Власова Роза Анатольевна
Власова Роза Анатольевна (1973 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Вӑрманкас, Красноармейски районӗ, Чӑваш АССР) — журналист, Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн пайташӗ (1996), Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (1999), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1973 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Красноармейски районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ҫуралнӑ. Красноармейски районӗнчи вӑтам шкулӗнчен веренсе тухнӑ (1990). Шкулта вӗреннӗ чухнех республикӑри ачасен «Пионер сасси» (халӗ — «Тантӑш») хаҫатпа ҫыхӑну тытнӑ, редакци ирттерекен конкурссене хутшӑнса пӗрре мар мала тухнӑ. Хаҫатӑн 1988 ҫулхи лауреачӗ. 1990 ҫулта 11-мӗш класс хӗрӗ «Ҫамрӑк журналист — 90» республика конкурсӗнче мала тухнӑ. 1990—1995 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалах университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренсе «Чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ» специальноҫне (квалификацийӗ — «Филолог, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ, журналист») алла илнӗ. Университетран вӗренсе тухсанах 1995 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Хыпар» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ.
1995—1997 ҫулсенче вӗренӳпе наука пайӗн корреспонденчӗ пулнӑ. 1997 ҫулта «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентне куҫарнӑ. 2004 ҫултан «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ. 2007 ҫултан — «Хыпар» хаҫатӑн журналист тӗпчевӗсемпе куҫарусен пайӗн корреспонденчӗ. 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен — хроникӑпа харпӑр корреспондентсен пайӗн редакторӗ. 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен — «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спорт пайӗн тишкерӳҫи[1].
Ятарлӑ страницӑсем
«Хыпар» хаҫатра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме хастар хутшӑнать, юлашки ҫулсенче хаҫатра пичетленсе пынӑ ҫак ятарлӑ страницӑсене вулакансем хапӑлласа йышӑннӑ:
- Тӗрлӗ професси ҫыннисем;
- Хам куртӑм!
- Журналист блокнотӗнчен;
- Мухтавлӗ ентешсем;
- Халах медицини;
- Тухтӑрпа канашлар-и?
- Вырсаникунхи тӗлпулу;
- Республика тантӑшӗсем;
- Хальхи саманан 100 паллӑ ҫынни;
- Арҫынпа хӗрарӑм;
- Шур аппа;
- Шурсухал сакки;
- Пӗчӗк ял шӑпи;
- тата ытти те.
Хисепӗсем
- Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1998)[2];
- Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2001, 2003);
- Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информполитика тата архив ӗҫӗн министерствин Хисеп грамоти (2006);
- Чӑваш Республикинчи Культура ӗҫченӗсен профсоюзӗн Хисеп грамоти (2009);
- Раҫҫей Федерацийӗнчи Журналистсен союзӗн Хисеп грамоти (2011);
- Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Н. В. Никольский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (2010);
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2014)[3];
- «2016 ҫул — Чӑваш Енри ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин дипломӗ (2016);
- Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ирттернӗ «Медицина — ман призвани» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫин дипломӗ (2019);
- Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2023)[4].
Вуламалли
- Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 70—71. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.