Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумӗ

Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумӗ (выр. Вурнарский сельскохозяйственный техникум) — Чӑваш Республикинчи чи ватӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗри[1].

Историйӗ

Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумӗ (1-мӗш вӗренӳ корпусӗ) республикӑри чи ватӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗри шутланать, Ӑна 1920 ҫулта Шупашкарта вӑтам ял хуҫалӑх шкулӗ пек уҫнӑ. Техникум Александри чӑваш хӗрарӑм мӑнастирӗн никӗсӗ ҫинче вырнаҫнӑ[1].

1930 ҫулта ӑна выльӑх-чӗрлӗх тата ветеринари техникумӗ ят панӑ.

1968 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи «Родина» колхоза тата Вӑрнарти зооветтехникума пӗрлештерсе Вӑрнар совхоз-техникумне туса хунӑ[2][3].

РСФСР Ял хуҫалӑх министерствин 1792 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнчи 174-мӗш хушӑвне тӗпе хурса 1992 ҫулта Вӑрнар совхоз-техникумне Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумӗ ят панӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин 2000 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнчи 918-мӗш хушӑвӗпе 2000 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнчен Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумне федерацин вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан «Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумӗ» патшалӑх вӗренӳ учрежденийӗ туса хунӑ.

2010 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнчен «Вӑрнар ял хуҫалӑх техникумӗ» вӑтам професси пӗлӗвӗн федераллӑ патшалӑх вӗренӳ учрежденийӗн учредителӗ Раҫҫей Федерацийӗн Вӗрентӳпе наука министерстви шутланать.

2013 ҫулта техникума Вӑрнарти 29-мӗш професси училищипе пӗрлештернӗ.

Техникумран ял хуҫалӑх профильлӗ вӑтам звенори 17 пин ытла специалист вӗренсе тухнӑ.

Профессисем

  • Пӗтӗмӗшле строительство ӗҫӗсен маҫтӑрӗ[4];
  • Аш-какай тата аш-какай продукчӗсен технологийӗ (квалификаци — технолог)[4];
  • Автомеханик;
  • Машинӑпа трактор паркне пӑхса-юсаса тӑракан маҫтӑр;
  • Ветеринари (квалификаци — ветеринар)[4];
  • Экономика тата бухгалтер учечӗ (отрасльсемпе);
  • Повар, кондитер[4];
  • Аппаратпа программӑна йӗркелекенсем;
  • Пахчаҫӑ;
  • Каменщик.