Анисимов Василий Анисимович

Анисимов Василий Анисимович (чӑн ячӗ — Василий Онисимович Афанасьев) — (1878, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗ, Элекҫей Тимеш ялӗ, Теччӗ уесӗ (халь Чӑваш Республикин Елчӗк районӗ), Хусан кӗперни1939, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ, Мускав) — патшалӑх деятелӗ, социал-демократ.

Пурнӑҫӗ

1878 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Теччӗ уесӗнчи Элекҫей Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. 1898 ҫулта Хусанти учительсен семинарийӗнче тулли программӑпа экзамен тытса 4 ҫул Самар кӗпӗрнинчи Пӗкӗлме уесӗнчи Ҫӗнӗ Кувак ялӗнчи шкулта ӗҫленӗ. 1906 ҫулта Хусанти учительсен институтне вӗренсе пӗтернӗ. 1902-1921 РСДРП (меньшевиксен) членӗ. РСДРП Лондонра иртнӗ 5-мӗш съезчӗн делегачӗ. Раҫҫей империйӗн II Патшалӑх Думин депутачӗ, социал-демократсен фракцийӗн пайташӗ. 1906 ҫулта Кузнецк хулинче социал-демократсен ушкӑнне йӗркеленӗ. 1907 ҫулта суд 5 ҫула каторгӑна яма, ун хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхе ссылкӑна ӑсатма йышӑннӑ. 1912 ҫултанпа Иркутск ҫывӑхӗнчи Усолье ялӗнче поселенире пураннӑ. Байкал леш енчи кооперативсен пӗрлӗхӗн правленийен секретарӗнче ӗҫленӗ. 1914-1915 ҫулсенче вӑрҫа (хӳтӗлеве) хирӗҫле журналсем кӑларма хутшӑннӑ. 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Петрограда таврӑннӑ, Петроград хулин ӗҫ тӑвакан комитетне суйланнӑ, бюро членӗ пулнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри рабочи тата салтак депутатсен 1-мӗш съездне хутшӑннӑ. Пирвайхи ВЦИК пайташӗ. 1918-1924 ҫулсенче Ҫӗпӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ: Иркутскри меньшевиксен "Наше дело" хаҫачӗн сотрудникӗ, Учредительнӑй Пуху членӗ, Инҫет Хӗвелтӳхӑҫ Республикин промышленность министрӗ. 1921 ҫулхи юпа уйӑхӗнче меньшевиксен партийӗнчен тухнӑ, ун хыҫҫӑн нихӑш партине те кӗмен. Инҫет Хӗвелтухӑҫ Республики РСФСР-па пӗрлешсен ӑна "Дальлес" (Владивосток хули) трестӑн правленийӗн председательне лартнӑ. 1925-1939 ҫулсенче Мускавра ӗҫлесе пурӑннӑ: РСФСР ВСНХ экономика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, "Фанератрест" правленийен пайташӗ, "Экспортлес" трестӑн управляющийӗ. 1937 ҫулта репрессиленӗ. 1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. 1939 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ.

Асӑрхаттарусем

Вуламалли

1. Клементьев, В. Н. Анисимов Василий Анисимович / В. Н. Клементьев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 109. 2. Чернов, П. Н. Анисимов Василий Анисимович / П. Н. Чернов // Чувашская Республика. Яльчикский район. — Чебоксары, 2005. — С. 19. 3. Чернов, П. Н. Анисимов Василий Анисимович / П. Н. Чернов // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 32.

Категорисем