Коричев Сергей Андреевич
Сергей Андреевич Коричев (1890 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ, Мушар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1961 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ, Мускав) — политика тата патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш автономи облаҫӗн ӗҫтӑвкомӗн пуҫлӑхӗ (1921—1924), Чӑваш АССР Халӑх комиссарӗсен канашӗн (ХКК) председателӗ (1925—1926). Пӗрремӗш тӗнче, Граждан тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑскер.
Пурнӑҫӗ
1890 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енри Куславкка районӗ) Мушар ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
1902—1912 ҫулсенче Звенигово затонӗнче, «Дружина» акционерсен пӗрлӗхӗн баржинче матрос, пӑрахутсенче кочегар пулса ӗҫленӗ.
1912 ҫулта ӑна ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ, ҫапӑҫусенче виҫӗ хут аманнӑ. Хастарлӑхшӑн 4-мӗш степеньлӗ Таса Георгий хӗресӗпе чысланӑ. 1916 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Псковри прапорщиксен шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
1917 ҫулхи Нарӑс революцийӗ хыҫҫӑн 706-мӗш Галузийски пехота полкӗн комитечӗн пайташӗ, Хусан кӗпӗрне канашӗн пайташӗ пулнӑ.
1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Хусан кӗпӗрнинчи 2-мӗш Хресченсен съездӗнче Ӗҫтӑвком пайташне суйланӑ. 1918—1921 ҫулсенче РСФСР Нацкомӗ ҫумӗнчи Чӑваш уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, Мускавра вӑй хунӑ. 1919 ҫулта Тухӑҫ фрончӗн 2-мӗш ҫарӗн Реввоенсовечӗн политика уйрӑмӗ ҫумӗнчи чӑваш секцийӗн ертӳҫин ӗҫне тухса кайнӑ.
1920 ҫулта Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑ хыҫҫӑн Ӗҫтӑвком пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма хушнӑ. 1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 1924 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ таран Чӑваш автономи облаҫӗн ӗҫтӑвкомӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
1925 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗ таран — Чӑваш АССР Халӑх комиссарӗсен канашӗн председателӗ.
1926—1939 ҫулсенче Туркмени ССР ҫӗр ӗҫӗн халӑх комиссарӗн ҫумӗ, СССР ҫӗр ӗҫӗн Халӑх комиссариачӗн яваплӑ инструкторӗ, ҫу тата эфир культурисене ӳстерекен Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш АССР тивӗҫтерӳ халӑх комиссарӗ, Чӑваш АССРӑн ВЦИК Президиумӗ ҫумӗнчи представителӗ (1934 ҫултанпа) пулса вӑй хунӑ. 1930 ҫулта СССР ЦИК ҫумӗнчи марксизм курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ.
1945—1950 ҫулсенче — СССР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫтешсене тивӗҫтерекен управленийӗн пуҫлӑхӗ.
1950 ҫулта персоналлӑ пенсие тухнӑ.
Хисепӗсем
- 4-мӗш степеньлӗ Таса Георгий хӗресӗ (Раҫҫей империйӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (СССР);
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Личность, тесно связанная с чувашским краем (к 130-летию со дня рождения Коричева Сергея Андреевича (1890-1961). Государственный исторический архив Чувашской Республики (1 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Фёдоров Ф. Ф. Коричев Сергей Андреевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Коричев, Сергей Андреевич (государственный деятель; 13.10.1890—12.05.1961). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.