Юшунев Николай Лукич

Николай Лукич Юшунев (паспортри хушамачĕ - Лукин, 1895 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ [15-мӗшӗ], Енӗш Нӑрваш, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1942 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ, Сталинград[d], Волгоград облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш патшалăхĕн ĕçченĕ, Чăваш АССР ТĔК председателĕ (авăн, 1927—пуш, 1929). Виçĕ вăрçăна хутшăннă[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1911 çулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вĕренме кĕнĕ, 1916 çулта вĕçленĕ.

Çав çултах вырăс императорĕн çарне хĕсмете тăнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине кĕçĕн унтер-офицер чинĕнче хутшăннă. 1918 çулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тăнă. 1918 юпа уйăхĕнче РКП(б) пайташĕ пулса тăнă.

1918–1920 çулсенче — Çĕрпӳ уесĕн вăрçă комиссарĕ тата провизи комиссарĕ, уесĕн комсомолăн пĕрремĕш председателĕ.

1920 çулта, çуркунне, хăйĕн ирĕк кăмăлĕпе граждан вăрçин Тухăç фронтне тухса кайнă, рота командирĕ, кайран батальон командирĕ пулнă.

Граждан вăрçи вĕçленсен — дивизин кĕçĕн комйышĕн вĕрентӳçи.

1923–1925 — Енĕш Нăрваш шкулĕнче (Чăваш ĕç коммуни) ачасене пĕлӳ панă, кайран халăх çутĕçĕн уйрăмĕн ертӳçи пулса тăрăшнă. РКП(б) Çĕрпӳ уес комитечĕн секретарьне суйланă, 1926–27 – Шупашкар уесĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ.

1927 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1929 çулхи пуш уйăхне çити — Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ.

1929–1931 — Чăваш АССР-ĕн Пĕтĕм Раççейри Тĕп ĕçтăвакан комитечĕ çумĕнчи Элчĕлĕхĕн пуçлăхĕ. Каярах, 1931–1933 çулсенче Пĕтĕм Раççейри Тĕп ĕçтăвакан комитетĕнче инструктор вырăнĕнче ĕçленĕ.

1938 çулăн пуçламăшĕнче «буржуази националисчĕсене» пулăшаканĕ тесе айăпланă, ăна партирен кăларнă. Вара унăн Чăваш Енрен тухса кайма тивнĕ. Челепи облаçĕнче, каярах Сарăтура шкулсенче ĕçленĕ.

1933 çулхи юпа уйăхĕнченпе 1935 çулхи кăрлача çитиччен — Турин МТС политуйрăмĕн пуçлăхĕ, 1937 çулхи нарăс уйăхчен - Урал облаçĕнчи ПРКП(б) Турин райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ.

1937 çулăн нарăс уйăхĕнче Шупашкара чĕнсе илнĕ, тăван çĕршывра Чăваш АССР-ĕнчи ПРКП (б) ТК çумĕнчи партин контроль комиссин тивĕçлĕ ĕçтешĕн çумĕ пулса тăрăшнă.

1937 ҫулхине Чӑваш АССРӗнчен тухса кайма тивнӗ, Челепи облаҫӗнче, Сарӑтура шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă. 1942 çулта ҫулла хăйĕн ирĕкĕпех фронта тухса кайнă. Çапăçакан çар ретĕнче Сталинграда хӳтĕленĕ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуç хунă.

Ӗҫӗсем

  • Юшунев, Н. Колхозсем урлӑ хресчен пурнӑҫне ҫӗнетер / Н. Юшунев. — Мускав : СССР-ти Халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 55 с.;
  • Юшунев, Н. Колхозсенче ӗҫе организацилесси ҫинчен / Н. Юшунев. — Мускав : СССР-ти Халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 64 с.;
  • Юшунев, Н. Л. Ял советсен ӗҫне ҫӗнетер / Н. Юшунев. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1932. — 89 с.;
  • Юшунев, Н. Чувашская АССР / Н. Юшунев. — М. : Власть советов, 1933. — 70 с. : ил.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Петров, В. Н. Л. Юшуневӑн хӗрӗпе мӑнукӗ — Енӗш Нӑрвашра / В. Петров // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай районӗ). — 2012. — 2 чӳк. — С. 5-6 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Симулин, А. М. Юшунев Николай Лукич / А. М. Симулин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 700.

Темӑпа ҫыхӑннисем