Иванов Герасим Иванович

Герасим Иванович Иванов (1905 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ, Тĕмер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1939 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, ГУЛАГ[d]) — совет саманин хуҫалӑх, патшалӑх тата политика ӗҫченӗ. ВКП(б) Чӑваш облаҫ комитечӗн 1-мӗш секретарӗ (1937—1938)[1].

Пурнӑҫӗ

1905 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Тӗмер ялӗнче (халӗ Тӑвай районӗ, Чӑваш Республики) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш. 1925 ҫултанпа ВКП(б) членӗ.

1922 ҫултанпа — хуҫалӑх, общество тата политика ӗҫӗнче. 1922—1939 ҫулсенче — Чӑваш ӗҫ коммунин Тӗмер вулӑсӗнче политика ҫутӗҫӗн организаторӗ, Чӑваш АССР-ӗнчи Ҫӗрпӳ уесӗнче комсомол ӗҫӗнче, ВКП(б) Йӗпреҫ тата Шупашкар район комитечӗсен яваплӑ секретарӗн ҫумӗ, Чӑваш АССР-ӗнчи ВКП(б) Тӗп Комитечӗн пропагандисчӗ, ВКП(б) Етӗрне район комитечӗн 1-мӗш секретарӗ, ВКП(б) Чӑваш облаҫ комитечӗн 1-мӗш секретарӗ[1].

1933—1937 ҫулсенче партин облаҫ комитечӗн пайне ертсе пынӑ. 1937 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — облаҫ комитечӗн иккӗмӗш секретарӗ, 1937 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — ВКП(б) Чӑваш облаҫ комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ. Ӗҫ вырӑнӗнчен хӑтарнӑ тата партирен кӑларнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн 1-мӗш пухӑвӗн депутатне суйланнӑ.

1938 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче аресленӗ. Контрреволюциллӗ национализм организацийӗнче тӑнӑ тесе айӑпланӑ. 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнче СССР Аслӑ сучӗн Ҫар коллегийӗ суд тунӑ. Персе пӑрахма йышӑннӑ.

1939 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Мускавра персе пӑрахнӑ[1].

Астӑвӑм

Пытарнӑ вырӑн: Мускав, Донской масарӗ. 1955 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче реабилитациленӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Иванов Герасим Иванович - Чувашская энциклопедия(паллӑ мар). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем