Прокопьев Илья Павлович
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Прокопьев Илья Павлович (1926 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ, Мачамӑш, Етӗрне уесӗ, Чӑваш АССРӗ — 2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин парти тата патшалӑх ӗҫченӗ. КПСС ТК членӗ (1976—1989)[1], КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ (1974—1988). Чӑваш АССРӗнчен суйланнӑ СССР Аслӑ Канашӗн Совет Союзӗн 9-11 пухӑвӗсен депутачӗ (1974—1989)[2]. Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ[ru].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мачамӑш[3] ялта хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш[4]. 1943—1950 ҫулсенче — Хӗрлӗ Ҫарта, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. КПСС членӗ (1946 ҫултанпа).
Хабаровскри патшалӑх педагогика институтӗнче[ru] (1950), КПСС ТК ҫумӗнчи арлӑ парти шкулӗнче (1958) тата КПСС ТК ҫумӗнчи общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче (1963) пӗлӳ илнӗ.
1963 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен КПСС Чӑваш обкомӗн идеологи енӗпе ӗҫлекен секретарь, 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 1988 ҫулхи юпа уйӑхӗччен — партин Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Илья Паувлович ӗҫленӗ тапхӑрта вӑл тӳрремӗнех хутшӑннипе Чӑвашра Т-330 тракторсене сериллӗ производствине пуҫарнӑ Шупашкарти трактор савутне, Шупашкар ГЭСне туса лартнӑ.
Партин Чӑваш обкомӗ пуҫарнипе Шупашкар хулин хула хуҫалӑхне малалла аталантарасси пирки СССР правительстви умӗнче ыйту тӑратнӑ. Ҫапла май Чӑваш Енӗн тӗп хулинче строительство объекчӗсене палӑртасси, анлӑлатасси тата хута ярасси тӗлӗшпе СССР Министрсен Канашӗн 1980 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче Постановлени йышӑннӑ. Асӑннӑ Правительство постановленине пурнӑҫлани республикӑн тӗп хулин сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетнӗ. Инфраструктурӑллӑ ҫӗнӗ микрорайонсем йӗркеленнӗ: Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫӗнӗ кӑнтӑр, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ.
1987 ҫултанпа республикӑри ветерансен организацийӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ, мӗн виличчен ҫак организацийӗн президиум пайташӗ шутланнӑ. 1988 ҫултанпа — тивӗҫлӗ канура. Совет самани хыҫҫӑнхи ҫулӗсенче — регионти менеджментпа маркетингӑн «Прогресс» центрӗн директор ҫумӗ тата Санкт-Петербургри патшалӑх техника университечӗн[ru] Шупашкарти уйрӑмӗн доценчӗ.
2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Ҫемйи
Арӑмӗ – Прокопьева Галина Павловна, унпа вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче хӗсметре пулнӑ чухне паллашнӑ. Ачисем: Ирина Ильинична Хохлова — «Динамика» НПП ТМЯП тӗп директорӗ директорӗ тата Владимир Ильич Прокопьев — «Стрим-МВ» компани директорӗ.
Наградӑсемпе хисеплӗ ячӗсем
- икӗ Ленин орденӗ (28.07.1976; 28.07.1986)
- I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (11.03.1985)
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1971, 1973, 31.03.1981)
- «Хисеп Палли» орденӗ (1966)
- «Хастарлӑхшӑн» медаль (1945)
- «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (1946)
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2016)[5]
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (1999)
- Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ (2006)[6]
- Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ (Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен 2011 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнчи 262 № йышӑнӑвӗпе, ӗҫри тата обществӑпа политикӑра тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн, Шупашкар хулин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тивӗҫнӗ)
Астӑвӑм
Шупашкар хулин мемориаллӑ масарӗнче пытарнӑ.
2018 ҫулта Шупашкарта Прокопьев ячӗпе («Ҫӗнӗ хула» микрорайон) ҫӗнӗ урамсенчен пӗрине ят панӑ.
Библиографи
- Ударный фронт партийной работы : О сел. работах коммунистов / И. П. Прокопьев, 62,[2] с. 21 см, М. Политиздат 1986
- По зову сердца : Сб. ст. / И. П. Прокопьев, 206,[2] с. ил. 20 см, Чебоксары Б. и. 1998
- Верность долгу : Сборник статей / И. П. Прокопьев. — Чебоксары : Б.и., 1999. — 80 с.
- Во имя народа : Сборник статей и очерков / И. П. Прокопьев. — Чебоксары : Чувашия, 2001. — 191 с.
- Живая легенда : слово об Андрияне Николаеве / И. П. Прокопьев. — Чебоксары, 2004. — 26 с.
Ӑнлантарусем
- ^ Источник(недоступная ссылка — история). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
- ^ Список депутатов Верховного Совета СССР 11 созыва. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Хальхи вӑхӑтра — Вӑрнар районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ.
- ^ Библиотека — Люди и книги
- ^ Илья Прокопьев награждан орденом «За заслуги перед Чувашской республикой»
- ^ Официальный портал органов власти Чувашской Республики: Указ Президента Чувашской Республики от 28 июля 2006 г. № 62