Павлов Иван Павлович
Павлов Иван Павлович (1928 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Чулкаç, Элĕк районĕ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2002 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — чӑваш чӗлхеҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1953), доцент (1957), шкул вĕренӳ кĕнекисемпе методика кăтартăвĕсен авторĕ. Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенӗ (1988)[1].
Пурнăçĕ
1928 çулхи çурла уйăхĕн 23 Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă.
1942-1945 çулсенче Калининăри педагогика училищинче, 1945-1949 çулсенче Шупашкарти педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн ăна СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе ăслăлăхĕн ининститучĕн аспирантурине вĕренме янă, 1953 çулта «Деепричастия в чувашском языке и их синтаксические функции» темăпа кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕлесе Шупашкара ăслăлăх тĕпчев институтне ĕçлеме таврăннă. Кунта вăл 1957 çулччен ĕçленĕ, чăваш грамматикин хăш-пĕр ыйтăвĕсем пирки республикăра ирттернĕ дискусси материалĕсене пĕтĕмлетес ĕçе активлă хутшăннă. 1957—1967 çулсенче Иван Павлов Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче, 1967—1971 çулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. 1971 çултан пуçласа пенсие тухичченех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕнче чăваш литература чĕлхин ăслăлăх грамматикине çырас тĕлĕшпе ĕçленĕ.
Иван Павлов — чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн морфонологи пайне никĕслекенĕ. Синтаксис ыйтăвĕсемпе те унăн статйисем тăтăшах пичетленсе пынă. Чăваш лексикографийĕн юлашки 30—40 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсенче унăн тӳпи пысăк: вăл орфографи, вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла словарьсем хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă авторсенчен пĕри. Тĕпчевçĕ паллă чĕлхеçĕсен (Н.И. Золотницкин, Н.И. Ашмаринăн, Ф.Т. Тимофеевăн, Т.М. Матвеевăн, А.И. Васильевăн) пурнăçĕпе ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлне тишкерес тĕлĕшпе те нумай вăй хунă.
Иван Павлов — шкулсем валли пичетленсе тухнă чăваш чĕлхи вĕренӳ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен авторĕ те. Унăн чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли фонетикăпа морфологи учебникĕ 15 кăларăмпа пичетленсе тухнă.
2002 çулхи утă уйăхĕн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[1].
Ӗçĕсем
- Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Н.И. Золотницкий пурнăçĕпе ĕçĕсем. Ш., 1958;
- Краткий очерк морфонологии современного чувашского языка // Чувашский язык, литература и фольклор. Сборник статей ЧНИИ. Вып. 4. Ч., 1974; // Чувашский язык и литература. Труды ЧНИИ. Вып. 53. Ч., 1975;
- Чăваш чĕлхинчи падежсем çинчен // Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 22. Ч., 1963;
- Павлов, И. П. Морфологие ҫӗнӗ программӑпа вӗрентесси / И. П. Павлов. — Шупашкар, 1981. — 112 с.;
- Павлов, И. П. V-VI классенче чӑваш чӗлхин морфологине вӗрентесси / И. П. Павлов. — Шупашкар : Чӑвш кӗнеке изд-ви, 1985. — 111 с.;
- Павлов, И. П. Хальхи чӑваш литературӑ чӗлхи. Морфологи / И. П. Павлов. — Шупашкар, 1965. — 344 с.;
- Павлов, И. П. Чӑваш чӗлхи : 4 класс валли учебник / И. П. Павлов. — Шупашкар, 1978. — 127 с.;
- Павлов, И. П. Современный чувашский язык : [монография] : в 2 томах. [Т. 1 : Морфемика, морфонология, словообразование / науч. ред., предисл. В. И. Сергеева]. — Чебоксары : ЧГИГН, 2014. — 263 с[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 https://chuvenc.ru/show_Person/2450 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Павлов, Иван Павлович (языковед; 23.08.1928-20.07.2002) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Чӗлхе тӗпчевҫи Иван Павлов : сб. / Л. П. Сергеев пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар : Чӑв. патш. гуманитари ӑслӑлӑх ин-чӗ, 1998. — 39 с.;
- Горшков, А. Е. И. П. Павлов ӗҫӗсенчи пуплев культурин ыйтӑвӗсем / А. Е. Горшков // Чӑваш чӗлхипе литератури : теори тата методика. — Шупашкар, 2009. — 8-мӗш кӑларӑм. — С. 6-13;
- Дегтярев, Г. А. Иван Павлович Павлов / Г. А. Дегтярев // Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗ. — Шупашкар, 1999. — С. 179-183;
- Дегтярев, Г. Манӑн Иван Павлович / Г. Дегтярев // Хыпар. — 2008. — 25 чӳк. — С. 4;
- Дегтяров, Г. А. Чӑваш чӗлхин нӳкерӗ / Г. А. Дегтярев // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2018. — № 4. — С. 37-39;
- Дегтярев, Г. А. Чӗлхе лаҫҫинчи пурнӑҫ / Г. А. Дегтярев // Хыпар. — 2003. — 18 раштав;
- Леонтьева, З. Тӑван чӗлхемӗр ӑсчахӗ / З. Леонтьева // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). — 2008. — 25 юпа;
- Никифоров, Г. Кун-ҫулне тӑван чӗлхене халалланӑ : паллӑ чӗлхеҫӗ Иван Павлов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май / Г. Никифоров // Тӑван Атӑл. — 2018. — № 8. — С. 56-57 : сӑн ӳкерчӗк;
- Павлов, И. П. Шухӑшра — тӑван чӗлхе, ҫӗнӗ ӗмӗтсем / И. П. Павлов ; E. Глухова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 1998. — 21 ҫурла;
- Сергеев, В. И. И. П. Павлов тӗпчевӗсенчи деепричасти ыйтӑвӗ / В. И. Сергеев // Чӑваш чӗлхи: ӗнер, паян, ыран. — Шупашкар, 2010. — С. 179-186;
- Федоров, М. Ф. И. П. Павлов академик / М. Ф. Федоров // Федоров, М. Ф. Тӗпчевсем / М. Ф. Федоров. — Шупашкар, 2005. — С. 223-227;
- Федотов, Г. Паллӑ чӗлхеҫӗ ҫинчен / Г. Федотов // Хыпар. — 1998. — 17 юпа. — С. 6;
- Дегтярев, Г. А. Павлов Иван Павлович / Г. А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 356;
- Ефимов, Л. А. Павлов Иван Павлович / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — С. 400-401;
- Павлов Иван Павлович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930-2005. — Чебоксары, 2005. — С. 122;
- Павлов Иван Павлович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2005. — С. 258-259;
- Павлов Иван Павлович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. — Чебоксары, 2010. — С. 303;
- Хузангай, А. П. Павлов Иван Павлович / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 311;
- Хузангай, А. Полвека в чувашском языкознании / А. Хузангай // Чӑваш ен. — 1998. — 29 авг. — 5 сент. (№ 34). — С. 7.