Элле Кузьма Васильевич

Элле Кузьма Васильевич (1896 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ, Шăхаль, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1974, Гомель[d], Беларуҫ Совет Социализмла Республики[d], СССР) — чăваш историкĕ, этнографĕ, педагогĕ, халăх пултарулăхне пухаканĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăлӑх ĕçченĕ (1966)[1].

Кун-çулĕ

Кузьма Элле 1896 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хусан кĕпӗрнин Çĕрпӳ уесĕнчи Шăхаль (халь Вăрмар районĕ) ялĕнче çуралнă[1].

Ялти земство шкулĕнче, Тăвайри икĕ класлă училищĕре, Гурий святитель тăванлăх шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче, Хусанти педагогика институтĕнче(выр.)чăв. вĕреннĕ. 1917–1921 çулсенчи Граждан вăрçине хутшăннă, Колчака хирĕç çапăçнă[2].

1922–1930 çулсенче тĕрлĕ шкулта, педтехникумра ачасене вĕрентнĕ. Каярах виçĕ çул Ленинградра аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1933–1935 çулсенче Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ, институт вулавăшĕн пуçлăхĕ пулнă[1].

1942 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ (теми — «Чăвашсен кун-çулĕпе чĕлхи»)[1].

1944–1948 çулсенче Чăваш Республикин археологипе этнографи карттине туса хатĕрленĕ. Унта тăватă пин ытла тĕрлĕ палăка палăртса хăварнă (чӳк, киремет вырăнĕсем, йăласемпе çыхăннă ытти тăрăхсем), карттăпа пĕрле справочник каталогне тунă[1].

1937 çултан пуçласа мĕн виличченех К. В. Элле СССРти тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕнче, çав шутра Одессăри педагогика, Артемьевскри вĕрентекенсен, Гомельри педагогика институтĕнче аслă преподавательте, доцентра, кафедра заведующийĕнче ĕçленĕ[2].

1966 çулта унăн ăслăлăх ĕçĕсене шута илсе Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ ятне панă[1].

1974 çулта Гомель хулинче çĕре кĕнĕ[1].

Пултарулăхĕ

К. В. Элле анлă тавра курăмлă çын пулнă. Унăн эткерĕ: «Акатуй» ятлă кĕнеке (1935), чăваш этнографийĕпе, фольклорĕпе çыхăннă 42 ăслăлăх ĕçĕ, икĕ пин ытла ваттисен сăмахĕпе каларăш, виçĕ пин тупмалли юмахпа пин ытла сăнав, виç çĕр ытла юмах, халăх юррин тăхăр пин куплечĕ. Мĕн пур пичетленмен эткерĕ Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче упранать[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Элле Кузьма Васильевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Элле Кузьма Васильевич. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Артемьев, Ю. М. Элле Кузьма Васильевич // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 681.
  • Артемьев, Ю. М. Элле Кузьма Васильевич // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 536.
  • Худяков, М. Г. Кузьма Васильевич Элле // Ученые записки Чувашского НИИ. — Чебоксары, 1964. — Вып. XXV. — С. 286-296.