Петров Юрий Филиппович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Петров Юрий Филиппович
PetrovYF.jpg
Çуралнă вăхăт: ҫу, 19, 1936
Çуралнă вырăн: ССРС
Вилнĕ вăхăт: ҫурла, 24, 2012
Вилнĕ вырăн: Иваново
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: паразитологи
Ăсчах хисепĕ: РЯĂА академикĕ
Альма-матер: Санкт-Петербургри патшалăх ветеринари медицини институчĕ
Чыславсемпе премисем


«Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» II степеньлĕ орденĕ
Honoured Science Worker of the Russian Federation.png |}

Юрий Филиппович Петров — (Раççейри ялхуçалăх ăслăхĕсен академийĕн академикĕ (паразитоценологи, выльăхсен пĕрлехи чирĕсем тата экологи енĕпе паллă ăсчах.

Нумай çул хушши Д 220.029.01 диссертаци канашне ертсе пынă. Раççейри ялхуçалăх ăслăлăхĕсен академийĕн академикĕ (ВАК пайташĕ пулнă[1].

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Юрий Филиппович 1936 çулхи акан 19-мĕшĕнче Красноармейски районӗнчи Упи ялĕнче çуралнă.

Вăрнарти совхоз-техникумĕнче вĕреннĕ, Ленинградри ветеринари институчĕнчен вĕренсе тухнă.

Кокчетав облаçĕнчи “Арык-Балыкский” совхозра (1961–1962) тĕп ветеринари тухтăрĕ, Кокчетав облаçĕнчи ветеринари уйрăмĕн ертӳçин çумĕ (1962–1963), Чăваш республикин ветеринари лаборатори уйрăмĕн ертӳçи (1963–1964). Кайăксен чирĕсен ВНИИ аспиранчĕ (1964–1969), кĕçĕн ăслăх ĕçтешĕ (1969–1974).

Ивановори ялхуçалăх академийĕнче 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. ассистент (1974–1976), доцент (1976–1977).

Ивановори ялхуçалăх академийĕн 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. паразитологи кафедрин заведующийĕ (1977) пулса ĕçлет, институтри паразитологипе выльăхсен пĕрлешӳллĕ чирĕсем енĕпе ăслăлăх шкулĕн ертӳçи.

Çемье

Петров Вениамин Филипповичăн шăллĕ.

Хĕрĕ - Гудкова Алла Юрьевна, ветеринари ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.

Чысланисем

  • Раççей Федерацин ăслăлăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994),
  • К.И.Скрябин ятлă ылтăн медалĕ (1998),
  • ХХÇК-па ПРКЦ 7 ылтăн, 6 кĕмĕл, 5 йĕс медалĕсемпе тата 7 диплом.
  • Халăхсем хушшинчи информатизаци академийĕн академикĕ (1994),
  • Санкт-Петербургри патшалăх ветеринари медицина институчĕн хисеплĕ тухтăрĕ (2001).
  • 2-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывшăн хастар пулнăшăн орденăн медалĕ 2007 [2]
  • Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти 2006

Ăслăх ĕçĕсем

Паразитсене хирĕç ĕçе кĕртнĕ 12 препарат тунă çĕре хутшăннă.

500 ытла ăслăлăх ĕçĕсем пичетленĕ, çав хушăра 15 монографипе вĕренӳ кĕнеки. 30 автор свидетельствипе патент пур.

Паллă ĕçĕсем

  • Паразитоценозы и ассоциативные болезни сельскохозяйственных животных. — Л.: Агропромиздат, 1988.— 176 с.
  • Научно обоснованная система профилактики паразитарных болезней животных в хозяйствах Костромской области / Соавт.: А.Ю. Большакова и др.; Адм. Костром. обл. — Кострома, 1996. — 75 с./
  • Шмели — опылители сельскохозяйственных растений в теплицах / Соавт. В.И. Ащеулов. — Иваново, 2001. — 233 с.
  • Болезни шмелей / Соавт.: А.Ю. Гудкова, В.И. Ащеулов. — Иваново, 2003. — 107 с.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ивановăри ялхуçалăх академийĕ( ӗҫлемен каҫӑ)
  2. ^ Указ Президента РФ от 21 сентября 2006 N 1039 «О награждении государственными наградами Российской Федерации работников агропромышленного комплекса и перерабатывающей промышленности»

Вуламалли

  • Ял пурнăçĕ, Красноармейское, 20 декабря 2007, четверг. Ашшĕ-амăшĕ пилленипе( ӗҫлемен каҫӑ)

Каçăсем

Шаблон:РЯĂА академикĕ