Юрьев Михаил Иванович
Юрьев Михаил Иванович (хушма ячӗ — Нямань, (1910 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ, Çирěклě, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1980 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ, библиограф, журналист, куҫаруҫӑ, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1968), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[1].
Юрьев Элли Михайлович ашшӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1910 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мешӗнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗн) Ҫирӗклӗ Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарти тӗп чӑваш педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 1930-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен журналист ӗҫӗнче, ача-пӑча периодика кӑларӑмӗсен — «Пионер сасси», «Ҫамрӑк большевик» хаҫатсен, «Хатӗр пул» журналӑн — литература сотрудникӗ; «Чӑваш коммуни» хаҫат редакторӗн ҫумӗ (1991 ҫултанпа — «Хыпар»).
1946—1973 ҫулсенче – Чӑваш республикин радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗ, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакторӗн ҫумӗ, пай заведующийӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ, ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ.
Чӑвашла кӗнекесен, брошюрӑсен, чӑваш литератури ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа критика статйисен, «Кулине», «Ешӗл вӑй» пьесӑсен тата ыт. те авторӗ.
Тӗп ӗҫӗсем: «Ҫунатлӑ хӗр», «Европа чемпионӗ», «Писатели Советской Чувашии» биобиблиографи справочникӗ. Чăваш çыравçисем çинчен хыпар кĕнекине хатĕрленĕ. Ăна 1964, 1968, 1975, 1988 çулсенче пичетленӗ[2].
Ӗҫӗсем
- Юрьев, М. И. Ҫирӗп сывлӑхшӑн / М. Юрьев. — Шупашкар, 1933. — 57 с.;
- Юрьев, М. И. Ҫунатлӑ хӗр / М. Юрьев. — Шупашкар, 1952. — 60 с.;
- Нямань, М. Хаваслӑх : 12-16 ҫулхи ачасем валли : [сӑвӑсем] / М. Нямань ; редакторӗ Г. Краснов. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1932. — 35, [1] с.;
- Юрьев, М. И. Чӑваш чӗлхин грамматики : пуҫламӗш шкулӑн 4-мӗш класӗ валли. 4-мӗш пайӗ. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 52 с.;
- Юрьев, М. И. Писатели Советской Чувашии : биобиблиографический справочник / Михаил Юрьев, Зоя Романова. — Чебоксары, 1988. — 415 с.
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1968);
- «Хисеп палли» орден;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ https://chuvenc.ru/show_Person/4372&t=prsn (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Юрьев, Михаил Иванович (писатель; 24.10.1910-07.05.1980) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Крысин, П. Пӗрле ӗҫленӗ юлташа асӑнса / П. Крысин // Хыпар. – 2000. – 13 юпа.
- Крысин, П. Пурнӑҫпа тан утнӑ журналист / П. Крысин // Хыпар. – 2010. – 2 юпа. – С. 5, 11. – (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 9).
- Юман, А. Е. Асӑмри Нямань, Михаил Иванович : писатель арчинчен / А. Юман // Тӑван Атӑл. – 2009. – № 1. – С. 133-139.
- Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 510.
- Изоркин, А. В. Юрьев Михаил Иванович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 697.
- Юрьев (Нямань) Михаил Иванович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 91.
- Ялгир, П. Нямань (Юрьев) Михаил Иванович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 79.