Шăхаль (Вăрмар районĕ)

Шăхаль, — Чăваш Енĕн Вӑрмар районӗнчи ял. Вӑрмартан 19 çухрăмра вырнаçнă.

Ялта культура çурчĕ, виçĕ лавкка, ача-пăча сачĕ, çыхăну уйрăмĕ, шкул пур. Шкулĕ 2007-мĕш çултан пуçласа тăхăр класлă шутланать. Кунтах икĕ яла пĕрлештерекен администраци центрĕ вырнаçнă.

Халăх йышĕ

Ялта 562 хуçалăх. Ытларах енĕпе чăвашсем пурнаççĕ. Пĕтĕмĕшле халăх йышĕ 1600 çывхарать.

Кун-çулĕ

Ял ячĕ тутарла: Шах Алей тенинчен пулнă. Ял пилĕк ĕмĕр каялла чăтлăх вăрманти шурлăхлă вырăнта йĕркеленнĕ. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, ял районта чи ваттисенчен пĕри.

1927 çулчен Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1926 çулхи юпа уйăхĕн 29 тарин Кавал вулăсне кĕнĕ, кайран вара, районсене туса хуриччен, Вăрмар вулăсне.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрмар районне кĕрет.

Паллă çынсем

Çак ялтан тухнă чăваш культурин ĕçченĕсем:

Кунта ĕçленĕ

Вуламалли

Каçăсем