Мусин Гумер Мусич
Гумер Мусич Мусин (1854—?) — мулла, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кӗпӗрнин депутачĕ.
Биографи
Тутар, ислам тĕнне тытса пурăннă. Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Теччӗ уесӗн Шомбулыгча вулăсĕнчи Болын-Балыкчы (халĕ Булым-Булыхчи) ялĕнче çуралса пурăннă. Ялти медресере вĕренсе тухнă. Çарта хĕсметре тăнă, фельдфебель чинĕпе киле таврăннă. Мулла пулса тăрăшнă, вулăсра асли пулнă.
Литература
- Усманова Д. М. Мусульманские представители в Российском парламенте, 1906-1917. Казань, 2005.
Архив
- Национальный архив Республики Татарстан. Фонд 199. Опись 1. Дело 445;
- Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 284; Дело 551. Лист 9 оборот.
Каçăсем
- Боиович М. М. Члены Государственной думы (Портреты и биографии). Второй созыв. М.: Тип. Товарищества И. Д. Сытина. 1907. С. 113.
- Усманова Д. М. МУСИН Гумер Мусич. // Государственная дума Российской империи: 1906—1917. Б. Ю. Иванов, А. А. Комзолова, И. С. Ряховская. Москва. РОССПЭН. 2008. 2020 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ. C. 384.