Бардасова Васса Трофимовна
Ҫын пирки | |
Бардасова Васса Трофимовна | |
Çуралнă вăхăт | 1905 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2004 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ (99 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх |
Бардасова Васса Трофимовна (1905 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ, Аркасси, Шупашкар районӗ — 2004 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ, Шупашкар) — нумай ҫул пурӑннӑскер.
Кун-ҫулӗ
13 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вӗсен пурнӑҫӗ тифа пула татӑлнӑ. Тӑлӑха ашшӗн пиччӗшӗ хӑйӗн килне илнӗ[1].
16 ҫул тултарсан Петр Елизарова качча тухнӑ. Часах ача ҫуралнӑ, анчах вӑл нумай пурӑнайман, ҫулталӑк тултараймасӑрах вилнӗ. Хуйха манас тесе ҫамрӑк мӑшӑр тӑван сӗре пӑрахса Ҫӗнҫӗпӗр облаҫне тухса кайнӑ. Кунта вӗсем пӗчӗк пӳрт лартса вӑрман касас ӗҫе хутшӑннӑ. Кунта мӑшӑрӗпе телейлех пурӑнайман — Пётр арӑмне улталанӑ, пӗрре юханшывра путарма та хӑтланнӑ. 1940 ҫулта Петр Елизаров чирлесе вилнӗ, Васса тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ[2].
1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Сосновка посёлокне повар пулма мобилизациленӗ, унта вӑл саппасри 14-мӗш стрелоксен бригадине лекнӗ. Кайран госпитальте санитаркӑра тӑрӑшнӑ[3].
1945 ҫулта Николай Сергеевич Бардасовпа (1991 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ) мӑшӑрланнӑ. Унччен малтан вӑл Васса ӗҫленӗ госпитале йывӑр аманса лекнӗ пулнӑ[2].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарти мунчапа прачечнӑй трестӑн 10-мӗш мунчинче ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех «симӗс пасарти» пӗр лавккара та ӗҫленӗ унта вӑл ҫӑматӑ, атӑ-пушмак сутӑҫи пулнӑ[1].
Тӑванӗсем
Ашшӗпе амӑшӗ 1918 ҫулта тифпа чирлесе вилнӗ. Шӑллӗ, Михаил, пӗчӗккӗ чухне пӑр ҫинче ярӑнса пуҫпа пӑр ҫине ҫапӑннӑ та пуҫ мимине чӗтретнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кунтан вилнӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 83. — 505 с.
- ^ 1, 2, 3 Ксенофонтов, Г. Н. Долгожители Чувашии : [очерки, статьи] / Герман Ксенофонтов ; [предисл. А. И. Ухтиярова]. — Чебоксары : Новое Время, 2009. - 703 с. — 424-426 с.
- ^ http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1740.html
Вуламалли
- Ксенофонтов, Г. Н. Долгожители Чувашии : [очерки, статьи] / Герман Ксенофонтов ; [предисл. А. И. Ухтиярова]. — Чебоксары : Новое Время, 2009. - 703 с. — 424 с.
Каҫӑсем
- Бардасова Васса Трофимовна («Энциклопедии» сайт) (выр.)