Ассакасси (Шупашкар районӗ)
Урăх пĕлтерĕшĕсене Ассакасси (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
| Ял-хула | |
| Ассакасси | |
|---|---|
| | |
| 56°03′27″ с. ш. 47°15′39″ в. д.GЯO | |
| Патшалӑх |
|
| Халӑх йышӗ | |
| Халӑх йышӗ |
|
| Цифра идентификаторӗсем | |
| Почта индексӗ | 429903 |
| ОКТМО кочӗ | 97544000347 |
| ОКАТО кочӗ (2014 ҫулччен) | 97244844002 |
|
|
|
Ассакасси (выр. Асакасы) — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял, Лапсар ял тӑрӑхӗ йышӗнче вырнаҫнӑ.
Тавралăхĕ
Ял Лапсар ҫырми хӗрринче вырнаҫнӑ. Ялӑн кӑнтӑр енче Чулсӑр пуҫ ятлӑ ҫырма пур[2].
Ял Шупашкартан 2 ҫухрӑмра, район центрӗ шутланакан Кӳреҫрен 9 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцийӗ таран 2 ҫухрӑм[3].
Историйӗ
Яла Лапсар ял ҫыннисем (хут ҫинче Янымово ятпа ҫырнӑ) никӗсленӗ. 1793 ҫулхи карттӑ ҫинче ҫак яла Карачура ялӗнчен тухнӑ ҫынсем никӗслени ҫинчен палӑртнӑ[4]. 1894 ҫулхи карттӑ ҫинче ҫавӑн пекех хальхи Ассакасси ялӗ вырӑнӗнче, тӗп ял ячӗпе пӗрлех Ҫӗньял ялне кӑтартнӑ[5]. 1912 ҫулхи карттӑ ҫинче вӑл яла Иккӗмӗш Ҫӗньял тесе палӑртнӑ[6]. Каярахпа ку ял ячӗ курӑнмасть.
XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ял Шупашкар уесӗн Шупашкар вулӑсне кӗнӗ. Кайран Шупашкар районне пӑхӑнма пуҫланӑ[2].
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫатра-Лапсар ял канашне кӗнӗ, 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен — Лапсар ял канашне, 1939 ҫултан — Ҫатра-Лапсар ял канашне, 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчен — Лапсар ял канашне. 1991 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен Лапсар ял администрацине пӑхӑннӑ[2].
1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Вӗсем тыр-пул ӳстернӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ, ал ӗҫӗпе аппаланнӑ, чӑпта ҫапнӑ, ют ҫӗре кайса ӗҫленӗ[2].
1920-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялта ҫил арманӗ тата шыв арманӗ пулнӑ. 1931 ҫулта «Ударник» колхоз йӗркеленӗ, 1950 ҫулта вӑл Крупская ячӗллӗ колхозпа пӗрлешнӗ, 1959 ҫулта «Шупашкар чӑх-чӗп хапрӑкӗ» совхоз йышне кӗнӗ[2].
Халӑх йышӗ
1795 ҫулта ялта 10 кил пулнӑ, 1858 ҫулта 31 арҫын, 30 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1897 ҫулхи ҫырав ялта 41 арҫын, 53 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1926 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн ялта 52 кил пулнӑ, 112 арҫын, 114 хӗрарӑм пурӑннӑ; 1939 ҫул тӗлне халӑх йышӗ чакнӑ: 101 арҫын, 128 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1979 ҫулхи ҫырав ялта 99 арҫын, 141 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1989 ҫулта ялта 71 арҫын, 92 хӗрарӑм пурӑннӑ. 2002 ҫулхи ҫырав ялта 69 кил пулнине, пурӗ 186 ҫын пурӑннине (97 арҫын, 89 хӗрарӑм) палӑртнӑ. 2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 96 арҫын, 85 хӗрарӑм пурӑннӑ[3].
| 2002[7] | 2010[8] | 2012[9] | 2020[10] |
|---|---|---|---|
| 186 | ↘181 | ↗194 | ↘152 |
Паллӑ ҫыннисем
- Абрамова Людмила Васильевна (1949 ҫ.ҫ.) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ;
- Александрова Елена Викторовна (1937 ҫ.ҫ.) — ветеринар;
- Максимова (Капитонова) Татьяна Вениаминовна (1950 ҫ.ҫ.) — агроном;
- Трифонов Леонид Павлович (1948 ҫ.ҫ.) — артист, режиссёр.
Транспорт
Яла асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарнӑ. Ялти урама та асфальт сарнӑ.
Ял Шупашкар хулине кӗрекен Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑран кунта чылай вырӑнтан автобуспа ҫитме пулать.
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Энциклопедия Чебоксарского района : Асакасы (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 73. — 505 с.
- ^ ПГМ Чебоксарского уезда Казанской губернии (выр.). Это место. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Карта Чебоксарского уезда Казанской губернии 1894 года (выр.). Это место. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Карта Чебоксарского уезда 1912 года (выр.). Это место. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
- ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 73. — 505 с.
Каҫӑсем
- Энциклопедия Чебоксарского района : Асакасы (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
Лапсар ял тăрăхĕнчи ял-хуласем |
|
|---|---|
Ҫатракасси ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Карачура | Çатракасси | Лапсар | Чӗркаш | Ассакасси | Ҫӗньял | Хӗрлӗ Ҫыр |