Батуров Михаил Васильевич
Михаил Васильевич Батуров (1857—?) — хресчен, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кӗпӗрни депутачĕ.
Биографи
1857 çулта Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Лайăш уесĕн Анатăш вулăсĕнчи Ашняк салинче çуралнă[1][2]. 8 çулта тăлăха тăрса юлнă, ыйткаласа çӳренĕ. Пуçламăш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Лейб-гвардире хĕсметре тăнă. Вырăс-турккă вăрçине хутшăннă. Вăрçă хыççăн пĕрлĕх ĕçĕсемпе хăтланнă.
1907 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче II чĕнĕвĕн Патшалăх думин депутачĕ пулса тăнă. Ĕçлев ушкăнне тата Хресченсен пĕрлешĕвĕнче кĕнĕ. Думăра Аграри комиссинче ĕçленĕ.
Думăна салатса ярсан хресченсене пăлханма чĕннĕшĕн 1907 çулхи çĕртме уйăхĕнче аресленĕ.
Литература
- Боиович М. М. Члены Государственной думы (Портреты и биографии). Второй созыв. М.: Тип. Товарищества И. Д. Сытина. 1907. С. 109.
- Государственная дума Российской империи: 1906-1917. Б.Ю. Иванов, А.А. Комзолова, И.С. Ряховская. Москва. РОССПЭН. 2008. 2016 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. C. 41.
Архив
- Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 33; Дело 551. Лист 9.
Асăрхавсем
- ^ В Тутарстанра Русский Ошняк сали пур, çавăн пирки, калаçу ĕнтĕ.
- ^ Русский Ошняк и Брынка: от дворцовых крестьян до лишений НЭПа и героев войны