Алексеев Пётр Ильич
Алексеев Пётр Ильич (1935 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Шăхаль, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2003 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи тата Раҫҫей вӑрманҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.
Пурнӑҫӗ
1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Йошкар-Олари М. Горький ячӗллӗ Атӑлҫи вӑрман институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (1958). Институт хыҫҫӑн Киря вӑрман хуҫалӑхне инженер пулса ӗҫлеме янӑ. 1961—1964 ҫулсенче Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче тӗп лесничи, 1964 ҫултан Киря вӑрман комбинатӗнче тӗп лесничи пулса вӑй хунӑ. 1977—1998 ҫулсенче 20 ҫул ытла Канаш вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ пулнӑ[1].
Хисепӗсем
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (1971);
- «Хастар ӗҫленӗшӗн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫитнине асӑнса» медаль (1970);
- «Пушарта хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн» медаль[1];
- тата ытти те.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Алексеев, Пётр Ильич (лесовод; 23.07.1935-09.09.2003) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексеев Петр Ильич // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 37.
- Тихонов, П. Т. Алексеев Петр Ильич / П. Т. Тихонов // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 36-37.
- Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 100. — 168 с.