра, Çĕмĕрлерен 61 çухрăмра ларать.

undefined

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 284 çын, çав шутра 148 арçын, 136 хĕрарăм пурăннă[2]. Ялта пурĕ 123 кил, 314 çын пурăнать.

Истори

1927 çулчен Етӗрне уесӗн Палтай вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 пуçласа хальхи вăхăтчен Етĕрне районне кĕрет.

Ефим Семенович Долгов ватă çын каласа панă тăрăх ял çыннисем Урак (Вырăк) паттăр йăхĕнчен. Ура-па-касси сăмахĕ Урак-паттăр-касси сăмахĕсенче пулнă имĕш. В.Д. Димитриев академик анчах урăхла шутлать. Вăл шутланă тăрăх ял Палтайран уйрăлса пулнă. Халăх сăмахĕпе килĕшӳллĕн ял ячĕ «урапа» сăмахĕнчен пулса кайнă (ялта урапа ăстисем пурăннă пулĕ).

Паллă çыннисем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем