Пупин Пётр Степанович
Пупин Пётр Степанович (1954 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ, Тӗмер, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (1990), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1954 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Тӗмер ялӗнче ҫуралнӑ. Елчӗк районӗнчи Тӗмер тулли мар вӑтам шкулӗнче тата Ҫирӗклӗ шӑхалӗнчи вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1981 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974—1976 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ, саппасри аслӑ лейтенант. Аслӑ шкул хыҫҫӑн тӑван районти «Колхоз ялавӗ» (1997 ҫултанпа — «Елчӗк Ен») хаҫата ӗҫе вырнаҫнӑ, пӗтӗм ӗҫ биографийӗ ҫак хаҫатпа ҫыханнӑ:
- корреспондент (1981),
- яваплӑ секретарь (1981—2004),
- тӗп редактор (2004—2021).
2004—2007 ҫулсенче пӗр вӑхӑтрах Чӑваш Республикин «Елчӗк издательство ҫурчӗ» патшалӑх унитарлӑ предприятин директорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Обществӑлла ӗҫсем
- Алексеев Н. А. чылай вӑхат Елчӗк районӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн райкомӗн ертӳҫи пулнӑ.
- 1991—1994 тата 2000—2006 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн рескомӗн пайташӗ пулнӑ.
Ҫутатакан ыйтусем
Ытларах ҫак ыйтусемпе ҫырнӑ:
- физкультурӑпа спорт аталанӑвӗ,
- ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парасси,
- тӑван таралӑха, историе тӗпчесси — таврапӗлӳ,
- районти хуҫалӑхсен ӗҫӗ-хӗлӗ.
Алексеев Н.А. пуҫарнипе «Елчӗк Ен» хаҫатра ҫакнашкал ятарлӑ страницӑсем кун ҫути курма пуҫланӑ:
Кӗнекесем
Алексеев Н. А. «Елчӗк районӗ. Кӗске энциклопедийӗ» (Яльчикский район. Краткая энциклопедия, 2007) кӗнекен авторӗсенчен пӗри. Унӑн хӑйӗн тӑван ялӗн историйӗпе ҫырнӑ ҫакӑн пек кӗнекисем кун ҫути курнӑ:
- Алексеев, Н. В. Тӗмер чиркӗвӗ / Н. В. Алексеев. — Елчӗк : Издательство ҫурчӗ, 2006. — 55 с.;
- Алексеев, Н. В. Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем : [аса илӳсем] / Н. В. Алексеев. — Елчӗк , 2012. — 1-мӗш кӗнеке. — 111 с., [6] л. ил. с.;
- Алексеев, Н. В. Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем : [аса илӳсем] / Н. В. Алексеев. — Елчӗк , 2016. — 2-мӗш кӗнеке. — 414 с., 111 с., [6] л. ил. с.;
- Алексеев, Н. В. Тӗмер ялӗн салтакӗсем / Н. В. Алексеев — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 227 с., [4] л. ил. с.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ[1] (2010);
- «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравне ирттерме хустар хутшӑннӑшӑн» медаль;
- «Раҫҫей профсоюзӗсене 100 ҫул» юбилей медалӗ (2005);
- Чӑваш Республикин Хисеп грамоти (2003);
- Раҫҫей Федерацийӗн Культура тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамоти (2007);
- Раҫҫей культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп грамоти (2005, 2007);
- Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт министерствин Хисеп грамоти (1999);
- Чӑваш Республикин Информаципе пичет министерствин Хисеп грамоти (1997);
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти.
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 20. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
- Кӗнекере — паттӑрсен ячӗсем : [Николай Алексеевӑн «Тӗмер ялӗн салтакӗсем» кӗнеки ҫинчен] // Елчӗк ен. — 2020. — 16 ҫу. — С. 2 : ӳкерчӗк;
- Петрова, Е. Г. Хаҫат пурнӑҫӗпе пурӑннӑ / Е. Г. Петрова // Елчӗк ен. — 2020. — 18 кӑрлач. — С. 2, 8 : сӑн ӳкерчӗк;
- «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» : [«Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче Николай Васильевич Алексеевӑн «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятпа кӗнеке пичетленсе тухни ҫинчен] // Елчӗк ен. — 2013. — 12 кӑрлач. — С. 1;
- Тимофеев, А. А. Пархатарлӑ ӗҫ, сумлӑ парне / А. А. Тимофеев // Елчӗк ен. — 2016. — 5 ҫу. — С. 4 : ӳкерчӗк;
- Ял ҫинчен, унӑн ҫыннисем ҫинчен // Елчӗк ен. — 2016. — 19 чӳк. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк;
- Малышкин, Н. Ф. Алексеев Николай Васильевич / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 26.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%B0%D0%BB%D0%B5%D0%BA%D1%81%D0%B5%D0%B5%D0%B2-%D0%BD%D0%B8%D0%BA%D0%BE%D0%BB%D0%B0%D0%B9-%D0%B2%D0%B0%D1%81%D0%B8%D0%BB%D1%8C%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87-%D0%B6%D1%83%D1%80%D0%BD%D0%B0%D0%BB%D0%B8/?ysclid=m200k9ig9g902836848
- https://ok.ru/s.novoetin/topic/68620402663574
- https://gov.cap.ru/sitemap.aspx?id=182845&gov_id=536&ysclid=m200yhri5s333122526
- https://cheboksari.bezformata.com/listnews/alekseev-prezentoval-novuyu-knigu/52476790/?ysclid=m200zv88u4894273733
- https://digital.cap.ru/news/2016/12/20/Nikolayu_Alekseevu_prisvoeno_pochetnoe_zvanie_Zasluzhennij_rabotnik_kuljturi_Chuvashskoj_Respubliki?ysclid=m20158rs62929934991