Спасов Лука Семёнович
Спасов Лука Семёнович (1899 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ, Вӑтакас Трак, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни — 1955 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар, СССР) — Совет Союзӗн хуҫалӑх, патшалӑх тата ҫар ӗҫченӗ. Чӑваш АССРӗн Халӑх комиссарӗсен канашӗн председателӗ. Пӗрремӗш Тӗнче, Граждан, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ.
Кун-ҫулӗ
Ҫуралнӑ вырӑн
1899 ҫулта Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Красноармейски районӗнчи Липовка ялӗ) Вӑтакас Трак ялӗнче ҫуралнӑ[1].
Икӗ класлӑ училищӗрен (1914) вӗренсе тухнӑ. Етӗрне уесӗнчи казначействӑра вулӑс правленинче ҫыруҫӑ пулса ӗҫленӗ[1].
1916 ҫултанпа — хуҫалӑх, общество тата политика ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн — Канашӑн Упи вулӑс ӗҫтӑвкомӗн секретарӗ. 1918 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен — РКП(б) пайташӗ[1].
1919–1926 ҫулсенче РККА-ра хӗсметре тӑнӑ (1919–1922 ҫҫ. Анӑҫ фронтӗнче)[2].
1919 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна каллех Хӗрлӗ Ҫара чӗнсе илнӗ, унта вӑл 8 ҫул хушши хӗсметре тӑнӑ. Чӑваш Ене таврӑнсан пӗр вӑхӑт профсоюз ӗҫӗнче вӑй хунӑ.
Парти тата патшалӑх ӗҫӗнче
1927 ҫулта ӑна ВКП(б) Шупашкар хула комитечӗн секретарьне суйланнӑ. 1928–1931 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн ҫӗр ӗҫӗн халӑх комиссарӗ. Икӗ хут — 1931 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 1932 ҫулхи пуш уйӑхӗччен тата 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 1940 ҫулхи ака уйӑхӗччен — Чӑваш АССР Совнарком председателӗн вырӑнне йышӑннӑ[1] (урӑх даннӑйсем тӑрӑх Спасов Чӑваш АССР Совнарком Председателӗн вырӑнне 1931 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 1932 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗччен тата 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑннӑ[3]). 1932–1937 ҫулсенче — Чулхула (Чулхула крайӗн) облаҫӗн Канаш Ӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗ[1].
Ӑна СССР ЦИК пайташӗ пулма суйланӑ. 1937 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн 1-мӗш пухӑвӗн депутатне суйланнӑ. Чӑваш АССР депутатне суйланнӑ.
1938 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче[4] ӑна арестленӗ, РСФСР Пуҫиле кодексӑн 58 (7,8,11 пайӗсем) статьяпа айӑпланӑ, 1 ҫул та 8 уйӑх хушши тӗрмере ларнӑ[5], айӑплава тӑратнӑ материалсем ҫителӗксӗр пулнипе следстви ӑна айӑплавран хӑтарнӑ[4].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе ҫара кайма (СССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ май) ҫырӑннӑ[2] (урӑх даннӑйсем тӑрӑх — хӑй ирӗкӗпе 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ҫырӑннӑ[6]). 1941 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Быково ялӗшӗн пынӑ ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ[6][7]. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче — батальон комиссарӗ, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗн Ленин орденӗллӗ 1-мӗш стрелоксен гварди дивизин политпай инструкторӗ[6], 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче — аслӑ батальон комиссарӗ, 62-мӗш Сталинград фронтӗнчи ҫарӑн апат-ҫимӗҫ пайӗн политика енӗпе ӗҫлекен начальникӗн ҫумӗ[2], 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче — интендант службин гварди подполковникӗ, Пӗрремӗш Белоруҫ фрончӗн 8-мӗш Гварди ҫарӗн трофейсен пайӗн начальникӗ[7].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Библиографи
- Спасов Л. С. ЧАССР ялхуҫалӑхне юсаса ҫӗнетмелли мероприятисем. Облаҫри XIII конференцири доклад. Шупашкар: Чӑваш, ВКП (б) обкомӗ, 1929.
- Спасов Л. C. Колхоз строительствин ыйтӑвӗсем. Ҫурхи ака кампанийӗ пирки яла командировкӑна яракан актив канашлӑвӗнчи доклад. Шупашкар: ЧАССР Наркомзем изд., 1930.
- Спасов Л. C. Колхоз юхӑмӗ тата ял хуҫалӑх ҫӗкленӗвӗ: (Спасов Л. C. юлташӑн облаҫри партин XV конференцийӗнчи ВКП(б) обкомӗн бюровӗ ырланӑ доклад тезисӗсем. 1930 ҫ. ҫу, 23) Шупашкар, 1930.
- Спасов Л. С. 11 ҫул кӗрешӳ тата строительство. Л. Агаков ред. Шупашкар: Чувгиз, 1931.
Хисепӗсем тата чысланисем
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (икӗ хутчен: 1942, нарӑс; 1942, раштав) — нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешме палӑртнӑ Командованин фронтри заданийӗсене тӗслӗхлӗ шайра пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтрах паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн[6][2];
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1942, раштав)[7];
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденӗ (1944, авӑн)[7];
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ (1944, утӑ)[9];
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I степеньлӗ орденӗ (1945, ҫӗртме)[10];
- «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «Берлина илнӗшӗн» медаль;
- Польша медалӗсем.
Ун вӑхӑтӗнче пурӑнакансем хак пани
А. И. Терентьев таврапӗлӳҫӗ ҫапла ҫырнӑ[8]:
Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинче вӑл полковник пулнӑ, пирӗн Шупашкарти Совет Союзӗн Паттӑрӗпе, А. Н. Боголюбов генерал-полковникпа пӗрле пулнӑ. Лука Семёнович гражданкӑра строительство материалӗсен промышленноҫӗнче тӑрӑшнӑ, Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва разъездӗнче сланец рудникӗсенче шахта вырнаҫтарас ӗҫ тавра шухӑшланӑ.
Астӑвӑм
- Лука Спасов ячӗпе Шупашкарти Калинин районӗнчи пӗр урам (1991) хисепленет[4].
Ҫемйипе тӑхӑмӗсем
Хресчен хӗрне, Фёкла Леоновна Ляденковӑна, качча илнӗ. Каярахпа вӗсен виҫӗ ача ҫуралнӑ.
Мӑнукӗ (Клара хӗрӗн ачисенчен пӗри) — Партасова Наталия Юрьевна — Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ[11].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Симулин А.М. Спасов Лука Семёнович // Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ 1, 2, 3, 4 Спасов Лука Семенович, Орден Красной Звезды :: Документ о награде // «Память народа», pamyat-naroda.ru.
- ^ Клементьев В.Н. Совет народных комиссаров Чувашской АССР // Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ 1, 2, 3, 4 Улица Луки Спасова // Краеведческий ресурс «Чебоксары — тыловой город». // МБУК «Объединение библиотек города Чебоксары»
- ^ Списки жертв // БД «Жертвы политического террора в СССР».
- ^ 1, 2, 3, 4 Спасов Лука Семенович, Орден Красной Звезды :: Документ о награде // «Память народа», pamyat-naroda.ru.
- ^ 1, 2, 3, 4 Спасов Лука Семенович, Орден Отечественной войны II степени :: Документ о награде // «Память народа», pamyat-naroda.ru.
- ^ 1, 2 Чебоксары и чебоксарцы : Записки краеведа / А.И. Терентьев. — Чуваш. кн. изд-во, 1992. — 220 с. — ISBN 5-7670-0629-6.
- ^ Спасов Лука Семенович, Орден Отечественной войны I степени :: Документ о награде // «Память народа», pamyat-naroda.ru.
- ^ Спасов Лука Семенович, Орден Отечественной войны I степени :: Документ о награде // «Память народа», pamyat-naroda.ru.
- ^ Егоров Д. Е. Женщины-матери земли чувашской / Д.Е. Егоров; Под ред. Г. Н. Волкова; Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева. Музей материн. славы. — РГУП ИПК Чувашия, 2003. — Т. 3. — С. 181—182. — 276 с. — ISBN 5-94794-003-5. , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчи копийӗ
Каҫӑсем
- Спасов Лука Семёнович // 1898-1991 Коммунистсен партийӗпе Совет Союзӗн историйӗн справочникӗ, www.knowbysight.info.
- Патшалӑх тата политика деятелӗсем: Спасов Лука Семенович // «Культурное наследие Чувашии» портал, nasledie.nbchr.ru.
- Архив
- Симулин А.М. Спасов Лука Семенович // Чувашская энциклопедия. — 2011. — Т. 4 : Си—Я. — .
- «Открытый списокри» страница
- Статья
- Заметка