Трофимов Прохор Трофимович
Трофимов Прохор Трофимович (1908 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Анаткас (Красноармейски районӗ)|Анаткас, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1991 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ) — совет саманин ҫарпа политика ӗҫченӗ, чӑваш ҫыравҫи, публицисчӗ.
Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн членӗ (1966), СССР Писательсен пӗрлӗхӗн членӗ (1982), Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Советсемпе финн хушшинчи тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑскер, полковник, комиссар.
Кун-ҫулӗ
Ӑҫтан тухни
1908 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Анаткас ялӗнче ҫуралнӑ, ялти шкултан вӗренсе тухнӑ.
1922—1923 ҫулсенче Шупашкар хулинчи облаҫри II ступеньлӗ парти шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, Етӗрне уесӗн Ҫамрӑксен Коммунистсен союзӗн комитет членӗ, комсомолӑн Чӑваш Сурӑм вулӑс комитечӗн секретарӗ.
1929 ҫулта Мускаври И. В. Сталин ячӗллӗ Тухӑҫри ӗҫҫыннисен коммунистсен университетӗнчен вӗренсе тухнӑ та Мускаври Н. К. Крупская ячӗллӗ коммунистла воспитани академийӗн аспирантурине вӗренме кӗнӗ.
1929—1930 ҫулсенче Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче парти ӗҫӗнче — ВКП(б) РК завагитпропӗ, 1930—1931 ҫулсенче — Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑваш парти шкулӗн преподавателӗ.
1932 ҫултанпа Хӗрлӗ Ҫарта. 1934—1940 ҫулсенче шурӑ финнсемпе вӑрҫнӑ чухне фронтра 143-мӗш стрелоксен дивизийӗн политотдел пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. 1940 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен — Баку хулинчи зенитлӑ артиллери полкӗн комиссарӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫламӑшӗнчен вӑл вӗҫленичченех тӗрлӗ фронтсенче ҫапӑҫнӑ, Берлин таран ҫитнӗ.
1941 ҫулта дивизи комиссарӗ пулса Крымри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулта Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусенче стрелоксен полкӗ комиссарӗ, полк командирӗн политпай енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
1943 ҫулхи ҫулла Орел патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, кӗркунне Украинӑн сылтӑм ҫыранне ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи ҫулла Беларуҫе ирӗке кӑларнӑ.
Вислӑпа Одер операцинчи ҫапӑҫусене тата Берлина ҫавӑрса илмелли ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.
157-мӗш стрелоксен дивизийӗн 384-мӗш стрелоксен полкӗн командирӑн политика пайӗпе ӗҫлекен ҫумӗн, Трофимов П.Т. майорӑн, чыслав хутӗнчен:
Трофимов юлташ Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче тата нимӗҫсен фашистла захватчикӗсене ҫавӑрса илнӗ ушкӑна пӗтерес тӗлӗшпе хӑйне пирӗн большевиксен партипе социализмла тӑван ҫӗршывӑн ҫирӗп ывӑлӗсенчен пӗри пек кӑтартнӑ.
Трофимов юлташ Ельшанкӑри хирӗҫ тӑракан вырӑна тӗп тунӑ ҫапӑҫура хӑйне хӑюллӑ, нимрен хӑраман, паттӑр пек кӑтартнӑ. Ельшанкӑшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче Трофимов юлташ хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе, хӑюллӑхӗпе боецсемпе командирсене ҫар задачине пурнӑҫлама ертсе кайнӑ. Ҫак ҫапӑҫусене пула Ельшанка вырӑна тӑшманран тасатма май килнӗ, ҫитменнине ҫӗр-ҫӗр тӑшмана тыткӑна илме пултарнӑ.
Дивизи политпайӗн начальникӗ Новиков майор.
1943 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи 64-мӗш армин командующийӗн хушӑвӗпе Прохор Трофимовича Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.
Икӗ хут ҫӑмӑл аманнӑ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Вӑрҫӑ вӗҫленсен бронетанк тата зенитлӑ артиллери бригадисен политпай пуҫлӑхӗ пулнӑ.
1951 ҫулта Мускавра Аслӑ ҫарпа политика курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ, 1951 ҫултан пуҫласа 1963 ҫулччен — Чӑваш АССР ДОСААФ Республика комитечӗн председателӗ.
1963 ҫултанпа литература ӗҫӗпе, публицистикӑпа хастар ӗҫленӗ, 1966 ҫулта ӑна СССР Журналистсен пӗрлӗхне илнӗ, 1976 ҫулта вӑл республикӑри Ҫемен Элкер ячӗллӗ журналистика премине тивӗҫнӗ, 1982 ҫултанпа СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулса танӑ.
Обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн членӗ, Пӗтӗм Союзри вӑрҫӑ ветеранӗсен канашӗн членӗ пулнӑ. 20 ҫул хушши обществӑлла пуҫару шайӗнче В. И. Ленин музейӗн пропагандисчӗ пулса ӗҫленӗ.
Пултарулӑхӗ
Малтанхи хайлавӗсем 1960 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Ялан тенӗ пекех унӑн хайлавӗсен тӗп сӑнарӗсем Сталинграда хӳтӗлекенсем пулнӑ; хайлавсенче вӑл реализмла документлӑ стильпе, факт материалӗ ҫине таянса, текста автобиографиллӗ элементсем кӗртсе Атӑл хӗрринчи тӗреклӗ хулана паттӑррӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа парать.
Вӑл ҫичӗ кӗнеке авторӗ: «Фронтри юлташсем» (1960), «Тумхахлӑ ҫулсем» (1967), «Атӑл хӗрринчен Берлина ҫити» (1965), «На огненной черте» (вырӑсла, 1985), «Сталинград ҫулӑмӗ» (пӗрремӗш кӗнеке — 1972 ҫулта, иккӗмӗш кӗнеке — 1976), «Сталинградцы» (вырӑсла, 1980,1988).
Хисепӗсем
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I степеньлӗ икӗ орден;
- виҫӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- «Хисеп палли» орден;
- вун пилӗк медаль:
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1945);
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1943);
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль (1945);
- «Берлина илнӗшӗн» медаль (1945);
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1945);
- «Ӗҫ ветеранӗ» медаль;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗ» медаль;
- «В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитни» медаль;
- РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ;
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1978)[1].;
- РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамоти[2];
- Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн тӑватӑ Хисеп хучӗ;
- С.В. Элкер ячӗллӗ Чӑваш АССР журналистсен пӗрлӗхӗн преми лауреачӗ (1976).
Ытти
П. Т. Трофимовӑн Н. В. Овчинников 1975 ҫулта ӳкернӗ портречӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче вырнаҫнӑ[3].
П. Т. Трофимовӑн хӑйӗн килти архивӗнчи хутсем (хайлавсен ал ҫырӑвӗсем, кӗнекесем, ӗҫлӗ ҫырусем, лекцисем, докладсем, фотодокументсем, фронтри тусӗсен асаилӗвӗсем тата ыт. те) «Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх архивӗ» РГУра упранаҫҫӗ[4].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1978 ҫулхи Чӑваш АССР Аслӑ Канаш президиумӗн хушӑвӗ.
- ^ Справка. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
- ^ П. Т. Трофимов портречӗ , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнчи копийӗ, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн сайчӗ
- ^ Центральный государственный архив общественных объединений Чувашской Республики. Путеводитель. 2004. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
Вуламалли
- В. А. Абрамов — Прохор Трофимович Трофимов, Чӑваш энциклопедийӗ
- А. Н. Тимуков — Трофимов Прохор Трофимович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 408.
- Трофимов Прохор Трофимович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии — Чебоксары, 2006. — С. 418—419.
- Трофимов Прохор Трофимович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии — Чебоксары, 2005. — С. 116.
Каҫӑсем
- З. А. Лукиянова — Прохор Трофимович Трофимов, Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх архивӗ
- Архив
- Наследие