Именкасси (Красноармейски районĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Именкасси
Именкасси
Ялав Герб
Ялав Герб
55°47′ с. ш. 47°18′ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Чăваш Ен
Муниципаллă район Красноармейски
Ял тăрăхĕ Еншик Чуллă
Историпе географи
Чи малтан асӑнни 1774
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3:00
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ 439 ҫын (2006)
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем православсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 83535
Почта индексӗ 429240
ОКТМО кочӗ 97624460111
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97205873001
Номер в ГКГН 0141380
Карттӑна кӑтарт/пытар
Именкасси на карте
Именкасси
Именкасси

Именкасси (выр. Именево) — Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрекен ял.

Вăл Шупашкартан 45, Çĕрпӳрен 13 çухрăмра, Мăн Çавал хĕрринче вырнаçнă. 1923 çулччен Чирĕклĕ Именкасси ятлă пулнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра ялта 500 яхăн çын пурăнать. Кунта вăтам шкул, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ, библиотека пур. Хăй вăхăтĕнче Именкассинче Михаил Архангел чиркĕвĕ пулнă. Сыхланса юлман.

Ял ячĕ тутар чӗлхинчи имен ("юман") сăмахран йĕркеленнĕ. Историксем каланă тăрăх, Именкасси XII ĕмĕртех пуçланса кайнă. Кунтан куçса кайнă чăвашсем XVII - XVIII ĕмĕрсенелле Патӑрьел тăрăхне кĕрекен Именкасси ялне йĕркелесе янă.

1927 çулчен Ҫӗрпӳ уесӗн Чурачăк вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Çĕрпӳ районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Трак районне кĕнĕ. 1940 çулхи çурла уйăхĕн 16 ял Красноармейски районне кĕнĕ. 1962 çулхи раштавăн 20 яла Çĕрпӳ районне кĕртнĕ, 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Шачкин, К. Ф. Чиркӳллĕ Именкасси. Çулсем. Çынсем / К.Ф. Шачкин. - Шупашкар : Çĕнĕ вăхăт, 2007. - 144 с.
  • Шачкин, К. Ф. Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ / Константин Филиппович Шачкин. — Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. — 139 с.