Аслă Чак ялĕ Вăрмар посёлăк район центрĕн хĕвел анăç енче вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Тăршшĕ – 10 çухрăм. Аслă Чак Кĕçĕн Энĕш юханшыв çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.
Аслă Чак ялĕ 150 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ музейри архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1875 çулта никĕсленни çинчен палăртать.
Аслă Чак ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче çĕр ĕçтешĕсем патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтĕш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Чак ятлă пулнă, вăл Аслă Чак ялне никĕсленĕ теççĕ.