Лапракасси (Етĕрне районĕ)

Урăх пĕлтерĕшĕсене Лапракасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.


Лапракасси, — Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи ял.

Тавралăхĕ

Хурашаш юханшывĕ хĕрринче ларать. . Шупашкартан 79 км, Етĕрнерен - 34 км, чукун çул станцинчен 67 км.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 263 çын, çав шутра 124 арçын, 139 хĕрарăм пурăннă[2].

Кун-çулĕ

Лапракасси ялĕ 1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. Малтан Хучаш вулăсне кĕнĕ, 1926 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Шăмат вулăсне кĕме пуçланă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Етĕрне районне кĕртнĕ.

1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Советски районне кĕме пуçланă. 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26 хыççăн хальхи вăхатчен Етĕрне районне кĕрет.

Паллă çыннисем

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем