Альманах

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Альмана́х (арап. ألمناخ — астрономи календарĕ) — сериллĕ кăларăмĕн тĕсĕ, епле те пулин палăртупа (тема, жанр, пултару ĕмĕче т. ыт.) пĕрлештернĕ илемлĕ литература е/тата халăх-ăслăлăх ĕçĕсен пухăмĕ.

Журналпа танлаштарсан, çул хушшинче пĕрре тухакан, яланхилле литература çĕнĕ ĕçĕсене, ăслăлăх çитĕнĕвĕсене, саккунлăх улшăнăвĕсене т. ыт. пĕлтеркен, хыпар календарĕ евĕр пулса пыракан пĕрмаях мар тухакан пухăм. ГОСТ 7.60-2003 килĕшӳллĕ, альманах — илемлĕ литература е (тата) халăх-ăслăлăх ĕçĕсен пĕр кăтартăвĕпе пĕрлештернĕ пухăмĕ.

Кун-çулĕ

1739 çулхи альманах.

Малтан астрономи календарĕсемпе тапăлĕсем (алçыравĕсем XIV ĕмĕркте тата пичетлисем XV ĕмерĕн вĕçĕнче) пулнă. Каярах астрологи кăтартăвĕсене, тĕрлĕ асăрхавсене кĕртнĕ. Авалхи романсен альманахĕсенче вĕсен тĕн уявĕсен кунĕсем кĕртнĕ[1]. Икепатсен альманахĕсем планетăсен куçăмне кăтартакан чул тапăлĕсем пулнă[1]. Норвегипе Данире аваллăхра йывăçран е пăхăр ăсталанă альманах-пластинкăсем çӳренĕ, вĕсем çине паллă кунсене касса палăртнă.[1]

Европăра пĕрремĕш пичетленĕ альманах 1457 çулта Венăра тухать. Астрономи тата çанталăк пулăмĕсен символĕсемпе çырнă, çавăнпа унпа хут пĕлменнисем усă курнă.[1] Уйăх тулли тата планетăсен куçăмне, çаплах вут-кăвар, типĕ тата выçлăх пуласса малтанах пĕлтернĕ.[1] Тĕслĕхрен, франци «Almanache royal» альманахĕнче (1679 çултанпа Парисра тухнă) кермен уявĕсемпе ярмăрккисем пирки пĕлтернĕ. 1699 çултанпа унта франци патши килĕн генеологи хыпарĕсене, дворянсемпе чиркӳ ĕçченĕсен ят-йышне кăтартнă. Çакăн пек альманахсем урăх çĕр-шывсенче те тухаççĕ.

Хăшпĕррисене çаплах месексене, сăвăсене, кĕске калавсене кĕртнĕ. Пичет календарĕсем аталаннă май XVIII ĕмĕрте альманахсем тĕрлĕ евĕрлĕ, тапхăрпа тухакан кĕнеке кăларăмĕ тĕслĕ пулса каяççĕ. Генеалоги, хуçалăх, дипломати, литература альманахĕсем пулса тухаççĕ.

Литература альманахĕсем

Вăхăт иртнĕçем альманахсен ăшлăхĕ пахаланса пырать, халĕ вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ усăллă кăсăклă информациллĕ пухăм пулать. султалăк кĕнеки теççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене кашни çул кăлараççĕ, вĕсенчи календарь хыпарĕсене çĕнетсе тăраççĕ.[1]

Çакăн пеккисен чи паллă тата кирлĕ хыпар кĕнеки евĕрри Чарльз Мур çемьинчен тухнă Фрэнсис Мур  1700 çулта кăларнă «Ватă Мур альманахĕ», «Vox Stellarum» (çалтăр сасси) пулнă.[1]

Уйрăмах, малтан Хĕвел анăç Европăра, кайран мĕнпур тĕнчере, — илемлĕ литература альманахĕсем анлă саралаççĕ.

Пĕрремĕш литература альманахĕсем Францире Гёттингенра Ф. Шиллерăн сăввисене пичетленĕ (1796—1800).

Альманах «Денница» 1900 ç.

«Аониды» кăларать, çав вара пĕрремĕш вырăс литература альманахĕ шутланать. 1820-мĕшсен вĕçĕнче — 1830-мĕшсен пуçламăшĕнче Раççейре çулсерен çирĕме яхăн альманах çутта тухнă. В. Г. Белинский çак вăхăта «альманах тапхăрĕ» тенĕ, «вырăс литератури ытларах енĕпе альманахлă пулнă».

Вырăс литератури аталанăвĕнче сумлă йĕр хăварнă альманахсем йышĕнче чи паллисем — «Полярная звезда» (А. А. Бестужевпа К. Ф. Рылеев кăларнă; Ф. В. Булгарин, Е. А. Баратынский, П. А. Вяземский, В. К. Кюхельбекер, Ф. Н. Глинк тата ур. пулăшнă; «Мнемозина» (В. Ф. Одоевский тата В. К. Кюхельбекер кăларнă, çак ĕçе А. С. Пушкин, А. С. Грибоедов, Е. А. Баратынский хутшăннă; «Северные цветы» (А. А. Дельвигпа О. М. Сомов.

Çав ятпах символистсен «Северные цветы» альманахĕ 1901—1904 тата 1911 çулсенче (пиллĕк кăларăм) тухнă.

Аслă Британире  1928 çулта çутта «Британ альманахĕ» тухать. Авалхи ятпах юлнă «Whitaker's Almanack» паллăха çĕнтерсе илет. Чылай альманахăн ятарлă тĕлли пур, сăмахран Wisden Cricketer's Almanack. Тинĕс альманахĕсене моряксем валли пичетлеççĕ, вĕсенче навигацире усă курмалли хыпарсене пĕлтереççĕ.[1]

Альманах тĕсехĕсем


Асăрхавсем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 Tong Sing. The Chinese Dook of Wisbom (Kyle Cathie Ltd,1999, 2002)ISBN 5-17-022693-4 (ООО Издательство АСТ) ,ISBN 5-271-09489-8 (ООО Издательство Астрель),ISBN 1-85626-348-7(англ.)

Каçăсем