Ҫу, 7
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1663 — Лондонра англин ватă Друри-Лейн театрĕ уҫӑлнӑ (капăрл.).
- 1744 — Елизавета Петровна хушӑвӗпе Раççейре айăпласа вĕлерессине пӑрахӑҫланӑ.
- 1883 — Виҫӗ тӗслӗ (шурă-сенкер-хĕрлĕ) ялав Раҫҫейӗн официаллӑ ялавӗ пулса тӑнӑ.
- 1895 — Петербургра вырӑс физикĕ тата электротехникĕ Александр Степанович Попов радио протовариантлӑ прибора кӑтартнӑ.
- 1904 — Раççей империнче латин шрифчĕпе (1864 ç. кĕртнĕ) усă курма чарнă йĕркене пăрахăçланă; Литвара Пичете тавăрнă кун евĕр уявлаççĕ.
- 1915 — «U-20» Германи шывай кимми Англин «Лузитани» пассажир карапне тапӑннӑ; 1198 пассажир вилнӗ.
- 1940 — Мускав патшалăх университетне М.В. Ломоносов ятне панă.
- 1946 — Токиора «Токио цусин когё» («Токиори телеçыхăну компанийĕ») компание никӗҫленӗ, каярах вăл «Sony» ятпа паллӑ пулса тӑнӑ.
- 2000 — Владимир Путин тупа туса официаллă Раççей Федерацин президенчĕн ӗҫ вырăнне йышӑннӑ.
- 2004 — Путин Владимир Владимирович Раççей президенчĕн ĕç вырăнне иккĕмĕш хут йышăннă.
- 2008 — Медведев Дмитрий Анатольевич Раççей президенчĕн ĕç вырăнне йышăннă.
- 2019 — Ҫӗнтерӳ диктанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Ҫӗнтерӳ кунне уявлассине халалланӑ тӗнчери ҫутӗҫ-патриотлӑх акцийӗ.
Çуралнă
- 1840 — Чайковский Пётр Ильич, паллă та пултаруллă кĕвĕçĕ.
Вилнĕ
- 1980 — Юрьев Михаил Иванович, сăвăçă, литература критикĕ, журналист, куçаруçă.