Ҫӗнтерӳ диктанчӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Ҫӗнтерӳ диктанчӗ (выр. Диктант Победы) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Ҫӗнтерӳ кунне уявлассине халалланӑ тӗнчери ҫутӗҫ-патриотлӑх акцийӗ. 2019 ҫултанпа «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Истори астӑвӑмӗ» проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттет[1].
Акци партнёрӗсем — Раҫҫей истори пӗрлӗхӗ, Раҫҫей ҫарпа истори пӗрлӗхӗ, «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсем» юхӑм, ҫавӑн пекех министерствӑсем, ведомствӑсем, патшалӑхӑн мар тата обществӑлла организацисем, патшалӑх корпорацийӗсем. Вӑй ведомствисем хастар хутшӑнаҫҫӗ: Хӳтӗлев министерстви, Росгварди, ШӖМ, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви.
Историйӗ
«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» пӗрремӗш хут 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унӑн тӗллевӗ Раҫҫей ҫыннисене тата ытти ҫӗршывсенче пурӑнакансене Раҫҫейӗн ҫар историне тӗпчессипе кӑсӑклантарасси пулнӑ[2].
Диктант Раҫҫейри 85 регионта тата 23 ют патшалӑхра 1 300 лапамра иртнӗ. Унта 9—90 ҫулсенчи 105 819 ҫын хутшӑннӑ[3].
Ҫакӑн хыҫҫӑн «Ҫӗнтерӳ диктантне» ҫулсерен ирттерме йышӑннӑ.
2020 ҫулта коронавирус пандемине тата ҫурхи карантина пула диктанта авӑнӑн 3-мӗшне куҫарнӑ.
2021 ҫулта мероприяти ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ.
2022 ҫулта «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» авӑнӑн 3-мӗшӗнче иртнӗ.
2023 ҫулта акци ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Унта РФ 89 регионӗнчен тата 46 ют патшалӑхран 1,8 млн ытла ҫын хутшӑннӑ. 923 пин ҫын ӑна куҫӑн майпа 21 пин ытла лапамра ҫырнӑ.
2024 ҫулта акци пӗрлӗхи кун — ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче — иртнӗ. Унта диктантпобеды.рф сайтра, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн пур регионӗнчи тата 61 ют патшалӑхри 28 пин локацире хутшӑнма май пулнӑ[4][5]. Пӗр пин ҫурӑ ытла лапама Хӳтӗлев министерствин, Росгварди, ШӖМ тата Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин ҫар чаҫӗсенче, подразделенийӗсенче, вӗренӳ заведенийӗсенче йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех аэропортсенче, пассажир самолёчӗсенче, чукун ҫул вокзалӗсенче, инҫе ҫула ҫӳрекен пуйӑссенче ыйтусене хуравлама май пулнӑ.
Оригиналлӑ текст (выр.)«Главная задача этой акции в том, чтобы сохранить связь поколений, защитить правду о Великой Отечественной войне, о решающей роли Красной армии и Советского Союза в разгроме гитлеровской Германии. В наши дни многие десятки тысяч российских солдат и офицеров, вооружившись знаниями о событиях прошлых лет и следуя примеру своих дедов и прадедов, с оружием в руках защищают рубежи нашей Родины, защищают нашу страну от неонацистского зла. Многие миллионы неравнодушных граждан России помогают фронту. И в этой связи „Диктант Победы“ — это не только просветительская, но и масштабная гражданская акция — один из способов выразить подчеркнуть связь и сопричастность к судьбе нашей страны»
«Ҫак акцин тӗп тӗллевӗ — ӑрусен ҫыхӑнӑвне упраса хӑварасси, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чӑнлӑхне хӳтӗлесси, Гитлер Германине аркатса тӑкнӑ чухне Хӗрлӗ ҫарӑн тата Совет Союзӗн татӑклӑ рольне кӑтартасси. Хальхи вӑхӑтра вун-вун пин Раҫҫей салтакӗсемпе офицерӗсем иртнӗ ҫулсенчи пулӑмсем ҫинчен пӗлӳпе хӗҫ-пӑшалланса тата хӑйсен аслашшӗсемпе мӑн аслашшӗсенчен тӗслӗх илсе алла хӗҫ-пӑшал тытса пирӗн Тӑван ҫӗршыв чиккисене хӳтӗлеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршыва неонацизм усаллӑхӗнчен хӳтӗлеҫҫӗ. Раҫҫейӗн миллион-миллион гражданӗ фронта пулӑшать. Ҫавна май «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» — ҫутта кӑларакан кӑна мар, анлӑ гражданла акци те — пирӗн ҫӗршывӑн шӑпипе ҫыхӑннине палӑртма пулӑшакан майсенчен пӗри».Сергей Нарышкин, Раҫҫей истори обществин председателӗ[6]
2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» Раҫҫейри тата тӗнчери 90 ытла ҫӗршыври 35 пин лапамра иртнӗ[7]. Истори тестне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки 25 ыйту кӗнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсем дипломсем, хаклӑ парнесем илнӗ, ҫавӑн пекех вӗсен 1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма май килнӗ[8]. Курск облаҫӗн правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта ҫар службин 94 ҫулти ветеранӗ, лётчикӗ, тыл ӗҫченӗ Виктор Шатохин хутшӑннӑ[9].
Ыйтусем
Ҫӗнтерӳ диктантне икӗ вариант кӗрет, кашнинче 25 ыйту. Хуравламалли вӑхӑт — 45 минут.
Ыйтусем тӗрлӗрен: текстра сиктерсе хӑварнӑ сӑмахсене лартмалла, вӑрҫа халалланӑ поэма авторне каламалла, илсе кӑтартнӑ сыпӑк тӑрӑх хула, пулӑм е вӑрҫӑ ӗҫӗсене хутшӑннӑ ҫын ятне палартмалла. Хӑш-пӗр ыйту Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ илемлӗ фильмсемпе тата монументсемпе ҫыхӑннӑ. Ют ҫӗршывсенче диктанта вырӑнпа ҫыхӑннӑ ыйтусем хушса пама пултараҫҫӗ.
Пӗлӗве тӗрӗслеме малтанах хатӗрленес тесен онлайн мелпе регистрациленмелле те акци сайтӗнче вырнаҫтарнӑ диктант йӗркелӳҫисен тренировка тесчӗсене тумалла[10]. Йӗркелӳҫӗсем хатӗрлемешкӗн Раҫҫей истори обществин материалӗсемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.
Конкретлӑ заданисем тестировани кунӗнче кӑна паллӑ пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2023 ҫулта ыйтусем Сталинград тата Курск ҫапӑҫӑвӗсемпе, Нюрнберг процесӗпе, Донбасса нимӗҫ фашисчӗсен оккупацийӗнчен ирӗке кӑларнипе тата Ленинград блокадинчен хӑтарнипе ҫыхӑннӑ.
2024 ҫулта диктант заданийӗсене Ленинграда тӗппипех ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине, совет ҫарӗсем СССР чиккисене тухнине, ҫыравҫӑ-фронтовиксен юбилейӗсене тата ытти асӑну датисене халалланӑ[11][12]. Ыйтусене 8 чӗлхене куҫарнӑ: акӑлчан, француз, испан, поляк, серб, монгол, китай тата грек. 25 ыйтӑва Раҫҫей истори тата Раҫҫей ҫарпа истори обществисен эксперчӗсем хатӗрленӗ. Вӗсенчен 20-шне пӗтӗмӗшле ҫарпа истори тематикине халалланӑ, 5-шӗ — регион тематикине[13].
Хутшӑмалли йӗрки
- Ҫӗнтерӳ диктанчӗ куҫӑн (акци лапамӗсенче) тата онлайн мелӗпе иртет.
- Диктанта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ӳсӗме тата гражданлӑха пӑхмасӑр.
- Дистанци мелӗпе хутшӑнмашкӑн акцин официаллӑ сайтӗнче харпӑр кабинетра регистрациленмелле. Регистрациленнӗ чухне ят-хушамата, хӑҫан ҫуралнине тата ӑҫта пурӑннине кӑтартмалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫакна ҫирӗплетекен смс килет.
- Теста онлайн ҫырнӑ чухне кӑтартӑва сайтра харпӑр кабинетра тӳрех пӗлме май пур. Ҫавӑн пекех харпӑр кабинетра хутшӑнаканнине тата ҫӗнтернине ҫирӗплетекен ятлӑ дипломсене уҫласа илме май пур.
- «Ҫӗнтерӳ диктанчӗн» регионти лапамӗсенче хутшӑнакансене уйрӑм идентификаци номерӗсем параҫҫӗ. 13-пӗлтерӗшлӗ номерсем кӑтартӑва пӗлме кирлӗ. Вӗсене лапамра диктант ҫырнӑ кун бланксемпе пӗрле параҫҫӗ[14].
- Регион лапамӗсенче куҫӑн тестировани пӗтӗмлетӗвӗсемпе пысӑк кӑтартусем илнӗ тата чи нумай балл пухнӑ абитуриентсем аслӑ шкулсене кӗнӗ чухне хушма балсене тивӗҫеҫҫӗ[15].
Почта марки
2024 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ диктантне» халалланӑ почта марки ҫаврӑнӑша тухнӑ. Ун ҫине историпе ҫутӗҫ акцийӗн эмблемине ӳкернӗ. Пӗрремӗш кунхи конвертсене хушса кӑларнӑ тата ятарлӑ гашени штемпельне хатӗрленӗ: Мускав, Волгоград, Мурманск, Пенза, Рязань, Тверь, Якутск тата Ярославль валли[16].
Хушма информаци
- 2023 ҫултанпа «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акципе килӗшӳллӗн «Ҫӗнтерӳ авточупӑвӗ» ретроралли иртет[17].
Ӑнлантарусем
- ^ Диктант Победы. Единая Россия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Анастасия Сивякова. Как принять участие в «Диктанте Победы» 26 апреля и где пройдет тестирование. РИАМО (18 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Всероссийский исторический диктант на тему событий Великой Отечественной войны «Диктант Победы» (выр.). волонтёрыпобеды.рф (3 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ «Диктант Победы» напишут в 58 странах мира. Россотрудничество (17 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Игорь Геращенко, Александр Хинштейн. Диктант Победы 2024: дата проведения, ответы на вопросы, официальный сайт, сертификат, регистрация, тема, результаты. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 61 страна, 28 тысяч площадок: «Единая Россия» в шестой раз провела «Диктант Победы». Единая Россия (26 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ В Белоруссии больше тысячи человек зарегистрировались на "Диктант Победы" (24.04.2025). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ «Диктант Победы» стартовал в 90 странах мира. Новости. Первый канал (выр.) (25 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ В Курской области 94-летний ветеран принял участие в "Диктанте Победы" (25.04.2025). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Диктант Победы – 2024. Российская государственная детская библиотека (22 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ "Диктант Победы" пишут на центральной площадке в Музее Победы в Москве (2024-04-26). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Акция "Диктант Победы". Моро-Орловская средняя общеобразовательная школа (18 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Михаил Дорофеев. Состоялась VI Международная историко-просветительская акция «Диктант Победы». Российское историческое общество (26 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ Как принять участие в «Диктанте Победы» 26 апреля и где пройдет тестирование. РИАМО (18 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 26 апреля 2024 года состоится ежегодная Международная просветительско-патриотическая акция «Диктант Победы». Российское историческое общество (16 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ 26 апреля в почтовое обращение вышла марка, посвящённая Международной историко-просветительской акции «Диктант Победы». rusmarka.ru (26 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
- ^ «Единая Россия» провела «Автопробег Победы» в Москве, Нижнем Новгороде и Севастополе (2026-04-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.