Энциклопеди (encyclopaedia (XVI ӗмӗртен мала мар) ав.гр.ἐγκύκλιος παιδεία — «тулли çаврăмлă вĕренӳ», κύκλος — çаврăм, παιδεία — вĕренӳ), сайрарах Циклопеди (çĕнĕлат.cyclopaediaав.гр.κύκλιος παιδεία — «çаврăмлă вĕренӳ») — йĕркеленнĕ пĕрлĕхе (системăна) çитернĕ этемлехĕн пур ăслăлăхсен пысăк уйрăмĕсен (отраслĕсен) пĕлӳ тишкерĕвĕ, е йĕркесен (дисциплинăсен) çаврашки пĕрлехĕнчи пĕлӳсен хăй тĕллĕ уйрăм отраслĕ; çаплах тĕпчевсен е йĕркесен (ытларах сăмахсар евĕрлĕ) тĕпчев-хыпарлă вĕренӳ хатĕрĕ.[1].
Анлăрах ăнкаруллăхра — ăслăлăх пĕлӳсенпуххи тата тĕрлĕ темăсене чылай йышлă вулакансене япалан тĕрĕслĕхне уçса паракан ĕç хучĕсем.
XX ӗмӗрте чи калăплă та ятлă-сумлă (авторитетлă) энциклопеди «Британи энциклопедийĕ» пулса тăрать. Ăна америка кăларавçисем тытса тăраççĕ. 1985 çулта 32 томлă 16-мĕш кăларăмĕ çутта тухрĕ.
Яланхи йăлаллă энциклопедисемсĕр пуçне энциклопедии сăмахсарĕсем (шкул ачисен самахсарĕ) тухаççĕ.
XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенче мультимеди ăсталăхĕсем аталаннă май компакт-дисксем çинчи электронлă энциклопедисем усăва кĕреççĕ. Компьютер технологисем энциклопеди хыпарĕсем патне çывăх хăвăрт çул уçса параççĕ, статьясенче паха фотоӳкерчĕксем çеç мар, сасăллă тата куçăллă курăну (видео, анимации) фрагменчĕсене вырнаçтарма ансат çитет. —Америка корпорацийĕ Майкрософт1993 çулта чи сумлă кăларăмне — «Encarta», 1994 çулта «Британникин» электронлă версине сутма пуçлать.
Раççейре çакăн евĕр паллă проект 1996«Кирилл тата Мефодин мăн энциклопедийĕ» (КММЭ) шутланать, ăна çулсерен çĕнетсе «Кирилл тата Мефодий» компани туянтарать. 2004 ç. варринче çавăн пек проекта «Кругосвет» пикенет (http://www.krugosvet.ru/ Тетелте]), анчах та калăпăшĕпе вăл начартарах.
Пысăк энциклопеди кăларăмĕсенчен тепри — 2000 çулта уçнă Рубикон порталĕ «Рубрикон» 2006 ҫулхи Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ., унта 62 энциклопедипе сăмахсарсен тексчĕсемпе иллюстрацисене уçласа лартнă. Усă курма тӳлевлĕ.
Тетел-тăсталăхĕсем (Интернет-технологисем) аталаннă май Википеди — уникаллă энциклопеди çуралать. Викире усă куракан пур çын статьясене хыпарсем кĕртме, çĕнĕ статьясем уçма пултараççĕ. Халĕ Википеди (акăлчан версинче 2,15 млн яхăн статья раштав, 302007), вăл ытти паллă энциклопеди кăларăмĕсенчен пачах кая юлмасть.
Раççей историнчи пĕрремĕш энциклопеди ĕçĕ новгород епископĕн Климентăн«Кормчей кĕнекинчи» «Словарь иноземных слов» шутланать. XVI вĕçĕнче — XVII ӗмӗр пуçламăшĕнче тĕн йĕрки, гуманитарлă тата çутçанталăкă тĕпчев ĕçĕсене ăнлантаракан азбуковниксем анлă сарăлнă. Чылай шут хыпар (справочниксем) тата сăмахсарсем XVIII ӗмӗрте пулнă, анчах XIX ӗмӗрĕн вĕçĕ тĕлне те Раççейре универсаллă энциклопеди тухман.
Пĕрремĕш раççей энциклопедийĕ, çапла, Брокгаузпа Ефронӑн энциклопеди сăмахсарĕ, нимĕçрен килнĕ пулин те, ăна пичете хатĕрлеме ертсе пыракан раççей ăслăхçисем хутшăннă. 1890—1907 çç. 82 тĕп тата 4 хушма томĕсем тухнă. Тиражĕ, тĕрлĕ хыпарсемпе, 30 пинрен пуçласа 75 пине çити кĕнеке кăларнă. 1911 çулта «Брокгауз тата Ефрон» фирми К. К. Арсеньев редакцийĕпе «Çĕнĕ энциклопеди сăмахсарĕ» шутласа хунă, анчах та 1911 çулта 50 томĕсенчен 29 çеç çутта тухнă.
Раççейри Революци çĕнтерсен 20-мĕш çулсенче отрăçлĕ энциклопедийĕсем пичетленнĕ: Хресчен ял-хуçалăх, Сутă-илӳ, Педагогика. Тĕп универсал энциклопедийĕ чылай тапхăра «Мăн совет энциклопедийĕ» (МСЭ) пулса тăрать. Ăна хатĕрлеме 1925 ç. Йышăннă, 1926—47 çулсенче 1-мĕш кăларăм («сталинăн», 66 томĕсем) çутта кураççĕ, 1949—58 çç. — 2-мĕш кăларăм (51 том) тата 1969—78 — 3-мĕш кăларăм (30 том). 90-мĕш çулсем вĕçĕнче «Мăн раççей энциклопедийĕн» (МРЭ) пĕрремĕш кăларăмне пичетлеме хатĕрлеме шутланă. Пĕрремĕш томĕ («Раççей») 2004 çулта тухать. Унччен пĕр çул маларах «Çĕнĕ раççей энциклопедийĕ» (ÇРЭ) тухать, которую публикует издательство «Инфра-М» и «Энциклопедия». НРЭ — более компактный проект, предусматривает 12 томов (первый — также «Россия»). 2005 çулта иккĕмĕш МРЭ тата ÇРЭ томĕсем пичетленеççĕ. 2006 çулта «Терра» хатĕрленĕ 62-томлă пĕтĕмлĕ «Мăн энциклопеди» çутта тухать.