Матвеев Тимофей Матвеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Матвеев Тимофей Матвеевич
Matveev t m.jpg
Çуралнă вăхăт: 1884, кӑрлач, 25
Çуралнă вырăн: Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1939, пуш, 10
Вилнĕ вырăн: Соликамск хули, Гулаг
Ăслăх сфери: тюркологи
Альма-матер: ХПУ

Матвеев Тимофей Матвеевич, — Соликамск хулинче вилнĕ.

Пурнăçĕ

Хусан университечĕнче вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ (Глазов хулинчи, ун хыççăн Ф.Т. Тимофеевпа пĕрле Хĕвел тухăçĕнчи халăхсен институчĕн (СПб) аспирантуринче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ (1931—1936).

национализм енĕпе айăпласа репрессиленĕ. 1939 çулта ГУЛАГăн Соликамск лагерĕнче вилнĕ. 1956 çулта реабилитациленĕ.

Ӗçĕсем

Тимофей Матвеев чăваш чĕлхи ăслăхĕнче пысăк йĕр хăварнă. Унăн пĕрмĕш тĕпчевĕ — «Грамматика чувашского языка» (1919). Ку вăл тĕрлĕ семинарисемпе училищĕсенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ пособи. Унта чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине çырса кăтартнă. Çак кĕнекене И.Я.Яковлев пысăка хурса хакланă.

Тимофей Матвеев чăваш диалекчĕсене тĕпчес тĕлĕшпе нумай вăй хунă: аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтра, СССР Ăслăлăхсен академийĕн планĕ тăрăх, Чăваш республикинчи ялсем тăрăх çулсерен экспедицире çӳренĕ, нумай материал пухнă. Вĕсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн 1930 çулта «Краткий обзор чувашских диалектов» ятпа пичетлесе кăларнă. Хăйĕн тĕпчевĕнче чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене, вĕсен ушкăнĕсене пуçласа палăртнă.

Тимофей Матвеев справочник пулнă.

Тĕпчевçĕ халăха вĕрентес ĕçе те вăйлă хутшăннă: вăл шкулсем валли 1920—1930 çулсенче хатĕрленĕ программăсемпе вĕренӳ кĕнекисен, вĕренӳ пособийĕсен авторĕ. Ку ĕçе Ф.Т. Тимофеевпа (Тимухха Хĕветĕрĕпе) пĕрле туса пынă. Чăваш литература чĕлхин нормисемпе орфографи правилисене хатĕрлес ĕçре те Тимофей Матвеев тӳпи пысăк.

Пичетленнĕ ĕçĕсем

  • Грамматика чувашского языка. Симбирск, 1919;
  • Краткий обзор чувашских диалектов. Яфетический сборник, VI. 1930 (Ку ĕçе иккĕмĕш хут 1960 çулта «Материалы по чувашской диалектологии. Вып. 1» кĕнекере пичетлесе кăларнă);
  • Чăваш чĕлхин грамматики. Морфологи. 5-мĕш вĕренӳ çулĕ. Ш., 1933 (Ф.Т.Тимофеевпа пĕрле);
  • Некоторые особенности чувашских числительных //Вопросы чувашского языка, литературы и искусства. Ч., 1966.

Литература

  • И.А. Андреев Достойный памяти народной (о видном чувашском языковеде Т.М. Матвееве) // Халăх шкулĕ — Народная школа, 2011, №2, С.33
  • Федотов М.Р. Исследователи чувашского языка. Ч., 1987;
  • Золотов Н.Я., Т.М.Матвеев и Ф.Т.Тимофеев // Уч. зап. ЧНИИ. Вып. 39. Ч., 1969;
  • Павлов И.П. Чăваш халăхĕн мухтавлă чĕлхеçи //Ком. ялавĕ. 1984. Янв. 25-мĕшĕ.
  • И.А. Андреев Çыру чĕлхи тата орфографи // Халăх шкулĕ — Народная школа, 2011, №1, С. 25

Ӑнлантарусем

Каçăсем