Медведев Алексей Фомич
Медведев Алексей Фомич, (1913 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ, Раҫҫей империйӗ, Хусан кĕперни, Етӗрне уесӗ, Орапакасси ялĕ — 2001 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕ, Орапакасси ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш Республики, РФ) — чăваш çыравçи, СССР ÇП пайташĕ (1972 ç.)[1].
Пурнăçĕ
1913 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Орапакасси ялĕнче çуралнă.
Етĕрнери колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Чулхулара автомобиль савутне хăпартнă çĕре хутшăннă. Район хаçачĕсенче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатĕнче вăй хунă.
Кайран колхоз председателĕ, Кĕнеке палаттинче библиотекарь пулса ĕçленĕ.
Çавăн пекех «Тăван Атăл» журнал редакцийĕн секретарĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.
2001 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче тăван ялтах вилнĕ.
Пултару ĕçĕсем
Чыславсемпе парнесем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ
- медальсем.
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Знаменитые люди земли ядринской
- Чăваш Республикин ача-пăча библиотеки 2015 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- “Атте вăрттăнлăха уçмарĕ” «Çамрăксен хаçачĕ», Шупашкар)( ӗҫлемен каҫӑ)
- Юбилей писателя